Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫӑлма (тĕпĕ: уҫӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Петр Петрович ҫак пӗлтерӗве вырсарникун хулана уҫӑлма тухсан вуланӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Суран уҫӑлма пултарать, тет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ниҫта ларма-тӑма вырӑн тупайманнипе вӑл уҫӑлма тесе картишнелле тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малтанах вӑл Ҫтаппан кунта шыва кӗрсе уҫӑлма килчӗ пулӗ тесе шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Уҫӑлма тесе Раман хыҫалти алӑкран картишне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чаплӑран та чаплӑ керменсенче пурӑнакан халӑх сӑмсах ҫине киленме, уҫӑлма тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ҫав кун эпӗ уҫӑлма тухатӑп та иҫӗм ҫырли пахчисем патнех ҫитетӗп.

Я отправляюсь на прогулку и дохожу до самого виноградника.

XXI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫӗнӗ паллашусенчен ан пӑрӑнӑр - сирӗн умра ҫӗнӗ майсем уҫӑлма пултараҫҫӗ.

Не пренебрегайте возможностью завести новые знакомства, они обещают открыть перед вами дальние горизонты.

42-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре ҫӗнӗ майсем уҫӑлма пултарӗҫ, анчах сирӗн хӑвӑршӑн хаклине ҫухатас хӑрушлӑх пур.

На работе откроются новые способности, но вы рискуете потерять, что было дорого для вас.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шӑрӑх ҫанталӑкра сивӗ те тутлӑ шывпа уҫӑлма аван.

Хорошо в жаркую погоду освежиться холодной и вкусной водой.

«Светлый путь» хаҫат редакцинче пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... ln-3382722

Хальхи вӑхӑтра та ял ҫумӗнчи вӑрмана уҫӑлма, кӑмпа татма ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/

Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче ҫынсем пӗве-кӳлӗре шыва кӗрсе уҫӑлма васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасене пӗчӗклех ишме вӗрентӗр! // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/06/09/%d0%b0%d1% ... 82e%d1%80/

Вӑл, уҫӑлма тесе, тулалла тухасшӑнччӗ ҫеҫ — ун ҫумне Меркури куҫса ларчӗ те ӑна мӑнкӑмӑллӑн ҫурӑмӗнчен ҫапса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тухрӑмӑр уҫӑлма.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Эрне иртрӗ, эрне хушшинче пӗр каҫ та уҫӑлма тухмасӑр сиктермерӗм — ҫапах та кашнинчех пӗр-пӗччен ҫӳреме тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑйне уҫӑлма илсе тухасса кӗтсе ҫеҫ тӑрать пулсассӑн, епле мӑйкӑчлас килтӗр ӗнтӗ ӑна?!

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Апла, уҫӑлма тухрӑр-ха, эппин?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Пӗррехинче ҫапла, ҫурхи сулхӑн каҫ, эпӗ уҫӑлма тесе урама тухнӑччӗ, пилӗк хутлӑ ҫурт мансардин — художниксен мастерскойӗсен — ҫутӑ кантӑкӗсем ҫине пӑхкаласа пыраттӑмччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Каплах ӗҫлесен, урана йывӑртарах килмӗ-ши, суран уҫӑлма пултармӗ-ши тесе те шухӑшлать Тимуш.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пикнике е вӑрмана, парка уҫӑлма кайни кӑмӑла хӑпартма пулӑшӗҫ.

Сейчас поможет поднять настроение поездка на пикник или прогулка по лесу или парку.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех