Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ушкӑнпа (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана хирӗҫ ушкӑнпа чӗвӗлтетсе пыракан шавлӑ пионерсем хушшинче эпӗ те, Владимир Петрович пекех, пӗчӗк Ноннӑна шырарӑм…

Куҫарса пулӑш

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Халӑх вӗсене ушкӑнпа паллӑ тума кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Темле плансем тӑватчӗҫ, тавлашатчӗҫ, кулатчӗҫ, вара уроксем пӗтсен ушкӑнпа тухса каятчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Пӗчченшерӗн те чипер юрлаҫҫӗ те, ушкӑнпа пуҫтарӑнса ларсан вара шӑрантараҫҫӗ ҫеҫ, пиллӗкӗш пилӗк тӗрлӗ сасӑпа ҫавӑрттарса юхтараҫҫӗ кӗвӗ ҫеммине — пӗри те аташмасть вӗт-ха, кашни хӑй майлӑ килтерет юрӑ илемне.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр вӑхӑтра илтетпӗр: нимӗҫсем пире пысӑк ушкӑнпа ҫавӑрса хупӑрласа илме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ушкӑнпа тармалла пирӗн.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамӑр ушкӑнпа Вӑрманхӗрри Шӑхальне кӑшӑллакан ҫырма-ҫатрасене пӗтӗмпех тӗпчесе тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Хайхи таҫтан алюмини пӑралук тупрӑмӑр, кушака тепле майпа тытрӑм та ушкӑнпа ҫырмана кайрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Яш-кӗрӗм шутне кӗрсен эпир хамӑр ушкӑнпа пӗр-икӗ кунлӑха вӑрмана кайса килме шут тытрӑмӑр, анчах икӗ ҫул хушши ӗмӗт пурнӑҫланаймарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ялта ытти ачасемпе хирӗҫнӗ пулсан пурте пӗр чӑмӑра пӗрлешеттӗмӗр те ушкӑнпа тапӑнаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Пӗр ушкӑн тепринпе пӗрлешсе виҫҫӗмӗш ушкӑнпа ҫапӑҫма кайни те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вӗсен хушшинче сасартӑк хирӗҫӳ сиксе тухсан час-часах айккине кайса ҫапӑҫкаласа илеҫҫӗ, хӑш чухне ушкӑнпа ушкӑн тытӑҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ирсерен ачасемпе пӗрле пуҫтарӑнса Кӗтне юханшывӗ хӗррине анни, унта ушкӑнпа ут кӑшкар курӑкӗ пуҫтарни асра юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Хӗлле вӗсем пӗрле, ушкӑнпа пуҫтарӑнаҫҫӗ те пит шултра чӗрчунсене те тапӑнаҫҫӗ.

Зимой они собираются в стаи и нападают даже на очень крупных животных.

Тайгари ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Финала тухма правӑшӑн икӗ ушкӑнпа ҫаврӑм системӑпа вылянӑ.

За право выйти в финал играли в двух подгруппах по круговой системе.

Республика кунӗ ячӗпе волейбол турнирӗ иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-1 ... tn-3470291

Куҫпа пӑхса илме ҫук сарӑлса выртакан курӑклӑ хирте пӗччен е ушкӑнпа йывӑҫсем ӳскелеҫҫӗ.

Среди необозримого травяного простора то группами, то в одиночку росли; деревья.

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шапасем ушкӑнпа хӑлхана ҫурасла кӑшкӑраҫҫӗ.

Пронзительно звонко хором квакали лягушки.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унта пӗччен е пӗчӗк ушкӑнпа ӳсекен, уяртан хӑраман йывӑҫсем ҫеҫ тӗл пулкалаҫҫӗ.

Только в одиночку и небольшими группами попадаются деревья, которые не боятся засухи.

Тропик тӑрӑхӗнчи ҫутҫанталӑк // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хӗрачасем ушкӑнпа ҫӳреҫҫӗ.

Девушки держатся гурьбой.

Шурлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Хулпуҫҫийӗсем хыҫне ҫакнӑ амӑшӗ ҫӗлесе панӑ пир хутаҫҫа икӗ ҫӑкӑр чикнӗ, ҫӑпата сырнӑ, вӗренӳ ҫулӗсенче ачасемпе ушкӑнпа райцентралла ҫуран ҫӳренине аса илет.

Вспоминает, как в лаптях с холщовыми сумками за плечами, в которые клали из дома две буханки хлеба, всей гурьбой все годы обучения ходили пешком по проселочной дороге в райцентр.

Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех