Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапхи (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шала лекме сӑлтав тупас тӗллевпе вӑл унӑн Кенвудри ҫурчӗн хапхи умӗнче сехечӗ-сехечӗпе ларнӑ.

Она часами сидела у ворот его дома в Кенвуде, пытаясь найти повод попасть внутрь.

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Атте виллине Дворецӑн тимӗр хапхи умӗнче тӗл пултӑм…

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Йӗр Юмӑҫ Уканӗн хапхи патнех ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лашине лӑплантарса чарнӑ ҫӗре пус хапхи патне персе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ вӑл пус хапхи тӗлӗнчен чупса иртрӗ те аслӑ тӑкӑрлӑкалла пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара вӑл вырӑсла хапхи ҫине: «Суту-илӳ тӑвакан Янашов Михаил Петрович кил-ҫурчӗ» тесе ылтӑн шывӗпе ҫырса ҫапӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Астӑватӑп-ха тата: кӳршӗ Лукари аппа та хапхи умӗнче ларнӑ чухне ҫаплах хӑйӗн пурнӑҫне аса илсе пуҫне пӗксе шӑппӑн ларма юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Тепӗр ҫирӗм минутран вӗсем кас вӗҫӗнче кӗрт ӑшӗнчен сиксе тухрӗҫ те тӑршшӗпех юр ҫийӗн ҫуна йӗрӗпе утса тухса Курчи Вани кил хапхи умӗнчи кӗрт ҫинчен ансӑр сукмакпа анчӗҫ, вара лӑпланнӑ кӑмӑлпа пӗр пилӗк минут калаҫса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Паллах, вӗсен хапхи умӗнче аллӑ ытла ҫамрӑк кӗрлесе-юнаса тӑни такама та сехӗрлентермелле, анчах амӑшӗ хӑраса тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Акӑ ял хапхи те аякра мар.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Калаҫчӑрин, — тет хӗрарӑм хирӗҫ, — ҫын ҫӑварне хуплаймӑн, алӑксӑр ял хапхи вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Уй хапхи патне тухнӑ икӗ арҫын дружинниксем иккен.

Куҫарса пулӑш

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Ульха тӑхтаса тӑмарӗ, юмӑҫ карчӑк хушнине ҫав кунах пурнӑҫларӗ: Мирун хапхи умне укҫа кайса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Малтан ҫав Мирун текен ҫыннӑн хапхи умне укҫа кайса пӑрах.

Куҫарса пулӑш

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Айӑпли тунманнине, ҫав вӑхӑтрах килӗшменнине, вӑрҫӑшманнине, тарӑхманнине те кура хум, мӗнпур кӑсӑклӑха ҫухатса пачах пӗтрӗ, укӑлча хапхи хыҫне хӑйӑр айне анса путрӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑлӑх хӗрӗн хапхи ялта чи илемли пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Каярахпа перс патшалӑхӗ 2500 ҫул тултарнине уявлама хатӗрлекен канашӗн председателӗ Асадолла Алам башньӑна Дарвазэ-е Шаханшахи ят пама сӗннӗ, куҫарсан вӑл Патша Патшисен Хапхи тенине пӗлтерет.

Позднее председатель Совета торжеств 2500-летия персидской государственности Асадолла Алам предложил назвать башню Дарва́зэ-е́ Шаханша́хи, что в переводе означает Ворота Царей Царей .

Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8

Чи малтанах, проектпа килӗшӳллӗн, башньӑна Дарвазэ-е Куруш ят памалла пулнӑ, перс чӗлхинчен куҫарсан вӑл Кир Хапхи тенине пӗлтерет.

Изначально башню по проекту должны были назвать Дарва́зэ-е́ Куру́ш, что в переводе с персидского означает Ворота Ки́ра.

Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8

Башньӑна час-часах, вӑл хулана анӑҫ енчен килекен ҫул ҫинчен вырнаҫнӑран, «Тегеран хапхи» теҫҫӗ.

Башню часто называют «Воротами в Тегеран», поскольку она расположена на главной дороге, ведущей в город с запада.

Азади башни // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%BD%D0%B8

Укӑлча хапхи ҫывӑхӗнче, аслӑ ҫул хӗрринче виҫӗ арман сулхӑнӗнче мӗн авалтан сарлака та шеп юман ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех