Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаксем (тĕпĕ: хак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав вӑхӑтрах хаксем кунта ҫителӗклех сисӗнекен: £202,500-тен пуҫласа £3,550,000 таран.

При этом разбег цен здесь достаточно ощутимый: от £202,500 до £3,550,000.

Лондонри Камден // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... %B2%D3%97)

Кун йӗркинчи пӗрремӗш ыйтупа, 2024 ҫулта коммуналлӑ пулӑшусем панӑшӑн тӳлемелли хаксем пирки, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫлекен управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин ӑнлантарса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Тен, ҫавӑнпа хаксем ӳсеҫҫӗ?» - тенӗ Матвиенко Федераци Совечӗн ларӑвӗнче.

Может быть, поэтому цены растут?» — сказала Матвиенко на заседании СФ.

Федераци Канашӗн спикерӗ Валентина Матвиенко учебник хакӗсем ӳснине тишкерме чӗнсе каланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... an-3454084

Шӑпах ҫав вӑхӑтра суту-илӳ рынокӗсенче ажиотаж пуҫланать, хаксем ӳсме тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӳ кунӗ тӑкаксемсӗр пулмасть // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/news/v-ren/2023-08-22 ... st-3398040

Кӑҫал ачасене шкула пуҫтарасси хаклӑрах ларнӑ, хаксем 7% ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗлӳ кунӗ тӑкаксемсӗр пулмасть // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/news/v-ren/2023-08-22 ... st-3398040

Пӗлтӗр тухӑҫ ӑнӑҫлӑ пулчӗ, анчах пысӑкрах хаксем кӗтнипе нумайӑшӗ тырра сутмарӗ, складсем тулса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вырма умӗн министр уй-хирсене ҫитсе ҫаврӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d0%b2%d1%8 ... %ab%d0%b0/

Хаксем те Атӑлҫири ытти регионти пекех – пӗр шайра тытӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха тавар сутаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60663

Хаксем тивӗҫтерменнине пула ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ӗне усрама пӑрахсан предпринимателӗн ӗҫӗ те чакма, кӗсйи ҫӳхелме пултарӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Промышленность таварӗсем, тӗрлӗрен пулӑшу ӗҫӗсемпе усӑ курнӑшӑн тӳлемелли хаксем ҫав-ҫавах тӗлли-паллисӗр ӳссе пынӑ вӑхӑтра сӗтӗн сутлӑх хакӗ чакни ял ҫыннин кӑмӑлне хуҫать, паллах, ҫакӑ вӗсен малашлӑхра тӑрӑшса ӗҫлес хавхаланӑвне те чакаратех.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Хаксем сӑлтавсӑр хӑпарса ан кайччӗр тесе, кулленех регионта мониторинг туса пынине те каланӑ ведомство ӗҫченӗсем.

Куҫарса пулӑш

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Раҫҫейри ытти регионсемпе танлаштарсан, самай пирӗн субъектра хаксем пӗчӗк, пур-пӗрех ҫӳлерех асӑннӑ пек тӑвас пулсан, тата та хаксене пӗчӗклетме май пулӗ», – тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Хаксене пӗр шайра тытас тесен, тӗрлӗ енлӗ условисем йӗркелесе пыма тӑрӑшмалла», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/06/haks ... lovisem-jr

Вара DNS сайтне кӗрсе саккаслас терӗм — кунта хаксем яланах йӳнӗччӗ те…

Куҫарса пулӑш

«Паян сервер валли Samsung SSD туянтӑм...» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/138

2010 ҫултан хаксем ӳсме тытӑннӑ, уйрӑмах 2011-2012 ҫулсенче, ҫӗнӗ хваттерсен - 12,2 тата 12,9 процент, киввисен - 9 тата 15,9 процент.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Инфляци шайне апат-ҫимӗҫ таварӗсем тата пулӑшусем хакланни уйрӑмах витӗм кӳнӗ /хаксем 16,7 тата 11,2 процент хӑпарнӑ/.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Потребитель хакӗсен ӳсӗмӗ асӑннӑ тапхӑрта 154,6 процентпа танлашнӑ, строительствӑра - 156,8, ялхуҫалӑх продукцийӗ хатӗрленӗ ҫӗрте - 140, промышленноҫра - 134,7. Виҫӗмҫулхипе танлаштарсан пӗлтӗр хаксем экономикӑн мӗнпур секторӗнче самаях хӑпарнӑ, чи пысӑкки /20,5 процент/ - строительство продукцийӗ, чи пӗчӗкки /4,1 процент/ - промышленноҫ таварӗсем туса кӑларнӑ ҫӗрте.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Ҫапах та патшалӑх пулӑшӑвне кӗтекен ҫынсем хаксем вылянса тӑнин сиенне ҫивӗч туйнине те шута илес пулать.

Но надо учесть и то, что нуждающиеся в поддержке государства люди остро чувствуют на себе последствия колебания цен.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Унӑн сӑмахӗ ытларах Выл пасарӗ ҫинчен, унти хаксем ҫинчен пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӑрлач уйӑхӗн 10-17-мӗшӗсенче хаксем мӗнле улшӑннине пӗлтернӗ.

Они подвели итоги изменения цен в период с 10-го по 17-ое января.

Сахӑр, шурӑ ҫӑнӑх йӳнелнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34039.html

Ку хаксем - ҫур литршӑн.

Эти цены за поллитровую емкость.

Ҫитес ҫултан эрех хакланӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33836.html

Складсем пур хуҫалӑхсем тырра хаксем хӑпариччен упрама пултараҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех