Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хастарӗ (тĕпĕ: хастар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чемышев Андрей Валерьевич (утӑ, 6, 1970, Мӑн Мушка, Сернур районӗ, Мари АССР, РСФСР, СССР) — Раҫҫей мари чӗлхеҫи тата чӗлхе хастарӗ, Мари Элӗн чӗлхе, литература тата истори институчӗн ӗҫтешӗ.

Андрей Валерьевич Чемышев (род. 6 июля 1970, Большая Мушка, Сернурский район, Марийская АССР, РСФСР, СССР) — российский марийский лингвист и языковой активист, сотрудник Марийского института языка, литературы и истории.

Чемышев Андрей Валерьевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B5%D ... 0%B8%D1%87

2018 ҫулта унӑн сексуаллӑ ориентацине пӗр класра вӗреннӗ юлташӗ, халӗ вара юрист тата политика хастарӗ Хуан Бранко уҫса панӑ.

В 2018 году его сексуальную ориентацию раскрыл бывший одноклассник, а ныне юрист и политический активист Хуан Бранко.

Габриэль Атталь // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%BB%D1%8C

Вӑл мана спортӑн тӗрлӗ тӗсӗсене явӑҫтарчӗ, ҫавӑн пекех юнармеецсен отрячӗн хастарӗ те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Кӑмӑл тӑвакансене пурне те «Чӑваш тӗнчине» ҫитсе курма йыхравлатпӑр, – тесе пӗлтерчӗ курава йӗркелекен Анатолий Ефремов чӑваш хастарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш тӗнчи» - Мелеузра // Юрий Михайлов. https://ursassi.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... ra-3389045

Галина Петровна — общество ӗҫӗн хастарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атте-анне пилне ӑса хывнӑран эпир телейлӗ» // Валентина БАГАДЕРОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/atte-anne-pi ... ir-teleyle

Ҫак илемлӗ вырӑна ял хастарӗ Анатолий Семенов йӗркелесе янӑ, проекта пурнӑҫа кӗртме ӑна ҫывӑх ҫыннисемпе юлташӗсем пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сад илемӗ чун-чӗрене тыткӑнлать // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

Вӑл — «Молодая Гвардия Единой России» обществӑлла организацин вырӑнти уйрӑмӗн пултаруллӑ хастарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ, космонавтсен пӗрремӗш отрячӗн хастарӗ Андриян Григорьевич Николаев, Николай Михайлович Бударин, Муса Хирамонович Манаров — вӗсем пурте тӗнче уҫлӑхӗн вӗҫӗ-хӗррисӗрлӗхне тӗпчеме май туса панӑ, пирӗн ҫӗршыв ку енӗпе те малта пулнине ҫирӗплетнӗ.

Дважды Герой Советского Союза, член первого «гагаринского» отряда космонавтов Андриян Григорьевич Николаев, Николай Михайлович Бударин и Муса Хираманович Манаров, все они открыли новые возможности для исследования безграничного мира космоса на благо всего человечества, обеспечивали лидерство страны в космосе.

Олег Николаев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/12/gla ... aet-s-dnem

Ӗҫӗ сахал мар вӑхӑт йышӑнать ӗнтӗ, апла пулин те обществӑлла тивӗҫсене хутшӑнма та ӗлкӗрет тӑван тӑрӑхӑн хастарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Ракета ҫарӗсен тепӗр хастарӗ - Василий Прохоров - пирки те ыррине кӑна каламалла.

Куҫарса пулӑш

Тӗслӗх кӑтартакансен йышӗнче // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11891-t- ... -jysh-nche

Ведомствӑна пӑхӑнман хурал хастарӗ кӑна мар вӑл, Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ хӳтӗлевҫи те.

Куҫарса пулӑш

Чи хастарринчен тӗслӗх илмелле // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11522-ch ... kh-ilmelle

Анчах ҫакӑ ӑна общество хастарӗ пулма та чӑрмантармасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

Георгий АВВАКУМОВ, Изванкка ялӗн хастарӗ:

Куҫарса пулӑш

Элӗк район ҫыннисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/elek-rajolaxen-cy ... lacce.html

Пирӗн пуҫару хамӑр пурнӑҫа ҫӑмӑллатма май пани малашлӑха ыррине шанса пӑхма хистӗ», — шухӑшне уҫӑмлатрӗ ял хастарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ҫум поезчӗсем халӗ Калиновка ялӗнче те чарӑнаҫҫӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%85%d1% ... %87%d0%b5/

Кун пирки Елизавета Долгова чӑваш хастарӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Сиктӗрмере чӑваш уявӗсем иртӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/31934.html

Паян, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, хурлӑхлӑ хыпар ҫитрӗ — чӑваш халӑхӑн паллӑ хастарӗ Мадуров Фёдор Иванович пирӗнтен яланлӑха уйрӑлса кайрӗ.

Сегодня, 20 февраля, сообщили печальную новость — из жизни ушел известный активист чувашского народа Мадуров Фёдор Иванович.

Мадуров Фёдор Иванович ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31082.html

АДП хастарӗ Башким Газидед ертсе пыракан ятарласа тунӑ SHIK ҫӗнӗ служба президент политикин пӗлтерӗшлӗ хатӗрӗ пулса тӑнӑ.

Важным инструментом президентской политики являлась новая спецслужба SHIK во главе с активистом ДПА Башкимом Газидеде.

Сали Бериша // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A1%D0% ... 1%88%D0%B0

Колхоз йӗркелӳҫин хастарӗ, бригадир та пулнӑ, вӑрҫӑ ҫулӗсенче алла хӗҫ-пӑшал тытса ҫӗршыва тӑшмансенчен хӳтӗленӗ.

Смелая основательница колхоза была и бригадиром, в военные годы с оружием в руках защищала страну от врага.

Асаилӳ чуна ҫӗклет // Вениамин ИВАНОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/2750-asa ... chuna-klet

Эпир те ялти мероприятисенчен айккинче юлман, — тӗлӗнтерет общество ӗҫӗсен хастарӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ҫак виҫӗ ҫулта мана ҫапса 3 гитарӑна ватрӗҫ, — шӳтлесе те чӑнласа калаҫать КВН хастарӗ.

За эти три года сломали обо мне 3 гитары, - то ли шутит, то ли правду говорит активист КВНа.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех