Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫман (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн эпир ку таранччен ун ҫинчен ҫӑвар уҫман?

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сан вырӑнта пулсан ҫӑвар уҫман пулӑттӑм…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хальхи вӑхӑтра ҫеремне уҫман, сухаламан ҫеҫенхир сахал тӑрса юлнӑ.

В настоящее время целинная, нераспаханная степь сохранилась только в немногих местах.

Вӑрмансен зонинчен хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирелле // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫамрӑклах тан тапнӑ, ҫамрӑк чӗре вутне, юратӑва кама та пулин пӗр-пӗр куҫлӑ-пуҫлӑ, чунлӑ ҫынна халаллас килнӗ, анчах савнӑ туспа калаҫасси ҫыру вӗҫне юлнӑ, сӑмах татман, чуна уҫман каччи патне вӑл виҫ сӑмахлӑ тӳрмен ҫыру ҫеҫ пӗрререн-пӗрре сырма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ку таранччен Таранов кашни утӑмрах ҫав сӑмаха асра тытнӑ темелле: хӑйне усал тӑвакана хирӗҫ ҫӑвар та уҫман.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чултан та ҫирӗпрех пулнӑ-тӑр Варуҫҫи — аттепе анне мӗнле вилни ҫинчен нихҫан та ҫӑвар уҫман, никама та шарламан.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӑннипе Инесса сан кукку халӑх тӑшманӗ пулнӑ тесе Таранов умӗнче ҫӑвар та уҫман, ҫав телейсӗр ҫын ҫинчен иккӗшӗ вӗсем пачах калаҫман темелле.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Виличченех ҫӑвар уҫман.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗпе амӑшӗ, кӑтра, кӗрнеклӗ Кӗркурипе лутра, тӑпӑл-тӑпӑл Лисук, колхоз ӗҫне сиктермесӗр ҫӳресе, вӗсене, киле пӑхма ватӑсем е урӑхларах «няня» пулман пирки, час-часах хӑйсен тӗллӗнех пӑрахса хӑваркаланӑ (ку саланчӑк ялта кил-ҫурт шучӗ йывӑр хӗрарӑмӑн алли-ури пӳрнисен шутӗнчен те иртейменрен-ши, ача-пӑча сачӗ пирки никам та, нихӑҫан та ҫӑвар уҫман).

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Уҫман ҫерем.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Эпир ыйтман, ҫӑвар та уҫман ун пирки, эсӗ пире мӑшӑрлантарса та хутӑн.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мана вӑл качча илеп тесе мар, савап тесе те нихҫан ҫӑвар уҫман.

А на мне он не обещал жениться и даже рта не открывал, мол, люблю тебя.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Урӑхла ӗҫ хушасси пирки валтан ҫӑвар та уҫман.

Насчет другой какой работы речи не было.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эрне, ун пек-кун пексене калаҫман вӑл никампа та, Ультипе пушшех ҫӑвар та уҫман, анчах ӑшри шухӑш-туртӑмсене сӑмахсӑр та ӑнланма пулать-ҫке.

С этими думами он ходил целую неделю, ни с кем не делясь своими сомнениями, тем более — с Ульди. Но и по его виду можно было понять, что его волнует какая-то неразрешимая задача.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Пӗлменлӗх вӑл — уҫман пуянлӑх; Пӗлес тӗк, тӑррине висте.

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӗсем хӑйсен ялӗсенче эртел уҫман, мӗнпур пек ӗҫе Атӑлкасси урлӑ туса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Нихҫан та ун пекки пулман Ахтупайӑн хӗрӗхе ҫитсе, нихҫан та «халтан кайрӑм» тесе ҫӑвар уҫман вӑл.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эп сан пирки ҫӑвар та уҫман, — тӗрӗссине каларӗ Нухрат.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сирӗн патӑрти пек уйрӑм госпитальсем уҫман.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Аслӑ ҫула пӳлекен шлакбаума уҫман пирки лашапа пынӑ ҫынсен чылайччен кӗтсе тӑмалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех