Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хапхасене (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карти-хури кивелнӗ, юписем чалӑшнӑ, хӑма хапхасене ҫил хапхасемпе улӑштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗррехинче, ҫу варринче, ял урлӑ тӑвӑл кӗрлесе иртрӗ, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи картасене ишрӗ, хапхасене йӑвантарчӗ, хуралтӑсен ҫивиттийӗсене сирсе ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пырса кӗрсессӗнех, кама та пулин тупӑпӑр, тесе салтаксем хапхасене пыра-пыра шаккарӗҫ, пӳрт-ҫурта кӗре-кӗре кайса арӑш-пирӗш ҫавӑрттарса тухрӗҫ, хуҫисене шырарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара ҫав хапхасене ыттисем те уҫса тухӗҫ».

А потом их откроют и другие…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Алӑксене те, хапхасене те питӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хапхасене лайӑх питӗр.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗрӗр часрах, хапхасене хупса лартӑр!

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хапхасене питӗрсе илнӗ, чӳречесене пурҫӑн чаршавпа карнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тем тесен те вӑл каҫ Ахтупайпа Северьянӑн ҫырма леш енне сунара каймалла марччӗ, хапхасене питӗрсе килтех лармаллаччӗ е хаклӑрах япаласене пытарса хурса хире тармаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каҫхине малти хапхасене те, кайри хапхасене те тем пысӑкӑш йывӑҫ ҫӑрасемпе питӗрсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗттӗм пулчӗ, тарҫӑсем хапхасене тимӗр сӑлӑпсемпе питӗрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хапхасене мӗнле питӗрнине тӗрӗслемелле, хурала пур ҫӗрте те вӑйлатмалла.

Куҫарса пулӑш

11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ытти хапхасене хуп.

Остальные ворота закрой.

XIX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Явор узелне, Карпат леш енчен кӳршӗ ҫӗршывсене каймалли «хапхасене», чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсем «тӗнчен пилӗк пайӗ» тесе ят панӑ.

«Пять частей света» — так назвали железнодорожники яворский узел, эти главные закарпатские пограничные ворота.

1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Хапхасене ҫӑрасемпех питӗрнӗ, алӑксене те…

Ворота закрыты на замок, двери тоже…

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Мӗн эсир паян ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах тапраннӑ капла? — ыйтаҫҫӗ колхозницӑсем, хапхасене асӑрхануллӑн уҫса тӗттӗм урамалла пӑхнӑ май.

— Что это ни свет ни заря вы нынче? — испуганно спрашивали колхозницы, осторожно открывая ворота и оглядывая темную улицу.

49 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Хапхасене питӗрӗр!

Запирайте ворота!

22 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Кашни килтех хапхасене ярах уҫса янӑ.

В каждом дворе были настежь открыты ворота.

18 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Кирлӗ пулсан ӑҫта лайӑхрах пытанма май пулассине пӗлме Васька тӑкӑрлӑкӑн пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне утса хапхасене, подъездсене, крыльцасене сӑнаса тухрӗ.

Васька прошел переулок из конца в конец, изучая ворота, выступы, подъезды, чтобы знать, где можно в случае чего укрыться.

7. Ракетчик // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Анчах, апла пулсан, мӗншӗн-ха чугун хапхасене уҫса хунӑ, тата мӗн-ха ҫавсем, хапхасем умӗнче катмар шапасем пек ларакан икӗ япала?

Но тогда зачем открыты чугунные ворота и что это похожее на две громадные лягушки у ворот?

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех