Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хатӗрлерӗ (тĕпĕ: хатӗрле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Утти-вутти хӗл каҫма ҫитет-ха ун, Ҫимун хӑй хатӗрлерӗ, вӑйне шеллемерӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Медсестра выртса тӑнӑ сарлака сак ҫинех вырӑн хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пит-куҫне ҫукаланӑ ҫӗре Олеся сӗтел ҫине хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑра хурлӑхан тӗмӗсем айне вырӑн сарса хатӗрлерӗ:

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Матӗрне васкаса апат-ҫимӗҫ хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Дуся апат-ҫимӗҫ хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Куллен усӑ курмалли мӗн чул материал хатӗрлерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Вӑхӑт таппипе ҫыхӑннӑ курӑнакан агитаци те хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Арҫынсем калаҫнӑ вӑхӑтра вӑл сӗтел ҫине хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл хӑйне малтанах чи япӑх шӑпа хатӗрлерӗ, часах вилессипе ҫырлахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑнпа Ермолай юпа чутлама хӑйпе пӗрле илнӗ мӑнукӗсем валли мӑян, хывӑх, ут кӑшкарӗ хутӑштарса пӗҫернӗ пашалу, пӗр кӑкшӑм уйран хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑйӗн чи чаплӑ ут таврашне хатӗрлерӗ Мустай.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Культурӑллӑ революци совет халӑхне ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен пачах улӑштарса ҫӗнетрӗ, ҫак революци халӑха моральпе культурӑ тӗлӗшӗнчен ҫӳле ӳстерчӗ, политикӑ тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ турӗ, коммунизм обществи тӑвассишӗн яланах активлӑн та ҫирӗппӗн кӗрешме туптаса хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Маюк кӗҫех виҫӗ тӗрлӗ ҫип ҫӗррисем, тулли бабинӑсем — кӑшкарсем ӗнтӗ — илсе килсе хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Карчӑк пирӗн ума, сӗтел ҫине пӑхса илчӗ те вилкӑсемпе кашӑксене кӑшт айккинерех шутарчӗ, ҫапла ҫӑкӑр чӗллисем хума вырӑн хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Алӑ пачӗ те, диван ҫинчи кӗнекесене пӗр ҫӗререх шутарса, ман валли вырӑн хатӗрлерӗ, ларма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫав хушӑра Таранов сӗтел ҫине эрех кӗленчи кӑларса лартрӗ, ҫыртмалли-ҫимелли те хатӗрлерӗ: кӑлпасси, чӑкӑт, йӳҫӗтнӗ хӑяр.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Малтан ҫимелли хатӗрлерӗ: купӑста яшки пӗҫерчӗ, кил хуҫин магазинтан туяннӑ котлет пуррине пӗлсен ҫӗрулми шаритлерӗ, мӗншӗн тесен котлетӑн ҫӗрулмисӗр ним тути те ҫук имӗш.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫак инсценировкӑна лартма хатӗрленнӗ вӑхӑтрах коллектив ватӑ актерӑн, режиссерӑн тата драматургӑн И. Максимов-Кошкинскин «Пирӗн министр» пьесине лартма хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Кирик, малтан палӑртнинчен хӳхӗмрех пӳрт лартма шут тытнӑскер, ҫулталӑка яхӑн Атӑл леш енче вӑрман касса пурӑнчӗ, хӑй ӗҫлесе илнӗ пӗренесене Сӑр ҫинчи Вылварри пристаньне юхтарчӗ, мӑкне йӑлӑмра хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех