Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ушкӑнне (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1969 ҫулта вӗсем хӑйсен ушкӑнне йӗркеленӗ, ӑна «Plastic Ono Band» ят панӑ.

В 1969 году они создали свою группу, назвав её «Plastic Ono Band».

Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Патшалӑх Пуҫлӑхӗ Крымпа Севастополе Раҫҫейпе пӗрлештернӗренпе 10 ҫул ҫитнине халалланӑ кӗнеке паллӑ событи пулса тӑрассине, вулакансен чи анлӑ ушкӑнне «Тӑван ҫӗршыва юратакансене, унӑн пуян историйӗпе мӑнаҫланакансене пурне те ун ҫинчен май килнӗ таран ытларах пӗлесшӗн», – тесе палӑртнӑ.

Глава государства подчеркнул, что книга, приуроченная к 10-летию воссоединения Крыма и Севастополя с Россией, станет знаменательным событием и будет интересна самому широкому кругу читателей – «всем, кто любит Родину, гордится ее богатейшей историей, хочет узнать о ней как можно больше».

Путин Крымпа Севастополь РФ хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетес ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3658694

1930 ҫулта Лемез-Тамак ялти потребительсен ушкӑнне (сельпо) туса хунӑ.

В 1930 создано Лемез-Тамакское сельское потребительское общество (сельпо).

Лемез-Тамак // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9B%D0%B5%D ... 0%B0%D0%BA

Вӑл, комсомолка, хӑйне коммунизмла ӗҫлекенсен ушкӑнне йышӑннӑ чухне, хӑйӗн пиччӗшӗ тӗрмере пулнине те, ҫав пиччӗшпе пӗрле суд умӗнче ларса курнине те никама та пӗлтерме хӑяймарӗ-ҫке-ха…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Хӑвӑр тума пултараймастӑр тӑк, вырӑнти ҫынсене, депутатсен ушкӑнне явӑҫтарӑр е лайӑх кӑтарту тума пулӑшакан урӑх йышӑну тӑвӑр.

Не можете сами справиться, привлеките самих жителей, депутатский корпус или найдите иное решение, которое приведет к положительному результату.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

1850 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Британи Сиккима хирӗҫ карательсен ушкӑнне янӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн Дарджилингпа Моранг Инди шутне кӗнӗ.

В феврале 1850 года Британия послала карательную экспедицию против Сиккима, в результате чего Дарджилинг и Моранг были присоединены к Индии.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ҫавӑн пек ӳкерчӗксем хушшинче «Электроаппаратсем тӑвакан заводри ача сачӗ» тата «Ленин проспекчӗ» ятлӑ ӳкерчӗксен ушкӑнне палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Огурсем уйрӑлса тухнипе ҫавӑн пекех пратӗрӗк чӗлхи тӗрӗк чӗлхисен ушкӑнне тата огур («пӑлхар») чӗлхисен ушкӑнне уйрӑлма пуҫлани те ҫыхӑннӑ.

С выделением огуров связано также начало распада пратюркского языка на собственно тюркскую группу языков и огурскую («булгарскую») группу языков.

Огурсем // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D0% ... 0%B5%D0%BC

Пултаруллӑскер 30 ҫул ытла Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» фольклор ушкӑнне ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Пурӑнаҫҫӗ шӑкӑл-шӑкӑл аллӑ ҫул пӗр ҫемьере // Александр Иванов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Пыр эсӗ вӗсен ушкӑнне.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Каятӑп Ҫуппа ушкӑнне.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ушкӑнне пӗрле пухса, канмалли ҫурта лартса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗре, ҫутта, халӑх ушкӑнне курмасӑр утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пире, вӗтӗ ача-пӑчана, ҫак ҫамрӑксен вӑййи питӗ кӑсӑклантаратчӗ, анчах пирӗн пек шӗвӗрккесене аслисем хӑйсен ушкӑнне яхӑнне те ямастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Велосипедпа ӑмӑртакансем те, ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсем те, кире пукан йӑтакансем те, штанга ҫӗклекенсем те, ытти секцисем те пире хӑйсен ушкӑнне хаваспах йышӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вӗсен ушкӑнне икӗ ҫамрӑк артист та пычӗҫ, савӑнса самай ӗшенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Вӗсемех тата мафи ушкӑнне ҫӗнӗ ҫынна илнӗ чухне ун умне тӗрлӗ йывӑрлӑх кӑларса тӑратса вӗсене мӗнле татса пама пултарнине сӑнаса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Регионӑн икӗ ҫурҫӗр патшалӑхӗ — тӗп хули Донголӑра вырнаҫнӑ Нобатипе Макурра (VIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вӗсене пӗр патшана пӑхӑнмалла пӗрлештернӗ) тата кӑнтӑрти нуби патшалӑхӗ Альва тӗне йышӑннӑ хыҫҫӑнах монофизитсен ушкӑнне хушӑннӑ.

Два северных царства региона — Нобатия и Макурия, со столицей в городе Донгола (в начале VIII в. они были объединены под единым правителем) — и южное нубийское царство Альва вскоре после своего обращения присоединились к монофизитскому лагерю.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Виҫӗ капитан хӑйӗн пӗрремӗш ҫулҫӳревӗ вӑхӑтӗнче утрав ҫинче хӑйсен ҫемйисене, кӗҫӗн дворянсен пысӑках мар ушкӑнне, пуянах мар ҫынсене тата темиҫе ватӑ ирӗкрен хӑтарнӑ ҫынна хӑварнӑ.

Три капитана во время своего первого путешествия оставили на острове свои семьи, небольшую группу людей младшего дворянства, людей со скромными накоплениями и несколько старых заключенных.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Профсоюз обкомӗ пилӗкҫуллӑхра лайӑх ӗҫпе палӑрнисенчен турист ушкӑнне хатӗрлет иккен.

Куҫарса пулӑш

50 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех