Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урса кайнипе ман халӑм та хутшӑнчӗ, анчах вӑл меллӗрех кӗрешме пултарнине часах туйса илтем.Бешенство придавало мне силы, но я скоро заметил, что уступаю моему противнику в ловкости…
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
8. Мана хирӗҫ кӳнтелесе, пит-куҫӑма сӑнсӑрлатрӑн; халӑм пӗтни те хама хирӗҫ тӑрать, мана куҫранах ӳпкелет.
Иов 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Эпӗ халӑм ҫитнӗ таран Туррӑм Ҫурчӗ валли мӗн кирлине турӑм: ылтӑн япаласем валли ылтӑн, кӗмӗл япаласем валли кӗмӗл, пӑхӑр япаласем валли пӑхӑр, тимӗр япаласем валли тимӗр, йывӑҫ япаласем валли йывӑҫ, харшана лартмалли оникс чулӗ, илемлӗ те тӗрлӗ тӗслӗ чулсем, хаклӑ йышши чулсем тата темӗн чухлӗ мрамор хатӗрлерӗм, 3. манӑн хамӑн та ылтӑн-кӗмӗл пурлӑхӑм пур, Туррӑм Ҫуртне юратнӑран эпӗ ӑна та Туррӑм Ҫурчӗ валли паратӑп; ку ӗнтӗ Сӑваплӑ Ҫурт валли хатӗрленӗ пурлӑх ҫумне хушса пани пултӑр: 4. ҫуртсен стенисене сӑрма виҫӗ пин талант ылтӑн, Офир ылтӑнӗ, ҫичӗ пин талант таса кӗмӗл паратӑп, 5. ҫакӑ ӗнтӗ ылтӑн япала тума, кӗмӗл япала тума, ӳнерҫӗсен алли тӑвакан япала валли пултӑр.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.