Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак вӑхӑтранпа вара ку уҫланка «Таса мар уҫланкӑ» тенӗ, теприсем «Глашка уҫланки» тенӗ, чула «Шуйттан карчӑк» тенӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫакӑн пек уҫланкӑсене мӗнле сыватмаллине пӗлсе ҫитни нумай пулмасть-ха; анчах халӗ сыватмалли май тупнӑ ӗнтӗ; ку вӑл — дренаж: ытлашши шыв канавсем тӑрӑх юхса тухать те шыв вара ҫӗре кирлӗ чухлӗ ҫеҫ юлать, уҫланкӑ лайӑх уҫланкӑ пулса тӑрать.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ку вӑл ман уҫланкӑ, — терӗ Оля, — эп ӑна «манӑн уҫланкӑ» тесех калатӑп.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Унтан вӗсем ҫур километр сарлакӑш тата пӗр километр ҫурӑ тӑршшӗ уҫланкӑ курчӗҫ, уҫланкӑра хӑйсен хӳрисемпе фюзеляжӗсене ҫӑра йывӑҫсем хушшинелле кӗртсе тӑратнӑ «ИЛ» самолета асӑрхарӗҫ.
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл кашни ир ҫӳрекен уҫланкӑ, ем-ешӗл курӑкпа та сап-сарӑ чечекпе ҫиҫсе тӑнӑ уҫланкӑ, йӑлтах ҫаралса юлнӑ; таврара пӗтӗмпе кичемлӗх, тунсӑх…
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Мӑйӑхлӑ ҫын, хӑй хыҫӗнчен вӑрӑм мӗлке хӑварса, уҫланкӑ урлӑ каҫрӗ те, йӗри-тавралла иккӗленнӗ пек сӑнакаласа пӑхса, уҫланкӑ хӗрринче чарӑнчӗ.
13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
«Эпӗ ҫапах та вунӑ пинех памастӑп, пӗр сакӑр пин парӑп, тата уҫланкӑ вырӑнӗсене шутлас мар пулать. Ҫӗр виҫекенне пӗр ҫӗр тенкӗ, е ҫӗр аллӑ тыттарӑп, вӑл пӗр пилӗк теҫеттин уҫланкӑ сахал кӑтартӗ. Саккӑра та парӗ. Виҫӗ пин халех тӳлес. Вара шӗвсе кайӗ», — тесе шухӑшланӑ вӑл, кӗсьинчи укҫа хутаҫне чавсипе хыпаласа.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Чаруса тени — шурлӑхлӑ вӑрманти пӗчӗк уҫланкӑ пулнине Артамонов пӗлнӗ; ун пек уҫланкӑра курӑк уйрӑммӑнах хитре, пурҫӑн евӗр ҫемҫе те симӗс анчах ун ҫине пуссан — тӗпсӗр лачакана путса анса каятӑн.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫав чӑтлӑх урлӑ, лӑпах фортпа тӗлме-тӗл, вӑрӑм уҫланкӑ кайнӑ, вӑл уҫланкӑра сукмак пулнӑ.Через эти заросли, как раз против форта, шла прямая просека, по которой была проложена тропа.
XXXIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Унта шурлӑхлӑ вӑрӑм уҫланкӑ курӑннӑ, уҫланкӑра унта та кунта вӗтӗ тӗме-йывӑҫсем пулнӑ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе шыв ҫутӑлса выртнӑ.
4. Амӑшӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Травка мулкача Ӳпне чул патӗнчен хӑваласа кӑларса, Настя сукмакӗ ҫине пӑрса кӗртнӗ, унтан уҫланкӑ ҫине кӑларнӑ, уҫланкӑран вара сунарҫӑ пытанса ларакан кӗтмел тӗмӗ еннелле хӑваласа пынӑ чухне пӑшал мушки аванах курӑннӑ-ха.
XII // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Ман умра пысӑк уҫланкӑ выртать, уҫланкӑра ҫӳлех мар хурӑнсем лараҫҫӗ, хурӑнсем ҫинче ӑсансем хурӑн папкисене суйлаҫҫӗ.
Юр айӗнчи вӗҫен кайӑксем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 61–63 с.
Эпӗ уҫланкӑ патне ҫитнӗ ҫӗре хӗвел самай ҫӳле хӑпарнӑччӗ ӗнтӗ, уҫланкӑ леш енче хайхи шурлӑхчӗ, ун тӑрӑх пӗртен-пӗр сукмак пек лапчӑннӑ йӗпе курӑк выртать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫывӑхрах, уҫланкӑ хӗрринче, сарӑ-кӑвак ялавлӑ ҫурт курӑнать.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Тата кӑштах пӑхса тӑрсан лашана йӗвенӗнчен тытрӑм та, уҫланкӑ варрипе ҫул тӑрӑх утрӑмӑр.
Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.
Варринче ҫул ҫеҫ тӗттӗм — уҫланкӑ айккине ҫӗр ҫине ҫӑлтӑр кавирӗ витнӗ.
Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.
Явӑнакан ҫулӑм тракторпа пӗр вӑхӑталлах уҫланкӑ хӗррипе чашкӑрса иртрӗ.
45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тамарӑпа Стасик уҫланкӑ еннелле ҫара уран чупаҫҫӗ.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тин кӑна-ха пуш-пушахчӗ уҫланкӑ.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Пӗр пӗчӗк ҫеҫ уҫланкӑ, чӑнкӑ ҫыранри йывӑҫсем хушшинчи ҫутлӑх.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.