Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халапа (тĕпĕ: халап) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна пӑхӑнтарас тесе (Калинга вӑрҫи пӑх) ҫӗнӗ Маурьев йӑхӗнчи ҫӗнӗ самрачӗ Ашока пуҫӑннӑ, пирӗн эрӑчченхи 260 ҫ. тӗлне вӑрҫа пӗтерсе вӑл кунта хӑйне евӗр геноцид ирттернӗ (вилнисене йышӗ 100.000 яхӑн пулнӑ, ҫав шутра хӗрарӑмсемпе ачасем те, 150.000 яхӑн ҫынна ирӗксӗрлесе чуралӑха хӑваласа кайнӑ), халапа ӗненсен вара шӑп ҫакӑ ӑна веда йӑли-йӗркинчен урӑхларах альтернативӑллӑ тӗнсенче чун лӑпкӑлӑхне шырама хистенӗ те.

Её покорением (см. война Калинга) занялся новый самрат династии Маурьев Ашока, окончив войну в 260 г. до н.э. и учинив здесь своеобразный геноцид (около 100.000 погибших, включая женщин и детей, и около 150.000 угнанных в неволю), что, по легенде, и заставило его искать душевного спокойствия в религиях, альтернативных ведической традиции.

Одиша // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9E%D0%B4%D ... 1%88%D0%B0

Ял хушшинче ҫӳрекен усал халапа вӑл та ӗнерех илтнӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Анчах ҫакна пӗлесчӗ ман: ку суя халапа кам шутласа кӑларнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сударыня, пушӑ халапа ӗненекен ухмаха юлма пултарать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халапа ӗненес пулсан, хӑйсем унччен пурӑннӑ вырӑнта тӑкӑс пулма пуҫласан вӗсем, ирӗклӗ пурнӑҫ шыраса, аслӑ Атӑл тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарма пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эпӗ ку халапа кӑна мар, шывне те ӗненетӗп, ҫавӑнпа эпӗ те ӗҫетӗп, — Нинук та пӗшкӗнсе шыв ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ку суя халапа камран илтрӗн вара, кинеми?

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑй те пӗлмест темӗншӗн ҫав самантра Асмантей Ламан паттӑр ҫинчен калакан авалхи халапа аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗ унӑн Хӗветӗр, Тятюк ҫак халапа вӗрентӗр!

Куҫарса пулӑш

Тӑшман // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫак халапа эпӗ мӗн ачаран ас туса ӳсрӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Темрен вӑл: «Чухӑнӑн кӗсри хӑмламан, пуянӑн ӑйӑрӗ хӑмланӑ» текен халапа аса илчӗ те, унӑн пуҫне труках чӑрсӑр шухӑш пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашки хыпар Микула арӑмӗ ҫӑмӑлланнӑ пирки хускалнӑ халапа пусарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Бурлаксен пӗр ушкӑнӗ ӗҫе пӑрахсах халапа ҫаптарса тӑнине курсан, Михха хаяр сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑл патӗнче, вӑл шухӑшланӑ пекех, пӗр ушкӑн хӗрарӑм пухӑнса тӑнӑ та халапа ҫаптараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Тен, вӑл Элекҫей ҫинчен тапратнӑ халапа илтнӗрен мар, ытла та пысӑк хуйхӑ пусарнипе кӑмӑлсӑрланнӑ тата пуҫӗнчен хӗр шухӑшӗсене йӑлтах сирнӗ?»

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Е Элекҫей ҫинчен тапратнӑ халапа ӗненчӗ-и?

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эс, пӑятам, ӑҫта та пулин халапа кайса лар пӗрех хут, — тет ӑна Пинеҫ инке старике пӗртен-пӗр чӳрече патӗнчен хӑвалама тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку халапа эпир тахҫанах илтнӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Танук-нойон темле шуйттан мӗлкисем ҫинчен сӳпӗлтетсе вӑхӑта сая янӑшӑн ырламасть пулсан та ҫак халапа тӗрлӗрен каланине хӑй те илтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Малалла Павӑл тӑлӑх ача Сентиер ҫинчен халӑх хушшинче ҫӳрекен халапа аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех