Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уҫмалла (тĕпĕ: уҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫал ҫавӑн пек уйрӑмсене пур муниципалитетра та уҫмалла.

В этом году такие отделения должны появиться во всех муниципалитетах.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах касмалла, вӑрмана уҫмалла, пушара такӑнтармалла, пусса антармалла, пӗтерсе хумалла.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Халӗ ҫӗннине шутласа кӑлармалла, ют ҫӗршывсемпе хутшӑну йӗркелемелле, ҫӗнӗ производствӑсем уҫмалла.

Сейчас можно заняться новыми разработками, налаживанием контактами за рубежом и открытием новых производств.

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑнпа тухтӑрсем ҫав инкекрен хӑтӑлма ятарласа больницӑсем уҫмалла, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Унта ҫапла йышӑнса хӑварнӑ: чирлисене лайӑхрах пулӑшу пама медицина участокӗсем тумалла, ҫынсене сыватма ҫӳрес ҫул 20 ҫухрӑмран ытла пулмалла мар, больницӑсенче амбулатори тата аптека уҫмалла!

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Умра пирӗн ӗҫ нумай: пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисене туллин юсаса ҫӗнетмелле, Ҫыран хӗррине тирпей-илем кӗртес ӗҫе вӗҫлемелле, «Атӑл» кинотеатр никӗсӗ ҫинче ҫамрӑксен центрне уҫмалла тата ытти те.

Впереди у нас много дел: провести полную реконструкцию общеобразовательных учреждений, завершить благоустройство набережной, открыть молодежный центр на базе бывшего кинотеатра «Атӑл» и многое другое.

Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкар хула кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/26/gla ... aet-s-dnem

— библиотекӑсен, лекци залӗсем, вулав залӗсем, театрсем, культурӑ ҫурчӗсем, клубсем, кинотеатрсем нумай уҫмалла;

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Хӑш-пӗрисене ӗненес пулсан Ҫавал тӑрӑхӗнчи тӑван ялӗнче вӑл ятарласах чул ҫурт лартнӑ, унта вара хӑй вилнӗ хыҫҫӑн унӑн ячӗпе музей уҫмалла иккен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Шупашкарта «Хӗвеллӗ», Ҫӗнӗ Шупашкарта 9-мӗш микрорайонсенче тата Кӳкеҫре пӗлӳ ҫурчӗсем 2024-мӗш ҫул вӗҫӗнче алӑкӗсене уҫмалла.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ҫӗкленеҫҫӗ, тӗпрен юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60697

Ялти ҫӑва ҫинче пушӑ ҫӗр сахалланса юлнӑ, ҫӗнни уҫмалла пулнӑ.

На деревенском кладбище осталось мало свободного места, появилась нужда в открытии новой.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ е наркотикпа е ытти ҫавӑн пек япалапа минренисене пулӑшма урӑлтаркӑчсем уҫмалла.

Согласно ему для отрезвления после выпитого спиртного и для лиц в состоянии наркотического или иного токсического опьянения необходимо открыть вытрезвители.

Урӑлтаркӑч кӗркунне уҫӑлӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34624.html

Пӑккине пӑрса уҫмалла.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Арчана хупнӑ чухне алӑкӗ унчченхи пек вырӑнне лармарӗ, Маюк инке тепӗр хут уҫрӗ — пӗҫҫине шарт ҫапрӗ: арча тӑпсине хире-хире хӑпӑтнӑ, питӗрнӗ арчана тепӗр енчен уҫмалла тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Клуб уҫмалла унта,' — пӗтӗмлетрӗ хӑйӗн шухӑшне ҫинҫешке вӑрӑм йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр кунне унта халӑх клубӗ уҫмалла, — персе ячӗ пӗри.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Халӗ ялсенче пайпа ӗҫлекен кооперативсем уҫмалла.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чулпа кирпӗч ванчӗ, тӑпра-ҫерем сирпӗнчӗ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн куҫа уҫмалла мар тусан мӑкӑрланчӗ, ҫапах пӑлхавҫӑсем чӑтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хальхинче уҫмалла пулнӑ! — шӑл витӗр каларӗ улан.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем ҫирӗп калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ: ӗнерхи ӗҫ пирки никам умӗнче те — Хусан патши умӗнче те — ҫӑвар уҫмалла мар.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сана, путсӗре, тухса та уҫмалла марччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех