Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫӑлсах (тĕпĕ: уҫӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ тапакна ытларах илсе кай, — ҫурӑм хыҫӗнче илтӗнчӗ унӑн ыйхӑ тӗлӗшпе уҫӑлсах ҫитеймен сасси.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла чунӗ уҫӑлсах кайрӗ ун.

Куҫарса пулӑш

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӑл уҫӑлсах ҫитнӗччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫак шӑплӑхра хушӑран хушӑ ҫеҫ ҫерем ҫинче амӑшӗ апат тупса парасса кӗтсе ларакан курак чӗпписем, ҫунаттисене сарса, уҫӑлсах ҫитмен сассисемпе хӑрушшӑн хурахлатса кӑшкӑрса яраҫҫӗ, унтан темскер тупнӑ амӑшне хирӗҫ ынатланса сиксе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Унтан ман ҫине евӗккӗн куҫ ывӑтса, уҫӑлсах кайса, аллине тӑсрӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хула хӗвелпе ӗҫе «ҫанӑ тавӑрнӑ» пулин те, «м-м-м-м» ӑмлатӑвӗ хавшак, уҫӑлсах ҫитеймен.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ҫакӑ пулчӗ-ши унӑн «уҫӑлсах ҫитеймен, тӗнче хӗрринеллех вӗҫсе ҫитеймен куҫне уҫтараканни» — хулара хӑйне тата юлташне шӗвӗртсе, тӑм шӑхличӗ тыттарса янӑ чикан майрисем тинех ун куҫӗ умне пӗртте курӑнми вӑйсемпе вӑйланнӑ асамҫӑсем пек мар, пӳтсӗр, чее пуҫҫавӑрмӑшсем, чӑн-чӑн ултавҫӑсем, вӑрӑ-хурахсем пек тухса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сахар каллех лаши ҫинчен анчӗ, шӑхӑра-шӑхӑра лашине ҫӑл шывӗ ӗҫтерчӗ, хӑй те ывӑҫласа ӗҫрӗ — ҫак шӑрӑх ҫанталӑкра унӑн чунӗ уҫӑлсах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ман вара чун уҫӑлсах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ хӑна килсен // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 76–79 с.

Ҫапах чупма чарӑнмарӗ-ха, айккинелле пӑрӑна-пӑрӑна, тӗттӗм уҫӑлсах ҫитейменнипе усӑ курса, тарса ҫухалма ӗмӗтленчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫне уҫрӗ те пӳртри уҫӑлсах ҫитеймен сӗмлӗхре питне сухал пусса илнӗ пӗр арҫын ӑна шӑтарасла пӑхса тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗлӗтсӗр шурӑмпуҫ ҫутти сарӑлсах, уҫӑлсах пырать, Буденный ун ҫине шиклӗн пӑхкаласа илет: — Bacxapaxl — тет вӑл.

Ширился, яснел свет безоблачной зари, — с тревогой на нее посматривал Буденный: — Прибавь!

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Сасартӑк унӑн пуҫӗ ыратма чарӑннӑ, шухӑшӗсем уҫӑлсах кайнӑ.

Голова его сразу перестала болеть, и мысли прояснились.

VII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Курӑн: таврӑнатех вӑл сан пата, таврӑнатех, — ӗнентӗр, сӑмах вылятни вырӑнне ан карттӑр, тесе, уҫӑлсах пуплешрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӗлхи уҫӑлсах ҫитеймен хӑйӗн, «каяр» вырӑнне «каял» тенӗ евӗрлӗрех илтӗнчӗ.

Язык его еще плохо слушался, и вместо «пошли» получилось «посли».

1 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Ыйӑхран уҫӑлсах ҫитмен Анюта ачашланать, тутисене чалӑштаркалать.

Не совсем проснувшаяся Анечка хмурилась, кривила губы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Типсе кайнӑ ҫӑварӗ унӑн уҫӑлсах тӑрать, аран-аран хӑрӑлтаткаласа сывлать вӑл; тӑхлан тӗслӗрех кӑвак куҫӗсене чарса пӑрахнӑ, пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса чӑмӑртаннӑ ҫивитти айӗнчен бинтпа чӗркесе пӗтернӗ сылтӑм аллин юлашки курӑнса выртать.

Сухой открытый рот с трудом выпускает хрипящее дыхание; голубые оловянные глаза закачены кверху, и из-под сбившегося одеяла высунут остаток правой руки, обвернутый бинтами.

Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

— И-и, ун пек шутлама юрать-и, — ҫӗкленерех каларӗ Улька амӑшӗ, — кассан — турпас, тетпӗр, калаҫсан — сӑмах, халь ак, итлес мар-итлес мар тенӗ ҫӗртен сирӗн сӑмахӑр ман хӑлхана кӗчӗ те — айӑп тумӑр-ши мана эсир ҫавӑншӑн? — чӗрем уҫӑлсах кайрӗ.

— И-и, нешто можно такое подумать, эдак можно бог знает до чего договориться, не зря говорят: лес рубят — щепки летят, разговор ведут — слова вылетают да в уши залетают, вот услыхала я сейчас ваши слова, и — только не сердись на меня — душа так и запела.

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Инҫех мар, симӗс курӑк ӑшӗнче, лапсӑркка йывӑҫсен сулхӑнӗнче ҫӗр айӗнчен тапса тухакан, кӑпӑкланса шӑнкӑртатса выртакан сивӗ шывпа пит-куҫсене, алӑсене ҫусан уҫӑлсах кайрӑмӑр.

Невдалеке, в траве, под прохладной тенью деревьев, я обнаружил родник с холодной, пенящейся водой, которой мы освежили лицо и руки.

XLIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Сывлӑшра темӗн пысӑкӑш пӑхӑр труба юрланӑ пек, унӑн юрри ҫынсене вӑратнӑ пек туйӑнчӗ, вӑл пӗр кӑкӑр та ҫапӑҫӑва тухма хатӗр тӑрас кӑмӑл, тепринче уҫӑлсах ҫитмен савӑнӑҫ, темле ҫӗнӗ япала пулассине шанас кӑмӑл ҫуратрӗ, лере — пӑлханчӑк шанчӑксене хускатса ҫӗклерӗ кунта — нумай ҫулсем хушши пухӑнса пынӑ тарӑхӑвӑн хаяр юхӑмне ирӗке тухса кайма ҫул уҫса пачӗ.

Казалось, в воздухе поет огромная медная труба, поет и будит людей, вызывая в одной груди готовность к бою, в другой — неясную радость, предчувствие чего-то нового, жгучее любопытство, там — возбуждая смутный трепет надежд, здесь — открывая выход едкому потоку годами накопленной злобы.

XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех