Шырав
Шырав ĕçĕ:
хавхаланас (тĕпĕ: хавхалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унра ӳкерес туртӑм та, сӑвӑ ҫырас ӑнтӑлу та, мӗне те пулин кӑмӑлласа пӑрахнипе хавхаланас ытти аппалану та ҫук; хӑйсемпе мӗн тумаллине пӗлмен кӑткӑс чӗрӗ чунсене калӑпласа ывӑннӑран — ҫут ҫанталӑк хаш сывласа ҫапла каланӑ тейӗн: «Вӑл ахаль хӗр кӑна пултӑр».
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ҫавӑнпа вӑл урӑх пӗр сӑмах та хушмарӗ, хӑйӗн сухалӗсемпе тусана шӑлса пӑрахнӑ пек туса, силлентерсе илчӗ те хавхаланас ӗҫсенчен инҫетерех, таҫта пӗр пӗччен шӑтӑка кӗрсе кайрӗ.
Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Вӑл хӑйне мӗн ҫамрӑкранах шӑпи пӳрнӗ чаплӑ вырӑна йышӑнма хатӗрленнӗ пек тытнӑ; ҫавӑнпа хӑйӗн чапа юратакан тулӑх пурнӑҫӗнче ытти ҫынсенни пекех ӑнӑҫсӑрлӑхсем, ӗмӗт татӑлнисем тата кӳренмеллисем тӗл пулкаланӑ пулин те, хӑйӗн яланхи лӑпкӑ кӑмӑлне те, чаплӑ шухӑшсемпе хавхаланас йӑлине те, тӗне ӗненессипе хӑйне епле тыткалассин тӗп йӗркисене те улӑштарман; ӑна пурте хисеплесси вӑл чаплӑ вырӑн йышӑннинчен ҫеҫ мар, нимрен ытларах вӑл йӗркелӗхе юратнинчен тата ҫирӗплӗхӗнчен килнӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каллех манӑн ҫӗмӗрес, пӑхӑнтарас, урса кайса хавхаланас килчӗ.Опять я испытал эту потребность разрушения, насилия и восторга бешенства.
XXVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Страницăсем:
- 1