Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫыннисем те эпир кашни харпӑр хӑй тӗрлӗ, характерӗсем те.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пурте вӗсем питӗ тӑрӑшаканскерсем, ӗҫе тӗплӗ тӑваҫҫӗ, бригадӑсене лайӑх ертсе пыраҫҫӗ, ӗҫессе те — ӗҫменпе пӗрех, анчах характерӗсем вӗсен пӗр-пӗринчен пачах расна.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Халӗ эпӗ ҫӗнӗ ҫынсемпе, ҫӗнӗ учительсемпе тӗл пултӑм та куртӑм: вӗсем пачах расна ҫынсем, характерӗсем те пӗр пек мар вӗсен, анчах ачасем ҫине мӗнлерех пӑхас енпе вӗсен чи кирли, пӗр пекки пур — хисеплени, шанни, ҫирӗппӗн ӗненни: кашнинче хӑйӗн чунӗ, тӗшши пулма тивӗҫ.
25 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Мана пуринчен ытла ҫакӑ кӑмӑла каятчӗ: вӑл ачасем ҫинчен, вӗсен характерӗсем, йӑлисем, кӑмӑл туртӑмӗсем ҫинчен хапӑл тусах калаҫатчӗ.
13 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Инженер сасартӑк ҫакна уҫҫӑн ӑнланса илчӗ: вӗсен ҫулӗсем, характерӗсем, хӑнӑхӑвӗсем тата ҫынсене пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑракан ытти уйрӑмлӑхӗсем пурте урӑхла пулин те, унӑн, опытлӑ конструкторӑн та, ҫамрӑк студентӑн та пӗр туртӑм, пӗр шухӑш-кӑмӑл, пурне те ҫӗнтерекен пӗр ӗмӗт ҫунса тӑраҫҫӗ…
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Унсӑр пуҫне ачасем ӳссе пынӑ май, вӗсен характерӗсем палӑрса ҫитнӗ май эпир вӗсене кашнийӗ хӑй енне ҫавӑрса союзниксем туса хутӑмӑр.
XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Автор ҫавсен ӗҫӗсемпе характерӗсем урлӑ халӑх хӑйӗн тӑшманӗсене хирӗҫ мӗнле паттӑррӑн кӗрешнине кӑтартать.
Иван Вазовӑн «Пусмӑрта» романӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 4 с.
Улшӑну патне илсе пынӑ япала хыҫҫӑн, виҫӗ ҫул хушши майӗпен пулса пынӑ япала хыҫҫӑн ҫак ӗҫ пулмасӑр иртме пултарайман; ҫав виҫӗ ҫул хушшинче эсир пачах та тенӗ пек ун хӑни пулса курман, ҫапла вара хӑвӑр кайран кӑлӑхах ҫывӑхлатма тӑрӑшнӑ ҫынсен хушшинчен ҫав ӗҫ сирӗн пирки мар, вӗсен характерӗсем пӗр пек маррипе пулса тӑнӑ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1