Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хамӑнах (тĕпĕ: хам) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Таса кӗпе-йӗм хамӑнах пур, — пӗр тӗрке япала хушшинчен ҫӗнӗ кӗпе-йӗм туртса кӑларчӗ Ҫимун.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ай-яй ӑслӑ пуласшӑн, — пуҫне пӑркаларӗ Сидоров, — хура пулсан та хамӑнах тенӗ пек, тӑнсӑр пулсан та хам бригада ҫынниех, хӑнӑхнӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Манӑн хамӑнах шӑмма тапмаллаччӗ, халӗ хам суранлӑ пулӑттӑм», – шухӑшларӗ Настя.

Куҫарса пулӑш

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

— Шӑлӗ хамӑнах ылтӑнран хӳхӗмччӗ, — пӗтерчӗ Кирик, — кулянчӗ Улькка.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Арӑмӗпе пӗчӗк пепкине те хамӑнах илсе таврӑнма тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Ман хамӑнах… ну, урӑх юлташсем, урӑх коллектив тупмалла.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Чиперӗ-мӗнӗ, курак хура пулсан та хамӑнах тенӗ пек, темле пулсан та хамӑнах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Ҫук, тем пулсан та кунашкал пархатарлӑ ӗҫе хамӑнах вӗҫлес», — тесе шутларӗ те юлашкинчен Плаки, Анук ларма килнӗрен виҫҫӗмӗш кунӗнче, краҫҫын тыткалакан кӗленчине йӑтса, лавккана тухса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаши те, тӑрантасӗ те хамӑнах пулать, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хамӑнах тӑмалла, чей те хамӑнах вӗретсе ӗҫмелле.

Нужно самому вставать и самому же приготовить себе чай.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Юрать пулсан ман хамӑнах кӗрсе илесчӗ.

Я бы сам, если можно…

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Тен, чӑнах та ман хамӑнах ӗҫлемелле пулать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫук, хамӑнах.

Куҫарса пулӑш

13. Ярахвийӗн ят тухнӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ман хамӑнах пур, — шкапран икӗ кӗнеке кӑларса пачӗ Зина ҫавӑнтах.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Акӑ Шиллерӑн «Разбойники», эсӗ унта Карл Моор рольне выляма пулнӑччӗ, акӑ, Луначарскин «Королевский брадобрейӗ», король рольне Максимов-Кошкинский сана выляттарасшӑнччӗ, хамӑнах выляма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мӗнле вара, ака туйӗнче те хамӑнах каймалла пулать-и вӗсемпе?

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хам айӑпа хамӑнах юсама тивет.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Тепӗр тесен, мӗн пуплешсе тӑмалли унпа, тунккуйпа, — шухӑш ларӗ вӑл. — Хамӑнах милицие каймалла ҫеҫ».

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ула курак та ула пулсан та хамӑнах тесе калать теҫҫӗ.

Говорят, что ворона тоже говорит, что хоть и серая, но все же свое, родное.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Хамӑнах сана пулӑшма тивет ӗнтӗ, — терӗ пӗррехинче Эмиль.

— Пожалуй, мне всё же придётся тебе помочь, — сказал как-то Эмиль.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех