Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хваттерӗнче (тĕпĕ: хваттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виталий хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗн /вӗсем самай пысӑк вырӑнта ӗҫлеҫҫӗ/ виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерӗнче те пӗрре мар пулнӑ, сӗтел хушшине ларса та хӑналаннӑ, хӑй те пушӑ алӑпа кӗмен.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӑйӗн икӗ пӳлӗмлӗ пӗчӗк хваттерӗнче, ҫыру сӗтелӗ хушшинче ларать.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Полици вӗсен хваттерӗнче 1,5 килограмм мефедрон тупнӑ, ӑна 485 пакета чӗркенӗ.

Полиция обнаружила у них в квартире 1,5 кг мефедрона, который уже был расфасован в 485 свертков.

Стерлитамакри пӗр ҫемьен килӗнче 3,5 килограмм наркотик тупнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... pn-3372475

Ӑна унӑн хӗрӗ хӑйӗн хваттерӗнче ҫеҫ мар, чун-чӗринче, ӑсӗнче усрать.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Халӗ вӗсем — Надьӑпа амӑшӗ тата Анюк — Володя хваттерӗнче иккен.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Эпӗ акӑ мӗн каласшӑн, юлташсем: хайхи хӗрарӑм Таранов хваттерӗнче ҫук, вӑл темле ҫынна качча тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑн чухне Мерчен Мишши хваттерӗнче ҫиччӗн-саккӑрӑнах пухӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таҫта мар, хӑйӗн хваттерӗнче, вырӑн ҫинче выртать иккен.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хваттерӗнче пурте йӗркеллех иккен.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ылтӑнпа тислӗк куписем ҫинчен шухӑшласа юлмарӗ-ха хӑйӗн хваттерӗнче Таранов.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Малтанах ачасене хӑйӗн хваттерӗнче ӑс панӑ: вулама-ҫырма тата шутлама вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акци иртет // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/v-rajone/12640-payan ... ktsi-irtet

Ҫав тӗлпулу Шакова Галя хваттерӗнче пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Унӑн хваттерӗнче эпир яланах унпа иккӗн кӑна пулаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ку пачах та шӳт пулманнине Аня каярахпа, пӗррехинче унӑн хваттерӗнче пулсан, уҫӑмлӑн пӗлсе илет те ӑна питӗнчен хытӑ ҫупса ярать, вара ун патӗнчен хӑвӑрт тухса тарать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫавнашкал шухӑш унӑн Хыркассипе район центрӗ хушшинче автобус ҫинче те, хваттерӗнче те, ирхине ӗҫе ҫитсен те пуҫран кайма пӗлмерӗ, ҫавӑнпа вӑл пай пуҫлӑхӗ патне кӗчӗ, хӑйне ӗҫрен хӑтарма ыйтса ҫырнӑ хут тыттарчӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хулара И.Яковлев хваттерӗнче пурӑнма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Эпир кӗнӗ чухне хваттерӗнче шав.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Хӑйӗн ҫӗнӗ хваттерӗнче чухне, каннӑ самантсенче хӗр сигуранецсен подвалне хупса хунӑ ҫывӑх ҫыннисене — Ваня юлташа, Горовица, Виктора аса илчӗ…

На новой своей квартире в короткие часы отдыха девушка уносилась мыслями к заключенным в подвал сигуранцы — к товарищу Ване, к Горовицу, к Виктору…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Таня Богуцкая хваттерӗнче кӗҫӗр пӗчӗк уяв пуласса пӗлсен, унта чӗннисем каҫ пуласса чӑтӑмсӑр кӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ман шухӑшсем пурнӑҫран юлса пыракан ҫын шухӑшӗсем пулчӗҫ-и, пӗлместӗп, анчах эпӗ урӑх Оля хваттерӗнче тӑраймарӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех