Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ушкӑнӗнчи (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Солнышко» пӗчӗккисен ушкӑнӗнчи ачасене кӗнекесем парнеленӗ.

Подарили книги малышам группы «Солнышко».

Шӑшисемпе, кӑткӑсемпе тата ытти чӗрчунсемпе тӗл пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... ln-3645028

Ҫак кун «Дюймовочка» ача садӗнчи «Непоседы» хатӗрленӳ ушкӑнӗнчи ачасем литература ҫулҫӳревне кайнӑ, унта писатель биографийӗпе, унӑн кӗнекисемпе паллашнӑ, унӑн калавӗсен тӗлӗнмелле геройӗсемпе - шӑшисемпе, кӑткӑсемпе тата ытти чӗрчунсемпе тӗл пулнӑ, вӗсен йӑлисем, пултарулӑхӗ, чеелӗхӗ, ҫӑлӑнма тата пытанма пӗлни ҫинчен пӗлнӗ.

В эти дни ребята подготовительной группы «Непоседы» детского сада «Дюймовочка» отправились в литературное путешествие, где познакомились с биографией писателя, его книгами, встретились с удивительными героями его рассказов - мышами, муравьями и другими обитателями мира животных, узнали об их повадках, ловкости, хитрости, умении спасаться и прятаться.

Шӑшисемпе, кӑткӑсемпе тата ытти чӗрчунсемпе тӗл пулнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... ln-3645028

Премьер-министрӑн ашшӗ, Ив Атталь, ӑнӑҫлӑ адвокат, кинопродюсер тата общество деятелӗ, вӑл еврей ҫемьинче ҫуралса ӳснӗ, унӑн ашшӗ Тунисри сефардсенчен, амӑшӗ Эльзасри ашкеназсен ушкӑнӗнчи эмансипациленӗ еврей ҫемьинчен пулса кайнӑ.

Отец премьер-министра, Ив Атталь, успешный адвокат, кинопродюсер и общественный деятель, который родился и вырос в еврейской семье, его отец происходил из сефардов из Туниса, а мать из семьи эмансипированных евреев ашкенази из Эльзаса.

Габриэль Атталь // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D0% ... 0%BB%D1%8C

M 83 пирӗнтен инҫех мар вырнаҫнӑ Центравр A/M83 галактикӑсен ушкӑнӗнчи икӗ ҫумушкӑнсенчен пӗрин центрӗ шутланать.

M 83 является центром одной из двух подгрупп в расположенной недалеко от нас группе галактик Центавр A/M83.

Messier 83 // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/Messier_83

Пишпӳлекри «Дюймовочка» ача сачӗн Ситекпуҫӗнчи филиалӗн «Колобок» ушкӑнӗнчи ачасене С.Н. Степанова воспитатель шкул садне уҫӑлса ҫӳреме илсе тухнӑ.

В группе «Колобок» (филиал детского сада «Дюймовочка» в с. Седякбаш) воспитатель Степанова С.Н. организовала прогулку в школьный сад.

Мӗн вӑл вӑрман, мӗн тума кирлӗ вӑл? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -l-3444789

Сантӑр ушкӑнӗнчи йӗкӗтсенчен пӗри, хам лайӑх паллаканскерех, буфет умне пычӗ те мана чӗнсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӑвашла Атӑлҫи пӑлхарсем те чӑвашла калаҫнине, пӑлхар ушкӑнӗнчи чӗлхесенчен чӑваш чӗлхи ҫеҫ упранса юлни пирки каласа панӑ.

Было упомянуто, что волжские булгары также говорили на чувашском, что из языков булгарской группы сохранился только чувашский язык.

Пӗрремӗш канал Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34864.html

Тепӗр темиҫе минутран вара симӗс гимнастеркӑллӑ ҫынсене халӑх ушкӑнӗнчи туслӑ алӑсем темиҫе хутчен «урра» йӑтрӗҫ.

А через несколько минут над толпой взлетали люди в защитных гимнастерках, подбрасываемые дружескими руками.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн тата ун ушкӑнӗнчи ҫынсен ӗҫӗсем пире тӗлӗнтереҫҫӗ. тӑтӑшах сехӗрлентерсе чӗрене сӳ те яраҫҫӗ, анчах чуна хумхантармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Анука тӗрмере тем тӗрлӗ асаплантарса, жандармери, полици, следовательсем Ӗнел таврашӗнчи революционерсен ушкӑнӗнчи ҫынсен ячӗсене, вӗсем ӑҫтине, вӗсен ӗҫӗсене йӗрлесе пӗлесшӗн.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вӗсем те хӑйсене тивӗҫтерекен условисем ҫинчен ӗлӗкрех Михха патӗнче тарҫӑра ӗҫленӗ, халӗ Микула ушкӑнӗнчи хастар Кӗтерук урлӑ хӑюллӑнах каласа параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Мӗтри ушкӑнӗнчи ҫынсем кулса калаҫни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шкул ҫулне ҫитмен ачасен «Шӑнкӑрав» ушкӑнӗнчи шӑпӑрлансем те паян хитре тумлӑ чӑн-чӑн чӑваш ачисем пулса ҫак вӑйӑ картинче савӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алла-аллӑн тытӑнса тухрӗҫ вӑйӑ картине Чӑваш Сурӑм шкулӗнче // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/alla-allan-tyitan ... enche.html

Тукай ушкӑнӗнчи мӑрсасемпе ҫӗрпӳсем ӑна пӗрремӗш кунах туйса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эпӗ хам красноармеецсен шутӗнче тӑрса пролетариллӗ ҫар ушкӑнӗнчи боец пулса тӑнине ҫирӗппӗнех хӑнӑхса ҫитнипе, хам чӑн-чан красноармеец пулни ҫинчен пӗр сӑмахсӑрах йышӑнма кирлине асама илтӗм.

Я так крепко освоился с положением красноармейца и бойца пролетарского отряда, что позабыл совершенно о том, что моя принадлежность к красным вовсе не написана на моем лбу.

IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Унтан ниме ушкӑнӗнчи кашни ҫемьерен, ҫавӑн пекех чылай чухӑн хуҫалӑхран пӗрер ҫын пуҫтарӑнчӗҫ те, михӗ илсе, икӗ лавпа Шӑхрана тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ниме ушкӑнӗнчи килсенче сахалтан ҫирӗм станок лартма палӑртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лешсен ушкӑнӗнчи ҫынсем кашни кӗтесрех кӗтсе тӑраҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ самант ҫитетех // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Халӗ ак ҫав шухӑшсем, 1917 ҫулхи апрель уйӑхӗнче извозчик тупас пирки уйланӑ пекех, рабочисен вӗҫӗ-хӗррисӗр ушкӑнӗнчи карттуссем хушшинче чикӗ леш енчен илсе килнӗ котелокшӑн аванмарланнӑ пекех, ытла та ӑшӑххӑн туйӑнчӗҫ.

Теперь все эти намерения казались уже мелкими до смешного, как заботы об извозчике в апреле 1917 года, как заграничный котелок среди кепок рабочей толпы.

15 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Нептун — пысӑк планетӑсен ушкӑнӗнчи юлашки планета, Хӗвелрен пуҫласа шутласан, вӑл саккӑрмӗш шутланать.

Нептун — по счету восьмая от Солнца планета и последняя из группы больших планет.

Нептун // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех