Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хакламалла (тĕпĕ: хакла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кирек ӑҫта та ҫын ӗҫне чи малтан ҫакна курса-виҫсе хакламалла.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Турунов ӗҫне икӗ енчен пӑхса хакламалла, — тетӗп эпӗ, — производство енчен, тата — мораль енчен.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Нарспие кӑна-и, колхозсем йӗркеленнӗ тапхӑр ҫинчен ҫырнӑ хӑш-пӗр япаласене те ҫӗнӗлле хакламалла.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Министр шухӑшӗпе, ГТО - ятарласа палӑртнӑ тӗллев мар, унӑн тӗрӗслевӗ витӗр тухса ҫынсен хӑйсен пултарулӑхне хакламалла, ҫапла вара физкультурӑпа туслашса харпӑрхӑй сывлӑхӗшӗн тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Аванах пулса тухрӗ-ши — санӑн хакламалла

Тебе судить, хорошо ли вышло.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сирӗн ӗҫ-пуҫа мӗнле хакламалла?

Как относиться к вашим действиям.

XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫавӑнпа та манӑн сирӗн ҫӗнтерӗвӗре тивӗҫлипех хакламалла.

И я должна увенчать ваш триумф.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Халӗ манӑн тӳлев виҫине пӗлмелле, ҫавӑн пекех, вӑхӑт пур тӑк, хамӑн каютӑна тӗпчесе хакламалла.

Итак, я захотел узнать размер платы, а также, если есть время, взглянуть на свою каюту.

IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хӗрӳллӗ ҫак туртӑма, ахӑртнех, ҫапла хакламалла: авӑклӑх хӑтлану хӑвачӗ.

Вероятно, страсть эта может быть названа так: могущество жеста.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Сногден ӗҫӗсем ҫак калав йӗрӗнче вӑл аталанса пынӑ май уҫӑмланаҫҫӗ, ҫавӑнпа та халӗ Давенант лару-тӑрӑвне тимлӗн хакламалла тата унӑн пурнӑҫне вӑл Баркета каласа панинчен ытларах тӗпчемелле.

Дела и заботы Сногдена обнаружатся на линии этого рассказа по мере его развития, а потому внимание должно быть направлено к Давенанту и коснуться его жизни глубже, чем он сам рассказал Баркету.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Калатӑр-ха вӑл: ҫын лотерейӑна выляса илнине мӗнле хакламалла?

 — Пусть он скажет, как считать, если человек выиграл в лотерею?

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Тӳресен ҫапла хакламалла мар пек те… — терӗ Тортон.

— Я не знал, что судьи пристрастны! — сказал Тортон.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Хӑйне хӑй ҫав тери юратаканскер, хӑюллӑ та ӑнтӑлуллӑскер — тахҫанах хӑнӑхнӑ: вӑл мӗн тунине вӑрҫӑра тӑшман тӑшманпа хутшӑннӑ чухнехилле хакламалла.

Человек крайне самолюбивый, бесстрашный и стремительный, он привык, чтобы с ним и его поступками враги считались так же, как с неприятелем на войне.

IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Ҫавӑнпа та, хамӑр правительство награда панӑ кашни ҫыннӑн, ҫак наградӑна аслӑ парти, тӗнчери лайӑхран та лайӑх правительствӑпа унӑн тӗлӗнмелле чаплӑ халӑхӗ шанса панӑ награда вырӑнне хурса, чыслӑн хакламалла.

И поэтому каждый человек, которого наше правительство отметило наградой, должен ценить ее, как доверие великой партии и ее вождя, как доверие наилучшего правительства и чудесного нашего народа.

Совет Союзӗн Геройӗ ятне памалла тунӑ хыҫҫӑн // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

— Хӑвна мӗнле хакламалла мар-ха?

— Как же собою не дорожить?

XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Чи малтан ҫавӑншӑн хакламалла мар-и-ха пирӗн председателе?

А не за такие ли достоинства мы прежде всего должны ценить председателя?

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн хамӑр тӑван чӗлхене нихӑҫанхи пек та хакламалла, ҫавӑн пекех пирӗн чӗлхе тӗрлӗлӗхшӗн кар тӑмалла, мӗншӗн тесен нумай енлӗх, кӑткӑслӑх кирек мӗнле тытӑм чӗрӗлӗхӗн тӗп факторӗ пулса тӑрать!

И мы сегодня как никогда должны ценить свой родной язык, а также выступать за языковое многообразие, ибо многообразие является важным фактором жизнедеятельности любой системы!

«Хавал» тӑван чӗлхе кунӗ ячӗпе саламлани // Хавал. https://vk.com/wall-12972450_14737?w=wal ... 2450_14737

Хатӗрленме вӑхӑт сахал пирки кашни минутах хакламалла пулнӑ, ҫавӑнпа та пурне те ҫынсем ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче ҫеҫ чӑтса ирттерме пултаракан хӑвӑртлӑхпа турӗҫ.

Времени для подготовки к атаке было мало, приходилось дорожить каждой минутой, и поэтому все делалось с той предельной напряженностью, какую выносят люди только в боевой обстановке.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унтан вара унӑн пӗтӗм ӗҫне «ӗҫ воспитанине парас идейӑна вӑл арпаштарса пырать» тесе хакламалла.

Во-вторых, его деятельность будет оценена как «вульгаризация идеи трудового воспитания».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Паянхи куҫпа легендарлӑ /хавхаллӑ/ самана тесех хакламалла вӑл тапхӑра.

Современным взглядом этот период можно оценить как легендарная (подъемная) эпоха.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех