Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ушкӑна (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхи Чӑваш ҫӗрӗнчи анатри чӑвашсем икӗ ушкӑна пайланаҫҫӗ: «хир енчисем» тата «вӑрман ҫӗртисем» (кусем хӗвеланӑҫнелле, вӑрман тӑрӑхнелле вырнаҫнӑ).

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тепӗр 2 ҫултан вӑл Game Freak вӑййисем хатӗрлекен ушкӑна йӗркеленӗ, ятне кивӗ журнал ятӗнчен илнӗ.

Через 2 года он создаёт группу разработчиков игр Game Freak, названную в честь его старого журнала.

Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8

Морозова Маша бригадине, пирӗн заводри пӗрремӗш коммунизмла ушкӑна, пурнӑҫра телей, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем сунар.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Асӑннӑ кӑтартупа республика В ушкӑна кӗрет, пуласлӑхра – А ушкӑна кӗмелле.

Куҫарса пулӑш

«Россети Волга» ПАО Чӑваш Енри электросеть активӗсене консолидацилес ӗҫе хутшӑнма хатӗр // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/06/ross ... tj-aktives

Ҫакна шкулсенче ӑслӑлӑх обществисем туса хуни те витӗмлӗн ҫирӗплетет, вӗсем ҫамрӑк тӗпчевҫӗсене шкулти преподавательсем ертсе пынипе ҫеҫ мар, аслӑ шкулсен сотрудникӗсем ертсе пынипе те тухӑҫлӑ ӗҫлекен ушкӑна пӗрлештереҫҫӗ.

Подтверждение тому - создание школьных научных обществ, которые объединяют юных исследователей под руководством не только школьных преподавателей, но и сотрудников вузов.

Олег Николаев Раҫҫей наукин кунӗ ячӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/02/08/oleg- ... skoj-nauki

Вӗсем пирӗн ушкӑна хапӑлласах йышӑнчӗҫ, тата пырса ҫӳреме ыйтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗччен – пыл ҫиме, йышпа ӗҫ тума аван // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Ҫак вӑхӑтра ушкӑна икӗ милиционер ҫитсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ушкӑна Илле бригадир пычӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Комсомол ҫулне ҫитнисене хамӑр ушкӑна явӑҫтарас тесе, эпӗ темиҫе ачапа калаҫса пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫакӑнти пӗр ушкӑна Тӑмпай ялне тиесе кайрӗ те ӗнтӗ ҫирӗм лавпа килнӗ Хумкка мучи.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хальччен киле юлнисемпе пушар сӳнтернӗ ҫӗртен таврӑнма ӗлкӗрнисем те, урама вӑркӑна-вӑркӑна тухса, Платуна илсе пыракан ушкӑна хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анука тӗпчеме илсе каякан ушкӑна Лукарье хурал пӳрчӗ ҫывӑхӗнче тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗн ушкӑна Юркка Крылов ертсе пыратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Шупашкарта Витя ушкӑн пуҫтарас енчен юлашки ҫын пулман курӑнать — ушкӑна ертсе пыракан Каштановсене хӑйне май тӗрлӗ сӗнӳ парса тӑнӑ, вӑл-ку ӗҫ тутарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Ҫула май пиллӗкӗн пӗр ушкӑна пуҫтарӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ушкӑна кӗрсе тӑнӑ Улька чанкӑлтатса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пӗр ушкӑна лекнӗччӗ эпир унпа.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мотористсене темиҫе ушкӑна пайларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Председатель ҫынсемпе калаҫнӑ вӑхӑтра Захаров тин ҫеҫ ушкӑна пырса ҫитнӗ мастерпа сӑмах пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Масар ҫине кайма тухнӑ ушкӑна ҫур яла яхӑн ҫын хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех