Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫнӑн (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ карнавалтан пурнӑҫ ӗҫ-хӗлне тухрӑм; ку вӑрттӑн алӑка ансаттӑн тӗртсе уҫнӑн пулса иртрӗ, хам вара чун йӗрне-ӗренкине мӗлке хӳттинче упратӑп, ҫак ӗренке кӗрет уҫӑ йӗрпе ҫыхӑнса тӗвӗсенче вӗҫленет.

Я вышел из карнавала в действие жизни, как бы просто открыв тайную дверь, сам храня в тени свою душевную линию, какая, переплетясь с явной линией, образовала узлы.

ХХХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Виҫҫӗшӗ те, Мукуҫ мучипе Иван Гаврилович та, Нина та, Турчӑка Кулипе Хвеччисӑн тӗр-тӗрӗпе чылай вӑхӑта шӑпӑртланнӑскерсем, пӑчӑх сывлӑша хӑваласа кӑларма чӳречене янках уҫнӑн, хаштах сывласа илчӗҫ ача янкӑсӗ хӑлхисене перӗннӗ-перӗнмен.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Иккӗшне те пӑшӑрхантаракан ыйтупа калаҫу пуҫарма хатӗрленсе, вӑл, хапӑл-хапӑл ҫыркаланӑ блокнота листан-листан уҫнӑн, паян мӗн курни-илтнине тепӗр хут аса илчӗ, ҫапах та мӗнрен пуҫламаллине шыраса тупаймарӗ.

Готовясь заговорить о том, что их обоих тревожило, он, как наскоро заполненный блокнот, перелистывал впечатления сегодняшнего дня, ища и не находя первой фразы.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ансат чӑнлӑх, каларӑш, пуриншӗн те паллӑ терӗш, — ун тупсӑмне вӑл тахҫанах ӗнтӗ илте-илте хӑнӑхнӑ, — ҫаксем шалти, темле пач кӗтмен ҫуталупа ҫиҫсе хӗмленеҫҫӗ те сасартӑках философилле тарӑн пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ, ун пек чух вара ҫавсене пурне те пӗрремӗш хут илтнӗн, вӗсене пӗтӗмпех хӑй уҫнӑн туйӑна-туйӑна каять.

Простая истина, поговорка, общеизвестное изречение, смысл которого он давно уже механически знал, вдруг благодаря какому-то внезапному внутреннему освещению приобретали глубокое философское значение, и тогда ему казалось, что он впервые их слышит, почти сам открыл их.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех