Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халсӑрланни (тĕпĕ: халсӑрлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
кайӑк хур (кайӑк кӑвакал) халсӑрланни, ҫынран хӑрани, тайкаланса утни сисӗнсен, тытнӑ тупӑша полиэтилен миххе хурса патшалӑхӑн ветеринари службин представительне памалла;

Куҫарса пулӑш

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

Халсӑрланни иртӗ-ха вӑл, иртӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Елена упӑшкине хирӗҫлемерӗ; ҫак самантра ӑна Инсаров халсӑрланни Российӑн пӗтӗм ҫамрӑк ӑрӑвӗ мӗнле пулнинчен ытларах шухӑшлаттарчӗ…

Елена не возражала своему мужу: в это мгновение ее гораздо больше беспокоила слабость Инсарова, чем состояние всего молодого поколения России…

XXXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Аппӑшӗ хӑйне аллисем ҫинче ҫӗклеме тӑрсан, Иван Федорович: ку хӑй ватӑлни тата халсӑрланни ҫинчен ҫыракан аппах-ши, тесе, ӗненмен пек пулса, тӗлӗнсе тӑчӗ.

И Иван Федорович изумился, когда она почти подняла его на руках, как бы не доверяя, та ли это тетушка, которая писала к нему о своей дряхлости и болезни.

II. Ҫул // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тӑшман тылӗнче пулнӑ разведка пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑшман икӗ эрне хушши пыракан наступленире салтакӗсене тата техникине ҫухатнине, унӑн атакисем кунсеренех вӑйсӑрланса пынине, йышлӑн тыткӑна илнӗ салтаксем хӑйсен чаҫӗсем халсӑрланни ҫинчен ирӗккӗнех каласа панине шута илсе, тӑшман вӑйӗ тата салтаксен хӑвачӗ мӗнле чакса пынине арми штабӗнче тимлӗн сӑнаса пычӗҫ.

Принимая во внимание, что, по данным разведки, находившейся в тылу врага, противник в течение двух недель терял солдат и технику в наступлении, его атаки с каждым днем становились все слабее, солдаты, взятые в плен, свободно рассказывали об ослаблении своих частей, в штабе армии внимательно следили за тем, как силы противника и стойкость солдат снижались.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Каҫ пулса ҫитрӗ, ҫӗр ҫинче унчченхи пекех шӑплӑх, анчах хӑрӑк хыр салхуллӑн йӑлӑхтармалла тата мӗскӗннӗн чӗриклеткелесе илет: вӑл хӑйӗн ватлӑхне пула халсӑрланни ҫинчен ҫине-ҫине каласа мӗнпур вӑрмана пӗлтерет…

Наступила ночь, на земле по-прежнему было тихо, но сухостойная сосна — нет да нет — все поскрипывала и поскрипывала уныло, нудно и жалобно: с болезненной навязчивостью твердила всему лесу о своей старческой немощи…

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех