Шырав
Шырав ĕçĕ:
Инесса ҫаплах ури ҫинче канӑҫсӑррӑн тӑрать, вӑтаннипе, пӑлханнипе ҫӑварне те уҫаймасть.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
«Урпа пучах шит тӑршши, Ҫавӑнпа пуҫне йӑтаймасть, Пирӗн шӑллӑм ачашши, Ҫавӑнпа пуҫне уҫаймасть».
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Питӗркӗҫе хурҫӑ шӑл сыхласа тӑрать, шӑп хӑйне юракан уҫӑсӑр ӑна никам та уҫаймасть!
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Конструктор тунӑ уҫӑсӑр пуҫне, ӑна урӑх нимӗнле ҫӑраҫҫи те уҫаймасть.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Малтан пӳрленсе ҫӳрерӗ, каярахпа хӗреле пуҫларӗ, халӗ ӗнтӗ ача куҫне те уҫаймасть.
Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗррехинче кун килчӗ мурлӑ: Хӗвел тухсассӑнах ирпе Ял хушшинче ҫынран ҫын урлӑ Хыпар саланнӑ: тем чирпе Васса аппа пит сывмарланнӑ — Ура ҫине те тӑраймасть, Куҫне-пуҫне те уҫаймасть.
I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Куҫ хӑрпаххи пит вӑрӑм, Ҫавӑнпа куҫне уҫаймасть.
19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Гент ҫурма выртать, ҫурма ларать, туртса ярасшӑнччӗ, анчах чӗлӗмне шыраса тупма ӳркенчӗ, куҫӗсене самантлӑх хупрӗ те — вӗсене урӑх уҫаймасть.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл Альфеда та кашӑкпа апат ҫитересшӗн пулчӗ, анчах лешӗ ҫӑвар та уҫаймасть.Она попыталась покормить с ложечки и Альфреда, но есть он не мог.
Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Автанӗ ав, кӑшт ҫеҫ сас кӑларса хӑрӑлтатать тата урисене хускаткалать, Нӑрикӗ вара харлаттарсах ҫывӑрать, вӑхӑтран вӑхӑт куҫне уҫма хӑтланать, анчах уҫаймасть.
Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Пӳлмек хушшине ик минутлӑха тухать те чарӑнаймасӑр анаслать, жилет айӗнче вӗҫӗмсӗрех хырӑм хыҫать, ҫӗленсе ларнӑ куҫӗсене ниепле уҫаймасть.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унӑн тутисене вут пек вӗри чей пӗҫерет — ҫӑварне уҫаймасть.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
7. Филадельфи Чиркӗвӗн ангелне ҫырса яр: «Таси, Чӑнни, Давид ҫӑри уҫҫине тытса тӑраканни, — Вӑл уҫать те — никам та хупаймасть, хупать те — никам та уҫаймасть, — ҫапла калать: 8. санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп; акӑ Эпӗ санӑн умна алӑк уҫса хутӑм, ӑна никам та хупаймасть; санӑн вӑю нумаях мар, эсӗ ҫавах Ман сӑмахӑма тытрӑн, Ман ятӑма тунмарӑн. 9. Эпӗ акӑ мӗн тӑвӑп: иудей пулмасан та, хӑйсем ҫинчен иудей тесе суеҫтерекенсене, шуйттан эшкерӗнчисене, ҫапла тӑвӑп: вӗсем пырӗҫ те сан уру умне ӳксе пуҫҫапӗҫ, вара Эпӗ сана юратнине пӗлсе ҫитӗҫ. 10. Хӑвна тӳсӗмлӗ пулма хушнине туса тӑнӑшӑн Эпӗ сана асап вӑхӑтӗнчен упраса хӑварӑп: ҫав вӑхӑт ҫӗр ҫинче пурӑнакансене сӑнамашкӑн пӗтӗм тӗнчене килӗ. 11. Акӑ кӗҫех пыратӑп; мӗн пуррине тытса тӑр — сана пулас ырӑлӑха никам та туртса ан илейтӗр. 12. Ҫӗнтерекене Эпӗ Хам Туррӑмӑн Ҫуртӗнче юпа туса хурӑп, вӑл унта ӗмӗрлӗхех юлӗ; ун ҫине Туррӑмӑн ятне тата Туррӑм хулийӗн ятне — Туррӑм патӗнчен тӳперен анакан ҫӗнӗ Иерусалим ятне — ҫырса хурӑп, Хамӑн ҫӗнӗ ятӑма та ҫырса хурӑп. 13. Илтме хӑлха пурри Чиркӳсене Сывлӑш мӗн каланине илттӗр».
Ӳлӗм 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1