Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

харӑс сăмах пирĕн базăра пур.
харӑс (тĕпĕ: харӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Чирлессе те пӗр харӑс чирлесе ӳкеҫҫӗ, сываласса та пӗр харӑс сывалаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Малтан пӗрерӗн, унтан икшерӗн харӑс, виҫшерӗн, юлашкинчен тӑваттӑшне те пӗр харӑс.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пурте пӗр харӑс калаҫаҫҫӗ, пӗр харӑс кӑшкӑраҫҫӗ.

говорят все враз, перебивают друг друга,

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Стройпа тӑрса тухса пӗр харӑс чавса илсе тӑпрана пӗр харӑс илсе пӑрахмаллаччӗ…

Куҫарса пулӑш

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

Харӑс кивсе харӑс чӳхемест-пӑрмасть: ҫав хушӑра аллисем ӑшӑнса ӗлкӗрччӗр, тет.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗсменсем пӗр харӑс ҫӗкленсе пӗр харӑс шыва ӳкнӗ.

Весла равномерно вздымались и падали на воду.

Похода! // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Наткӑпа Нина ун еннелле пӗр харӑс ҫаврӑнса тӑчӗҫ те, пӗр харӑс кӑшкӑрса ӑна ерипентерех ҫапма хушрӗҫ.

Разом обернувшиеся Нина и Натка закричали ему, чтобы он звонил потише.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Леночка, Юра тата Метеорологи сержанчӗ, — аэродром ҫинче тревога вӗресе тӑнӑ чух кӑна ним те туманскерсем, — виҫҫӗш те носилкӑна ярса илчӗҫ те, пурте пӗр харӑс пусма тӑрӑшса, ҫапах та пӑлханнипе харӑс пусаймасӑр ҫывӑхри вӑрман уҫланкинелле чупса кайрӗҫ.

Леночка, механик Юра и «метеорологический сержант», которым нечего было делать в охватившей аэродром напряженной суете боевой тревоги, втроем подхватили носилки и бегом, стараясь попадать в ногу и, конечно, от волнения не попадая, понесли их к ближайшей лесной опушке.

19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ӑмӑрту питӗ харӑс та йӗркеллӗ пулнӑ.

Соревнования прошли очень дружно и организованно.

Ача садӗнче "Зарница" иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3659010

— Тӗрӗс! — харӑс ответлерӗҫ хӗрсем вырӑнне каччӑсем.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пин шухӑш пӗр харӑс пырса кӗнӗрен, ман пуҫ ҫурӑлса каяссӑнах туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Союзлӑ тата автономиллӗ республикӑсен столицисенче иккӗмӗш программа пулать тата телевидени передачисене пӗр харӑс икӗ чӗлхепе итлемелле туса ҫитереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Анчах та вӗсене темӗнле тӑрӑшсан та пурне те пӗр харӑс татса пама ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Вӗсем иккӗшӗ те пӗр-пӗрне пӗр харӑс курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Тивӗҫлӗ мар вӑл! — терӗҫ темиҫен пӗр харӑс.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Иккӗшӗ те харӑс ӑна сывлӑх сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Епле пӗр харӑс уттарать вӑл шӗпӗлккесене.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Икӗ ывӑлтан харӑс икӗ ҫыру ил-ха.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр кун хушшинче пӗр харӑс выльӑх-чӗрлӗхе тирпейлесе хуни те начар мар, ҫапла вӗт?

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пуҫ ҫурӑлас пек шухӑшласан та, пушӑ вакунсем тупса, халӑха пӗр харӑс тухӑҫалла лартса яраймӑн.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех