Шырав
Шырав ĕçĕ:
Амӑшӗн куҫӗсем чармак, вӗсенче вӑй ҫуккипе тарӑхни, сирсе яма ҫук мӑшкӑл кӳнипе чун ыратни, халтан кайнӑ хаярлӑхпа хурлӑх яр уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Вӑл хӗвелпе хӗрнӗ чул стенасем ҫумне пырса сӗртӗнет, ҫурт ҫийӗнчи тутӑх тимӗр листи тӑрӑх, пылчӑклӑ урамсем тӑрӑх шӑвать, наркӑмӑшла тусанпа тусанланать, шӑршлӑ сывлӑша ҫӑтать, вара, халтан кайнипе ҫуначӗсене уснӑ кайӑк пек, пӗр хускалмасӑр ҫурт ҫийӗсем ҫине, урамри канавсем тӗпне тӑсӑлса выртать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Хӗрӗ амӑшӗ чухлех ҫӑмӑл та ун пекех вӑйлах марри пӗр самантранах паллӑ пулса тӑчӗ — Нунча ҫав тери ирӗккӗн те илемлӗн чупать, амӑшӗ пӗчӗк ачине йӑтса пынӑ пек, ӑна ҫӗр хӑй ҫӗклесе пырать тейӗн, — ҫынсем чӳречесенчен, тротуар ҫинчен ун ури айне чечексем пӑрахма тытӑнчӗҫ, алӑ ҫупаҫҫӗ, кӑшкӑра-кӑшкӑра хавхалантараҫҫӗ; вӑл икӗ хутчен хӗрӗнчен тӑватӑ минут ытларах малтан чупса тухрӗ, Нина, халтан кайнӑскер, ӗҫ ӑнманнипе кӳреннӗскер, хашка-хашка, ӗсӗкле-ӗсӗкле, чиркӳ крыльци ҫине кайса ӳкрӗ — виҫҫӗмӗш хут чупма пултараймарӗ вӑл.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Анчах вӑл манран лайӑх пӗлнӗ, — эпир, хамӑра тӑрантаракан киммӗмӗр ҫумне шуйттан мӑйракисем пек ҫыпҫӑннӑ та, ун айккипе ҫапӑна-ҫапӑна лӳчӗркеннӗскерсем, халтан кайса чылаях шӑнса хытнӑскерсем, тусем пек ҫӳлӗ хумсем хушшипе ярӑнса пыратпӑр.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Ниҫтан пулӑшу кӗтмесӗр, ӗҫпе те выҫӑпа халтан кайса, кунсерен шанчӑкне ҫухатса пурӑнакан ҫынсем ҫав уйӑх ҫине, шӗвӗр ту тӑррисене, хура ҫӑвар пек ту хушӑкӗсене тата тӑшмансен шӑв-шавлӑ лагере енне хӑра-хӑра пӑхнӑ — пурте вӗсем вилӗме аса илтернӗ, вӑл ҫынсемшӗн ӗнтӗ пӗр ҫӑлтӑр та йӑпатмалла йӑлтӑртатман.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
О-о-ух! — пӗр пӗшкӗнсе ларса, пӗр сывлӑша вӗҫсе хӑпарса каяс пек хӑвӑрт тӳрленсе сиксе тӑрса, вӗрен туртса мӗнпур халтан кӑшкӑрать ушкӑн.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вӗсем яланах ӗҫлеҫҫӗ, ӗмӗрех тертленеҫҫӗ, ҫӗр ҫинче цементран туса лартнӑ япаласенче — вӗсен тарӗпе юнӗ; анчах ҫаксемшӗн, — ҫӗр ҫинче тӗлӗнмелле япаласем туса лартассишӗн, тӑрӑшса, халтан кайса, мӗн ӗмӗр-ӗмӗр вӑй хурса ӗҫленӗшӗн — вӗсем нимӗн те илмеҫҫӗ; вӗсен килӗ-ҫурчӗсем те ҫук, тӑранмалӑх ҫӑкӑрӗ те питӗ ҫителӗксӗр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Тӑшмансемпе кӗрешнӗ чух юн юхтарса халтан эс кайрӑн…
Сокол ҫинчен хывнӑ юрӑ // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–74 стр.
Эсӗ пире ертсе тухрӑн та халтан ятӑн, ҫавӑншӑн эсӗ вилӗме тивӗҫ!
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ку ҫул йывӑр пулнӑ, ҫул ҫинче ӗшеннӗ ҫынсем ӗнтӗ чунӗсемпе те халтан кайса ҫитнӗ.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ҫынсем шухӑшла-шухӑшла халтан кайнӑ…
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Ҫыннӑн ӳчӗпе чунне нимӗн те — ӗҫ те, хӗрарӑмсем те кичем шухӑш чухлӗ ывӑнтарса халтан яраймасть.Но ничто — ни работа, ни женщины не изнуряют тела и души людей так, как изнуряют тоскливые думы.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Урапа кустӑрмисем путса кӗреҫҫӗ вара, лашасем халтан каяҫҫӗ.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӗнер ӗмӗтлентӗн, чӗререн, халтан кайичченех кӑмӑлу туртнине паян алла илетӗн, тепӗр кунне вара ҫавна ӗмӗтленнишӗн хӗрелетӗн, унтан мӗншӗн пурнӑҫланчӗ тесе, пурнӑҫа ылханатӑн, — акӑ мӗн пулса тухать вӗт пурнӑҫра ху тӗллӗн те чӑрсӑррӑн ярса пуснинчен, ху ирӗкӳпе ӗмӗтленнинчен; хыпашласа утас пулать, нумайӑшне курсан та, куҫа хупмалла тата телейпе суйланмалла мар, телей вӗҫерӗнес пулсан та, ӳпкелешмелле мар, — ку пурнӑҫ!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юлашкинчен, ҫавӑн пек инкек — хавхалану килсе тухсан — ку ӗнтӗ чӑтма ҫук япӑх тӑвалла ҫул ҫине тухнӑ пек; ҫак ҫул ҫинче лашасем те ӳкеҫҫӗ, юланутҫӑ та халтан каять; тӑван ял та ҫывӑхрах ӗнтӗ: ӑна куҫран ҫухатмалла мар, хӑвӑртрах, хӑвӑртрах хӑрушӑ вырӑнтан хӑтӑлса тухмалла…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Юлашкинчен Ольга Casta diva юрласа пачӗ: пӗтӗм хавхаланулӑх, пуҫра ҫиҫӗм пек ҫиҫекен шухӑшсем, ҫан-ҫурӑм тӑрӑх йӗппе чикнӗ пек сӑрӑлтатни — ҫаксем пурте Обломова пӗтерсех хучӗҫ: вӑл халтан кайрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ҫулӑмланчӗ, халтан кайрӗ, куҫҫульне аран-аран тытса чарчӗ, чӗререн сиксе тухма пулса хатӗр тӑракан хаваслӑ сасса пытарасси вара ҫавӑнтан та йывӑртарах пулчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑна валли ятарласах ҫӗлетнӗ мундир ҫинчен те ӗмӗтленнӗ вӗсем, вӑл палатӑра советник пулнине те ӑсра сӑнарланӑ, амӑшӗ ӑна губернатор та тӑвасшӑн пулнӑ; анчах ҫаксем патне мӗнле те пулин йӳнӗрех хакпа, тӗрлӗ чеелӗхсемпе, вӗренӳпе хисеп ҫулӗ ҫинчи чулсемпе чӑрмавсенчен вӑрттӑн ҫаврӑнса иртсе, вӗсен урлӑ ҫӑмӑллӑн каҫса ҫитесшӗн тӑрӑшнӑ, урӑхла каласан, чунпа ӳт-пӗве халтан ямасӑр, ҫӑмӑллӑн, ача чухнех турӑ пиллесе панӑ самӑрлӑха чакармасӑр, ахаллен, йӑлисене тытса пырса, мӗнле те пулин аттестат илмелле, унтан Илюша пур наукӑсемпе искусствӑсене те вӗренсе тухнӑ, тесе ҫырнӑ пултӑр.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Канцелярири ҫыру ӗҫӗсем халтан яраҫҫӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Вӗсем пӗлекен кӗске шӑлаварлӑ арҫын ача, кун каҫипе усадьбӑра чупса ҫӳрекенскер, ҫитӗннисене пӗр вӗҫӗм ыйту парса халтан яраканскер халӗ палламалла мар улшӑннӑ.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.