Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаклӑн (тĕпĕ: хаклӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тен, хӑҫан та пулин манӑн хӑтланӑва хака хурӑн, хӗрарӑмӑн пӗчӗк паттӑрлӑхне хаклӑн тесе шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫутӑ сахал кӳртекен чӳрече, кӗҫ-вӗҫ ишӗлес пек усӑнса аннӑ мачча, тӑм урай, аялтан нӳрӗ ҫапнипе кӑмпаланса кӑвакарнӑ стенасем, (ку вӑл йӑлтах ҫав усал канава пула) — ашшӗ килӗнчи ҫак япаласем пӳрте Ваньӑшӑн питех те хаклӑн туйӑнаҫҫӗ.

Маленькое, подслеповатое окошко, провисший потолок, готовый рухнуть, глиняный пол, заплесневевшие стены с пятнами сырости внизу (всё от проклятой канавы), но как дорого все это было Ване в отчем доме!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Закройщик арӑмӗн кӗнекисем шутсӑр хаклӑн туйӑнатчӗҫ, ҫавӑнпа та ватӑ хуҫа карчӑкӗ вӗсене кӑмакана пӑрахса ҫунтарса ярасран хӑраса, эпӗ вӑл кӗнекесем ҫинчен шухӑшласшӑн марччӗ.

Книги закройщицы казались страшно дорогими, и, боясь, что старая хозяйка сожжёт их в печи, я старался не думать об этих книгах.

IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Телейлӗ ҫав Володя, вӑл ҫавна пӗтӗмпех итлеме те, ӑнланма та пултарать, ӳкерчӗксене те кашни кун курать, Володьӑпа юлташланни Ильясшӑн темле хаклӑн туйӑна пуҫларӗ.

Счастлив Володя: он может все понять и прочитать, и картинки каждый день смотрит, дружба с Володей показалась Ильясу тоже большим счастьем…

XIII. Тимӗр хӗрсе шӑранать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Анчах эсӗ телейсӗр пултӑн, ҫавӑнпа та эпӗ сан вырӑнна хам телейсӗр пулма килӗшрӗм, эп ҫапла тунине эсӗ хӑҫан та пулин хака хурӑн, терӗм, хӑҫан та пулин манӑн нимӗне пӑхӑнман ачашлӑха хаклӑн, тесе шутларӑм.

Но ты был несчастлив, и я пожертвовала собою, надеясь, что когда-нибудь ты оценишь мою жертву, что когда-нибудь ты поймешь мою глубокую нежность, не зависящую ни от каких условий.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех