Шырав
Шырав ĕçĕ:
Карап, шыв ай киммисем ҫинче ӗҫлекенсене, тинӗс авиацийӗнче тата пехотӑра службӑра тӑракансене, карапсен проекчӗсене хатӗрлекенсене, ҫӗнӗ карапсен строительствине пурнӑҫлакансене чӗререн тав тӑватӑп.
Олег Николаев Тинӗс ҫар флочӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/30/ole ... o-morskogo
Ҫук, вӑл хӑйне ӗнер чаплӑ та нумай апат хатӗрлесе панӑшӑн манӑн апат хатӗрлекенсене алӑ ҫупать.Нет, она рукоплещет моим поварам, приготовившим для них вчера вкусное и обильное угощение.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Палӑка хатӗрлеме укҫа-тенкӗ енчен пулӑшакансене, «Колос» тулли мар яваплӑхлӑ обществӑн генеральнӑй директорне А.Л.Станкевича тав сӑмахӗсем калатпӑр, мероприя тие хатӗрлекенсене икӗ хут тав.
Ӑна ӗҫ ҫӗкленӗ // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 2 стр.
— Ҫапла, анчах халӗ те лайӑх, мӗншӗн тесен ҫав лайӑххи хатӗрленсе пырать; кирек мӗнле пулсан та, ҫавна хатӗрлекенсене халех лайӑх.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак ведомствӑра 24 ҫул министр пулса ӗҫленӗ чаплӑ ҫыннӑн палӑкне туса хатӗрлекенсене те Ҫӗпрелӗнче чутах манса каймарӗҫ.
Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
11. Сире вара — Ҫӳлхуҫана пӑрахса кайнисене, Манӑн сӑваплӑ тӑвӑма манӑҫа хӑварнисене, Гад валли ӗҫме-ҫиме хатӗрлекенсене, Мени валли тулли курка ирӗлчӗк хатӗрлекенсене — 12. Эпӗ сире хӗҫпе пӗтмелле тӑвӑп, эсир вара пурте хӑвӑра пустарма чӗркуҫленсе ларатӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ чӗнтӗм те — эсир хирӗҫ чӗнмерӗр; каларӑм та — эсир итлемерӗр, анчах Манӑн куҫӑм умӗнче усал ӗҫ турӑр, Маншӑн юрӑхлӑ маррине суйласа илтӗр.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1