Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаклама (тĕпĕ: хакла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑвашсем хӑйсен историйӗн чи тертлӗ тапхӑрӗсенче те тумне хаклама пӗлнӗ, ӑна аталантарма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ку чухнехи художник тӗрӗ несӗлӗпе пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшать, ал ӗҫ ӑсталӑхне, чӑн материалсене хаклама пӗлет.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Нина Васильевнӑна хаклама нимӗнле сӑмах та тупаймастӑп пулӗ, юлташӑм.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Роман ҫапла вӗҫленет: кӗвӗҫӳ туйӑмне пула Фаришта, унӑн ҫулҫӳревӗсене шизофренин ҫивӗчленнӗ эпизочӗсем пек хаклама май пур, Аллилуйя альпинисткӑна вӗлерет, кайран хӑйӗн ҫине алӑ хурать.

Роман заканчивается тем, что Фаришта, путешествия которого можно рассматривать в качестве эпизодов обострения шизофрении, в приступе ревности убивает альпинистку Аллилуйю, а потом совершает самоубийство.

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

1906 ҫултан пуҫласа 1921 ҫулччен ҫырнӑскере Томас Маннӑн «Будденброксем» романа евӗрленӗ ӗҫ пек хаклама пулать.

Написанная в период с 1906 по 1921 год это своего рода параллель романа «Будденброки» Томаса Манна.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Ҫитӗнекен ӑру пӗчӗкренех ҫӗр ӗҫченӗн ӗҫне хаклама вӗрентӗр тесе ачасемпе ҫуллахи кунсенче техника паркне, комбайнсем ӗҫлекен уй-хире ҫитсе килетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Кӑмӑл пуррисем пирӗн тӑрӑхра ҫитӗнтернӗ ял хуҫалӑх продукцийӗпе паллашма, халӑх промыслӗн ӗҫӗсене хаклама пултарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин кунӗ пулать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%87%d3%9 ... %82%d1%8c/

Апла пулин те корольпе, суя чап-мухтава сӑхланаканпа, хӑйне шутсӑр ӗҫлӗ ҫын тесе шутлаканпа е ӗҫкӗҫпе танлаштарсан ӑна пачах та пуш-пушах тесе хаклама ҫук.

Но он не так нелеп, как король, честолюбец, делец и пьяница.

XIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кашни ачан пурнӑҫӗнче педагог рольне хаклама ҫук.

Роль педагога в жизни каждого ребенка неоценима.

Учитель кунӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... un-3466575

Пирӗн, аслисен, вӗсене пулӑшса, ҫул кӑтартса пымалла, шухӑшӗсене хаклама пултармалла.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Анчах ҫапах та эпӗ хам пурӑнса ирттернӗ ҫулсене сан пек икӗ сӑмахпа кӑна — «культ личности» тенипе кӑна хаклама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен вӑл ҫулсенче ҫынсем паттӑр ӗҫсем нумай тунӑ, мӗншӗн тесен миллионшар ҫынсем, вӗсем хушшинче эпӗ те, хамӑр тӑвакан ӗҫсем таса та чаплӑ тесе ӗненнӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах Павлик Морозовпа пулса иртнӗ историе тивӗҫлипе хаклама пӗлес пулать.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Эпир мӗн тунине хаклама тата ырӑ сӗнӳсем пама аслӑ ӑру ҫыннисем те хирӗҫ пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Анчах вӗрентекен чун-чӗрин тасалӑхӗпе ырӑ кӑмӑлне, вӑл кирек кампа та пӗр чӗлхе тупса ӑшпиллӗ калаҫу йӗркелеме пултарнине, ҫакна кура ял-йыш умӗнче те ятлӑ-сумлӑ пулнине курса хаклама ун чухне ӑс-тӑн ҫитейменех-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Унта ҫӗршыври сӑра пӗҫерекен 17 предприяти хутшӑнӗ — кӑпӑклӑ шӗвекӗн чи лайӑх сорчӗсене астивсе хаклама май пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Общественноҫпа ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалистсен: пресс-секретарьсен, маркетологсен, бренд-менеджерсен, социаллӑ сетьсене тытса пыракан специалистсен нумай пин ҫынлӑ пӗрлӗхӗн представителӗсенчен кашниех хаклама май ҫук пысӑк ӗҫ пурнӑҫлать.

Каждый из вас – представителей многотысячного профессионального сообщества специалистов по связям с общественностью: пресс-секретарей, маркетологов, бренд-менеджеров, специалистов по ведению социальных сетей – выполняет неоценимую работу.

Олег Николаев Общественноҫпа ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалист кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/28/ole ... lista-po-s

— Аслӑ ҫулхисемпе ӗҫлени хамшӑн та питӗ усӑллӑ пулчӗ — пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрусенчен ҫӑмӑллӑнрах тухма, яваплӑхлӑ пулма, ҫынсене лайӑхрах ӑнланма, кашни куна хаклама вӗрентрӗ, — тет вашават хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Унӑн произведенийӗсем пурнӑҫа хаклама вӗрентеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Ӑнланмалла ӗнтӗ: 300 ҫын кӑна пулнине массӑллӑ протест тесе хаклама ниепле те май ҫук — вӗсене вара, паллах, шӑпах «масса» кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Улталаймарӗҫ. Улталаймӗҫ // Николай АНТОНОВ. http://alikovopress.ru/ultalajmarec.-ult ... ajmec.html

Хӑй те, типтерлӗхе хаклама хӑнӑхнӑскер, ывӑл-хӗрне нихӑҫан та япӑх ҫӳретмен.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ачисенчен ыррине кӗтет // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-ach ... ketet.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех