Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хавхалантарасси (тĕпĕ: хавхалантар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир укҫа-тенкӗ хывассине хӳтӗлесси тата уншӑн хавхалантарасси ҫинчен тунӑ офсетлӑ контрактсемпе килӗшӳсене тӗпе хурса инвестици проекчӗсене пурнӑҫламалли тулли право никӗсне йӗркелерӗмӗр, анчах та хальлӗхе проектсем ҫук-ха.

Мы создали необходимую правовую основу реализации инвестиционных проектов на основе офсетных контрактов и соглашений о защите и поощрении капиталовложений, но проектов пока нет.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хӑйӗн «Ҫыравҫӑ пирки аллегори», «Ӳнер пирки тӗтреллӗ шухӑшсем», ҫавӑн пекех «Ӳнер тата вӑрҫӑ» статйисенче вӑл ӳнерӗн тӗллевӗ пурнӑҫпа хавхалантарасси тата ӳнер обществӑна палӑртасси пулса тӑрать тесе шутланӑ.

Целью искусства, про что он говорил в своих статьях «Аллегория о писателе», «Туманные мысли об искусстве», а также «Искусство и война», он считал общественное назначение искусства и вдохновение жизнью.

Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8

Ун тӗллевӗ — халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарасси, ҫынсене спорта ытларах явӑҫтарасси.

Куҫарса пулӑш

Уяв хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%83%d1%8 ... %bd%d3%97/

Офсет контракчӗсем, укҫа-тенкӗ хывассине хӳтӗлесси тата хавхалантарасси ҫинчен калакан килӗшӳсем тӑвас ӗҫе пуҫлани те пӗлтерӗшлӗ.

Важно также начать процесс заключения офсетных контрактов, соглашений о защите и поощрении капиталовложений.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Вӗсенче ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене тӗллевлӗ пулӑшасси, проектсемпе хавхалантарасси тӗп вырӑн йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Аталану ҫулне Комсомольскисемпе пӗрле тишкернӗ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bb%d0%b5/

— 2017 ҫулта Канаш районӗнчи пӗр ача сачӗн заведующийӗ садикра ӗҫлекене хавхалантарасси пирки приказ кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Следстви комитечӗ 11 ҫул тултарать // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%81%d0% ... %82%d1%8c/

Сирӗн тӗллев – ӑна ҫитӗнӳсем тума хавхалантарасси.

Ваша задача - вдохновлять его на подвиги, а не досаждать нравоучениями.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫе лайӑхлатас тӗллевпе федерацин преступлени тӑвассипе, ҫав шутра коррупципе кӗрешес ӗҫе хастар хутшӑнакан граждансене укҫан хавхалантарасси ҫинчен калакан саккунне йышӑнни вырӑнлӑ пулмалла тесе шухӑшлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Студентсене уҫӑ программӑсенче хутшӑнма хавхалантарасси.

Мотивировать студентов принимать участие в разработке открытого программного обеспечения.

Кодӑн кашни йӗркипе тӗнчене лайӑхлатма пулӑш! // Google. https://github.com/ftyers/gsoc-flyers/bl ... er.chv.odt

Кӑҫал республика «Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительствин аталанӑвӗн программисене хавхалантарасси» программӑна хутшӑнать.

В этом году республика включится в программу «Стимулирование программ развития жилищного строительства субъектов Российской Федерации».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Тепӗр тесен ача вӑхӑта компьютерсӑрах кӑсӑклӑ ирттертӗр тесе аслисенчен чылайӑшӗ хӑй енчен пуҫару тумасть: пӗрле тӗрлӗ вӑйӑ вылясси, кӗнеке чылай вуланӑшӑн е хуҫалӑхри пӗр-пӗр ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑшӑн хавхалантарасси пуҫа та кӗмест.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Республика Правительстви тытса пыракан политика тӗллевӗ — инноваци процесӗсене пуҫарасси, хавхалантарасси, пурнӑҫпа ӗҫ-хӗлӗн мӗнпур сферинче инновацисене ҫул парасси. Чӑваш Ен «Инноваци ӗҫ-хӗлӗ» индекс кӑтартӑвӗпе Раҫҫейри субъектсен рейтингӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑнать», — тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пултарулӑх союзӗсен /писательсен, художниксен, архитекторсен, композиторсен тата ыттисен те/ тӗп тӗллевӗсем пурин те пӗрешкел — пӗр ӗмӗт-шухӑшпа пурӑнакансен ӗҫ-хӗлне лайӑхлатасси, йывӑрлӑха лекнӗ ӗҫтешсене пулӑшасси, ҫамрӑксене ӑсталӑха ӳстерме хавхалантарасси...

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫамрӑксене наука тата тӗпчев ӗҫне явӑҫтарас тӗллевпе ҫулсерен 200 ытла тӗрлӗ ӑслӑлӑх мероприятийӗ пулса иртет, талантлӑ яш-кӗрӗме ҫамрӑксен республика премийӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Премийӗсене, пултарулӑхри ӑнтӑлушӑн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендийӗсене парса хавхалантарасси ырӑ йӑлана кӗнӗ.

В целях привлечения молодежи к научной и исследовательской деятельности ежегодно проводится более 200 различных научных мероприятий, присуждаются республиканские молодежные премии, премии Президента Российской Федерации для поддержки талантливой молодежи, стипендии Главы Чувашской Республики за особую творческую устремленность.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2703196

Шупашкар хула администрацийӗпе Хӗрарӑмсен канашӗ пуҫарнипе йӗркелекен конкурс тӗллевӗ - ӗҫре, килте, обществӑра ҫаврӑнӑҫулӑхне, илӗртӳлӗхне, пултарулӑхне кӑтартакан хӗрарӑмсемпе мӑнаҫланасси, вӗсене хавхалантарасси.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ, илӗртӳллӗ // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Промышленноҫ производствин калӑпӑшӗсене ӳстерес ӗҫе малалла хавхалантарасси, малта пыракан технологисемпе оборудование ӗҫе кӗртесси, пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесси пирӗн экономика политикин чи ҫывӑх ҫулсенчи тӗп тӗллевӗсем пулса тӑраҫҫӗ.

Дальнейшее стимулирование увеличения объемов промышленного производства, внедрение передовых технологий и оборудования, создание высокопроизводительных рабочих мест останутся приоритетными задачами нашей экономической политики на ближайшие годы.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех