Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хакламаннине (тĕпĕ: хакла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мишӑн пичӗ-куҫӗпе ӳт-пӗвӗ вӑл кунта пулӑ тытассине пачах та хакламаннине палӑртаҫҫӗ.

Лицо и вся Мишина фигура изображают крайнюю степень презрения.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Эпӗ ӑна нимӗн чухлӗ те хакламаннине тата ун патне уйрӑмах илешменнине кӑтартма май килсе тухасса кӑна кӗтрӗм.

Я ждал только случая, чтобы показать ему, что нисколько не дорожу его обществом и не имею к нему никакой особенной привязанности.

XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑйӗн ӗмӗр тӑршшинче мӗн пухнине хӑй таврари ҫынсем хакламаннине, пӗчӗк Дуняшка та пулин унӑн пӗтӗм пуянлӑхне пластмассӑран тунӑ щёткӑпа улӑштарма хатӗррине курса ӗненсен, Степанида тунсӑхлама пуҫланӑ.

Когда Степанида убедилась, что все накопленное в течение ее жизни не имеет цены в глазах окружающих и что даже маленькая Дуняшка предпочитает всему ее великолепию пластмассовую зубную щетку, она затосковала.

6. Виҫҫӗмӗш хӑвӑртлӑхпа // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫутҫанталӑка каҫса кайсах юратаканскерӗн, таврари колхозсенче ҫӗре хакламаннине вуншар ҫул курса, унӑн чӗри суранланнӑ.

У человека, который так сильно любил природу, и десятки лет смотрел на то, как в окрестностях колхоза не ценили землю, изнывало сердце.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Хӑшӗ-пӗри, хӑйӗн вӑйне тӗрӗс хакламаннине пула, палӑртса хунӑ проекта пурнӑҫлаймарӗ.

Кто-то не рассчитал свои силы и не смог реализовать заявленный проект.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех