Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкӗмӗш кунӗнче те сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, Ҫӳлхуҫа уявне ҫичӗ кун хушши уявлӑр; 13. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: вунвиҫӗ пӑру, икӗ така, пӗр ҫулхи вунтӑватӑ путек кӳрӗр; вӗсем айӑпсӑр пулччӑр, 14. ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — парӑр: вунвиҫӗ пӑруран кашнийӗ пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, икӗ такаран кашнийӗ пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, 15. вунтӑватӑ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр, 16. тата ҫылӑх каҫарттарма пӗр качака таки кӳрӗр, ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парне ҫумне тата унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса памалла.
Йыш 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче, эсир ҫӗр ӳстернӗ ҫимӗҫсене пуҫтарнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа уявне ҫичӗ кун уявлӑр: пӗрремӗш кунӗнче те канӑҫ, саккӑрмӗш кунӗнче те канӑҫ; 40. пӗрремӗш кунӗнче илемлӗ йывӑҫ турачӗсем, пальма турачӗсем, сарлака ҫулҫӑллӑ йывӑҫ турачӗсем, шыв хӗрринче ӳсекен хӑва турачӗсем илӗр те Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫичӗ кунччен хӗпӗртесе савӑнӑр; 41. Ҫӳлхуҫанӑн ҫак уявне ҫулталӑкра ҫичӗ кун хушши уявлӑр: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; ӑна ҫиччӗмӗш уйӑхра уявлӑр; 42. ҫичӗ кун хӳшӗре пурӑнӑр; ҫак ҫӗрте пурӑнакан кирек хӑш Израиль ҫынни те хӳшӗре пурӑнмалла: 43. Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ вӗсене хӳшӗсене вырӑнаҫтарнине сирӗн йӑхӑрсем пӗлсе тӑччӑр.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 27. ҫак ҫиччӗмӗш уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗнче те] тасалмалли кун, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; чунӑра йӑвашлантарӑр, Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗр; 28. ҫак кун нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр, вӑл — тасалмалли кун, сире Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче тасатмашкӑн панӑ кун; 29. ҫакӑ кун хӑйне йӑвашлантарман кирек хӑш чуна та хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ; 30. ҫакӑ кун пӗр-пӗр чун мӗнле те пулин ӗҫ тусассӑн, Эпӗ ҫав чуна хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗп; 31. нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр: ҫакӑ сирӗн пур килӗр-ҫуртӑрта сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; 32. ку вӑл сирӗншӗн канӑҫлӑх шӑмачӗ, уйӑхӑн тӑххӑрмӗш [кунӗн] каҫӗнчен пуҫласа хӑвӑр чунӑра йӑвашлантарӑр; уйӑхӑн тӑххӑрмӗш кунӗн каҫӗнчен пуҫласа [уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗн] каҫӗччен хӑвӑр шӑматӑра уявлӑр, тенӗ.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1