Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

флочӗн (тĕпĕ: флот) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн пурнӑҫӗн иккӗмӗш тапхӑрне вӑл, Балти флочӗн вӑтӑр ҫулхи аслӑ матросӗ, Хӗллехи Двореца штурмланӑ чух пуҫласа янӑ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

1722 ҫулта ӑна парламент депутатне суйланӑ, акӑлчан флочӗн карапӗсем ҫинче ҫар морякӗсен, ҫавӑн пекех кивҫене кӗнине пула тӗрмене лекнисен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатассишӗн тӑрӑшнӑ, ҫав вӑхӑтрах Англири укҫасӑр ҫынсемпе континентри Европӑрӑ хӗсекен протестантсене куҫарса Ҫурҫӗр Америка континенчӗ ҫинче ҫӗнӗ колонисене никӗслес шухӑша аталантарасшӑн пулнӑ.

В 1722 году был избран депутатом парламента, выступал за улучшение условий жизни военных моряков на кораблях английского флота, а также заключённых долговых тюрем, одновременно активно продвигая идею основания на североамериканском континенте новых колоний, которые можно было бы населить неплатёжеспособным населением Англии и угнетаемыми протестантами из континентальной Европы.

Джеймс Оглторп // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%80%D0%BF

Мигель вӗсене пӑхӑнтарма экспедици ҫарӗсене янӑ та, утраври хирӗҫ тӑракансене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Жозе Травассос Вальдез кӗпӗрнаттӑрӑн вара Патша флочӗн хӳттипе усӑ курса Англие тарма тивнӗ.

Мигель послал экспедиционные войска, и сопротивление острова было сломлено, а губернатор Жозе Травассос Вальдез был вынужден бежать в Англию под защитой Королевского флота.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Тинӗс ҫар флочӗн кунне Асхва ялӗнче службӑна ҫар карапӗ ҫинче ирттернӗ моряксем кӑна мар, ачасем те чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уявра ачасене катерпа ярӑнтарнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/%d1%83%d1% ... 80%d0%bda/

Чӑваш Еншӗн - карапсем тунӑ паллӑ ӑсчахӑн Алексей Крыловӑн, кун-ҫулне тинӗс ҫар вӑйӗсемпе ҫыхӑнтарнӑ ытти вун-вун ентешӗн тӑван ҫӗрӗшӗн - Тинӗс ҫар флочӗн кунӗ уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

В Чувашии, родине выдающегося учёного-кораблестроителя Алексея Крылова, а также многих тех, кто связал свою жизнь с военно-морскими силами, День Военно-морского флота имеет особое значение.

Олег Николаев Тинӗс ҫар флочӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/30/ole ... o-morskogo

Ку уяв - пирӗн Тӑван ҫӗршыв интересӗсене тинӗсре виҫӗ ӗмӗр ытла шанчӑклӑ хӳтӗлекен Раҫҫей флочӗн вӑйне тата хӑватне кӑтартаканскер.

Этот праздник символизирует мощь и силу российского флота, который уже более трех веков защищает интересы нашей Родины на морских просторах.

Олег Николаев Тинӗс ҫар флочӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/30/ole ... o-morskogo

Сире Тинӗс ҫар флочӗн кунӗпе саламлатӑп!

Поздравляю вас с профессиональным праздником – Днем Военно-морского флота!

Олег Николаев Тинӗс ҫар флочӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/30/ole ... o-morskogo

Сире Тинӗс тата юхан шыв флочӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Поздравляю вас с Днем работников морского и речного флота!

Олег Николаев Тинӗс тата юхан шыв флочӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/02/ole ... ikov-morsk

Пограничниксен, Тинӗс-ҫар флочӗн ветеранӗсен ячӗпе Геннадий Филипповпа Евгений Орешкин сӑмах илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пуҫтарӑнса паллӑ турӗҫ // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%bf%d3%9 ... %97%d2%ab/

Аэростата, Тинӗс-ҫар флочӗн районти пӗрлӗхӗн ертӳҫи Андрей Головин тӑратнӑ шыв айӗнчи карапӑн тата Пӗрремӗш Петӗр патша чертежӗпе хатӗрленӗ парус макечӗсене, десант ҫар машинине тата ытти техникӑна сӑнама питӗ кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Патриотсем пуртан ҫӗршыв тӗреклӗ // Е.ГЕННАДЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

Июлӗн 31-мӗшӗнче вара, Тинӗс-ҫар флочӗн кунӗнче, пирӗн ҫамрӑк моряксем Вӑрнарти тӗп площадьри уявра хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Пӗлтӗр, акӑ, Санарпуҫ шкулӗнче Виктор Сидюхин ячӗпе хисепленекен кадет-тинӗс класне уҫрӑмӑр, торжествӑлла лару-тӑрура вӗсене Тинӗс-ҫар флочӗн тата хӑйсен уйрӑм ялавӗсене, значокӗсене патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тӗллевпе пӗрлешсе // Ярослав НИКИФОРОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11657-p- ... -p-rleshse

Хальхинче унта 1-2 классенче ирттермелли «Атом ледоколӗсен флочӗ. Ҫурҫӗр тинӗс флочӗн аталанӑвӗ» темӑпа чӑвашла материал хатӗрленӗ.

На этот раз подготовлен чувашский материал по теме «Флот атомных ледоколов. Развитие Северного морского флота» для проведения в 1-2 классах.

«Чи пӗлтерӗшли ҫинчен калаҫатпӑр» проект чӑвашла аталанать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33292.html

Унтан Хуруйсем пурте пӗрле тинӗс, патриотизм, паттӑрлӑх темипе юрӑсем шӑрантарчӗҫ, Тинӗс Ҫар Флочӗн ветеранӗсем ӑмӑртусем ирттерсе хӑйсен хастарлӑхне тӗрӗслерӗҫ, кайран вара пурте пӗрле сӑн ӳкерттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Уява килнисен умӗнче Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ — райадминистраци ӗҫӗсен управленийӗн управляющийӗ В.Александров, Вӑрмар хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Петров тата унӑн заместителӗ А.Егоров, Тинӗс Ҫар Флочӗн ветеранӗ В.Николаев, «Свободный поиск» ҫарпа патриотизм шырав пӗрлешӗвӗн руководителӗ, тинӗс пехотин подполковникӗ А.Жилов тата ыттисем те тухса калаҫрӗҫ, уяв ячӗпе саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Уяв ырӑ хыпарпа малалла тӑсӑлчӗ: Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗн депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсем, «Единая Россия» политика партийӗн вырӑнти уйрӑмӗ пуҫарнипе Тинӗс Ҫар Флочӗн майорне Анатолий Григорьевич Воронина «Хуруй ялӗн Хисеплӗ гражданинӗ» ят пама йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Ырӑ ӗҫе пуҫараканӗ — Тинӗс Ҫар Флочӗн майорӗ, Хуруй ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Анатолий Григорьевич Воронин.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Тинӗс Ҫар Флочӗн ветеранӗсем тата ҫак ялта пурӑнакан ытти ҫынсем палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне ялти тӗп урамра, моряк-салтаксене тата тинӗс пехотинецӗсене халалланӑ мемориал умӗнче туслӑн пухӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Июлӗн юлашки вырсарникунӗнче Вӑрмар поселокӗнче, ҫавӑн пекех районти кашни ял тӑрӑхӗнчех Тинӗс Ҫар Флочӗн кунне анлӑ паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Чӑваш Республики Балти флочӗн ҫар чаҫӗсемпе социаллӑ пурнӑҫ, культура, ҫарпа патриотизм сферисенче тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлес енӗпе тунӑ килӗшӳсене пурнӑҫласа шефа илнӗ карапсем ҫинче пирӗн делегацисем, Чӑваш Енӗн пултарулӑх коллективӗсем пулаҫҫӗ.

В рамках соглашений о сотрудничестве в социальной, культурной и военно-патриотической сферах между Чувашской Республикой и войсковыми частями Балтийского флота организованы выезды делегаций, творческих коллективов Чувашии на подшефные корабли –

Олег Николаев Тинӗс-ҫар флочӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/07/31/ole ... o-morskogo

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех