Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уярччӗ (тĕпĕ: уяр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Картишӗнчех каҫпа (ҫанталӑк уярччӗ) хыҫлӑ дивансем хушшине сӗтел лартрӗ те, канакан поэтсене пухса, секци ларӑвне уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

…Союза килнӗ чух уярччӗ, халь ҫумӑр пӗрӗхет.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӗнер шанкӑр уярччӗ, паян акӑ ирхине Таранова ҫумӑр ҫунӑ сасӑ ыйхӑран вӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кӑнтӑр кунӗ лайӑхчӗ, Пӗтӗм тӗнче уярччӗ, Анчах халӗ кӳлӗм ен Тӗттӗмленчӗ ҫур тӗнчен: Хура пӗлӗт явӑнса Хаярланса хӑпарать, Ҫиҫӗм ҫиҫсе вӑрӑнса Аслатийӗ ахӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ирхине ҫанталӑк янкӑр уярччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ирхине тӳпе янкӑр уярччӗ, анӑҫра кӑна пӗчӗк кӑтрашка пӗлӗт таткисем курӑнкалатчӗҫ; кӑнтӑрла иртсен, вӗсем пысӑкланса, хулӑнланса, хуралса хӑпарчӗҫ те ҫур тӳпене хупларӗҫ; тӗксӗмленнӗ Атӑл ҫинче чарлансем кӑшкӑрни, чӗкеҫсем ҫӗр ҫумӗпех вӗҫсе чӗвӗлтетни илтӗнчӗ; выртнӑ тусана ҫӗклесе, аслӑ юхан шыв енчен нӳрӗ, уҫӑ ҫил вӗре пуҫларӗ; хӗвел ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Уярччӗ ирхине ҫанталӑк.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ирхине ҫанталӑк уярччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫкӗнсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 21–22 с.

Ирхине те, кӑнтӑрла та уярччӗ те, кам шутланӑ, кам шутланӑ, — каллех хуравларӗ хӗрарӑм сасси, чӗлхе вӗҫҫӗн калаҫаканскер.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Каҫӗсем епле уярччӗ Тул ҫутӑличчен!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 6 с.

Кунӗ хӗвеллӗ те уярччӗ.

День был солнечный и ясный.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Каҫӗ ытармалла марччӗ, уярччӗ — шӑпах «вӗҫмелли вӑхӑт», тетчӗҫ Ленинградра.

Ночь была великолепная, ясная — самая «налётная», как говорили в Ленинграде.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех