Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫӑлмалла (тĕпĕ: уҫӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫал Тутар Шурутӗнче ФАП хута кайрӗ, ҫывӑх вӑхӑтра Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗнче уҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Те уҫӑлмалла, те укҫа кӑштах перекетлес тесе, общежитие ҫурранах утнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Кӗҫех унта писательсен съезчӗ уҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Чӳк уйӑхӗнче ҫулӑн республика урлӑ иртекен 6-7-мӗш тапхӑрӗсене хута ямалла, ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле вара Мускав — Хусан маршрутпа ҫул ҫӳрев уҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

— Сентябрьте Кӗрхи выставка уҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ӗҫе вырнаҫмалла-и е психолог пулӑшӑвӗ кирлӗ-и – центр алӑкӗ ҫулла уҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ центр уҫӑлать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=xzocffQGoZA

Шупашкарта кӗҫех патшалӑх фончӗн «Ҫӗршыв хӳтӗлевҫи» филиалӗ уҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

Ятарлӑ центр уҫӑлать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=xzocffQGoZA

Кӗҫех кунта инженери центрӗ уҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

«АБАТ» промышленность технопаркӗ уҫӑлма хатӗрленет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=iSGglSppTqo

Кану лагерӗнчи 1-мӗш смена ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчех уҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвне йӗркелемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60520

Олимп резервӗн 3-мӗш спорт шкулӗ тӗп юсав ӗҫӗсем хыҫҫӑн уҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

Республика кунӗ кӗҫех ҫитет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60627

Пӑспа ӗҫлекен ҫӗнӗ хуран килсен какая тирпейлекен цех уҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

«Чӑваш бройлерӗ» ӗҫлеме пуҫларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60645

2022 ҫулта юсав пуҫланӑ 18 шкулта кӑҫал алӑксем ҫӗнӗрен уҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗрисем алӑк уҫаҫҫӗ, теприсем... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60661

Каҫӗ лӑпкӑччӗ, нимӗнле шӑв-шав та илтӗнместчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ, уҫӑлмалла тесе, хирелле тухсаттӑм.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑш-пӗр пушӑ вӑхӑтсенче ачасемпе пӗрле уҫӑлмалла кӑна ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Уҫӑлмалла тухса, кӑштах вутӑ ҫуртӑм, — терӗ вӑл, шап-шурӑ шӑлӗсене кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӑҫал тӑватӑ шкулта «Точка роста» центрсем уҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

Юсав ӗҫӗсем - тимлӗхрех // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11108-yu ... iml-khrekh

Уҫӑлмалла пырса кур пӗрре.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Уҫӑлмалла хам ялсене ҫитсе килес ак».

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тин касса килнӗ милӗкпе чун килениччен ҫапӑнчӗ думнӑй дворянин, мунча хыҫҫӑн вара уҫӑлмалла хула курма тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫывӑх вӑхӑтра районта ҫӗнелнӗ медицина объекчӗсем тата та уҫӑлмалла.

Куҫарса пулӑш

Тӗплӗ юсав - аталану палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11797-t- ... lanu-palli

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех