Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапхисем (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӗсем кашни хулари ӗҫ биржисенче, заводсен хапхисем умӗнче, тӗрлӗ учрежденисенче ӗҫ шыраса ҫӳреҫҫӗ, анчах ӑна тупаймаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Черет // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 186–189 с.

Хӑйсене шеллемесӗрех, коммунистсем листовкӑсем пичетлесе кӑларчӗҫ, халӑх хушшинче революцилле кӗнекесем салатрӗҫ, рабочисене кӗрешӗве тухма чӗнсе, предприятисен хапхисем умӗнче кӗске митингсем ирттерчӗҫ.

Рискуя своей жизнью, коммунисты издавали листовки, распространяли революционную литературу, организовы: вали у ворот предприятий летучие митинги, призывая рабочих к борьбе.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тепӗр енчен, кашни кун ҫын ҫухатни, кашни кун е хула хапхисем умӗнче, е Хусан ҫулӗ ҫинче, е тата Атӑл леш енчи вӑрманта юр ӑшне пута-пута ҫапӑҫни Салтыков воеводӑна та тарӑхтарса ҫитерчӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лашаллисем сиккипе пынӑ ҫӗртенех хула хапхисем патне пырса тӑрӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутар воинӗсенчен чи хастартараххисем — вунӑ пин ҫын — тӑшман аллине ҫакланасшӑн пулмасӑр, кремлӗн Казанка енчи хапхисем патне чакса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйӗн шӗкӗр хулине хан темиҫе ҫӗртен — Казанка хӗрринчен, Атӑл енчен, Арск ҫулӗ ҫинчен — пыра-пыра пӑхрӗ, вӑл пурӑннӑ кремль куҫ умӗнчех ӗнтӗ, ун хапхисем халь-халь яри уҫӑлса каяссӑн туйӑнатчӗҫ, анчах ҫук, уҫӑлмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ырӑ евӗчӗн хапхисем Уҫӑлать те хупӑнать.

Куҫарса пулӑш

Икӗ туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Чӳречисене пралук карса кантӑк лартнӑ, хапхисем сӑрлӑ, пӳрт хыҫне таҫта ҫитиччен ҫӳллӗ хӳме тытса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Уй хапхисем патне вӑхӑтлӑх хурал тӑратрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Поджогин каҫсерен йӗркеллӗ ҫывӑрма та пӗлмест, крепость хапхисем патӗнчи хурала хӑй туха-туха тӗрӗслет.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӗмӗл пасарне ниҫтан пырса кӗме пулман — уй хапхисем патӗнче пӑшаллӑ ҫынсем тӑнӑ, лашапа пыма ан та шухӑшла.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл ҫитнӗ ҫӗре ферма хапхисем ярах уҫӑччӗ.

Когда она пришла, ворота фермы были распахнуты настежь.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Пур килкарти хапхисем те, чӳрече хупписем те хупӑ.

Ворота во всех дворах и ставни в хатах — закрыты.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Крепость стенисемпе унӑн пур тӑватӑ хапхисем пӑтӗнче те ҫапӑҫу пынӑ, кайран урамсенче хаяр ҫапӑҫу пуҫланнӑ.

Бой шел на крепостных стенах и у всех четырех ворот, потом завязался жестокий уличный бой.

II сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Калуга кӗпӗрнинчи ял вара пачах та урӑхла, кунта нумай ҫӗрте ял йӗри-тавра вӑрман кашласа ларать; пӳртсем ирӗклӗн те тӳрӗрех лараҫҫӗ, вӗсене хӑма витнӗ; хапхисем тачӑ хупӑнса питӗрӗнеҫҫӗ, карта хыҫӗнчи ҫатан, кайса ӳксе, тулалла йӑтӑнса тухман, иртен-ҫӳрен кашни сыснана хӑнана чӗнмест…

Калужская деревня, напротив, большею частью окружена лесом; избы стоят вольней и прямей, крыты тесом; ворота плотно запираются, плетень на задворке не разметан и не вывалился наружу, не зовет в гости всякую прохожую свинью…

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Кайран ҫакӑ паллӑ пулнӑ: хулан айӑккинчи хапхисем умне вырӑнаҫнӑ Переяславски курень пӗтӗмпех вил-ӳсӗр пулнӑ-мӗн, ҫавӑнпа та вӗсенчен ҫуррине вӗлерсе пӗтернинчен тата ҫуррине пурте сисичченех ҫыхса тухнинчен нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук.

Потом уже оказалось, что весь Переяславский курень, расположившийся перед боковыми городскими воротами, был пьян мертвецки; стало быть, дивиться нечего, что половина была перебита, а другая перевязана прежде, чем все могли узнать, в чем дело.

VII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Куҫ умӗнчен парк хапхисем иртсе юлчӗҫ.

Мелькнули ворота парка.

VI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫула май вӑл кашни ҫуртах сӑнаса пычӗ, анчах пурин те хапхисем хупӑ, кантӑкӗсем тӗттӗм.

По дороге она оглядывала все дома, но двери всюду были заперты, за окнами стоял мрак.

XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Каҫ пулнӑ ҫӗре Ли Цин-шань управляющи пилӗк лаша, тумтирсем илсе килчӗ, помещик ячӗпе ҫапла пӗлтерчӗ: ялӑн кӑнтӑр тата хӗвеланӑҫ хапхисем патӗнчен пуҫланса каякан ҫӗрсене хресченсем халех пайлама пултараҫҫӗ.

Под вечер управляющий Ли Цин-шань привел пять лошадей, принес одежду и от имени помещика объявил, что землю, находящуюся у западных и южных ворот деревни, крестьяне могут поделить в любое время.

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чурасен ҫарӗн пуҫне Луций Сергий Катилина тӑрас пулсан, ҫав утмӑл пинлӗ ҫар, нумай ҫапӑҫусенче хӑйӗн вӑйне кӑтартнӑскер, мӗн пек вӑйлӑланса каясси ҫинчен, сарӑн шучӗ кӗске вӑхӑтрах икӗ хут ӳсме пултарасси ҫинчен, ҫапла майпа, ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳ туса, ҫав ҫар ҫулталӑкра Рим хапхисем патне ҫитесси ҫинчен каланӑ.

Доказал, насколько храбрость этих шестидесяти тысяч рабов, уже испытанных в стольких сражениях, возросла бы, если бы их вождем стал Луций Сергий Катилина, как в короткое время удвоилось бы их число, и как, переходя от победы к победе, он мог бы в течение одного года оказаться с непобедимыми силами у ворот Рима.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех