Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

учӗсене (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Учӗсене каялла ҫавӑрнӑ хушӑра чӑвашсене тӑшман кӗтсе илме хатӗрленсе тӑма ӗлкӗрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл вара, урӑхла шухаш турӗ, учӗсене ҫавӑрас та хыҫран килекенсем ҫине пырса кӗрес, вӗсен йӗркине тата-тата ха-мӑрӑннисем патне пырса тухас, терӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр-полковник ҫарӗ хӗснине текех чӑтса тӑма ҫуккине драгунсем ӑнланса илчӗҫ пулас, пӗрин хыҫҫӑн тепри учӗсене ҫавӑра пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑкачав чӑваш ҫарҫыннин учӗсене пӑхрӗ, хӗҫӗсене, уххисене тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вунӑ-вунпилӗк ҫын сехет ытла таврара учӗсене вирхӗнтерсе ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксене курсан, Укаслу ҫыннисем учӗсене тытса чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑсем йӗнер ҫумӗнче ялан хатӗр тӑракан тӑлӑсемпе учӗсене тӑлларӗҫ, чӗркуҫҫи таран тӑсӑлакан ҫӑра курӑк ҫине ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем тӳрех, ҫула тухма хатӗрлене пуҫларӗҫ, камӑн учӗ пур, учӗсене йӗнерлерӗҫ, камӑн учӗ ҫук — ҫуран утма турӗҫ, пештӗрӗсене туртса кӑларчӗҫ, унта ҫӑкӑр, капӑртма, пӳремечӗ, юсман, сухан, ыхра чикрӗҫ, камӑн анкар пур анкарне, камӑн ухӑ пур — уххине, камӑн хӑрт пур — хӑртне хӑйрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗкӗтсем, ҫакна илтсе, учӗсене юрттарса халӑх хушшинех кӗчӗҫ те, ҫыхса пӑрахнӑ пуп умне ҫитсе, учӗсене чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чиркӳ лаппине пухӑнса тӑнӑ халӑха курсан, вӗсем учӗсене тытса чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Учӗсене ӑҫтан тупрӑн вара, мучи? — пӗлесшӗн пулчӗ Эмир.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑсем унта сиктерсе ҫитрӗҫ те учӗсене тӳрех шывалла тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хусанкка утаман // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юланутҫӑсем ӑна ирттерсе ячӗҫ те хӑйсем те учӗсене ун хыҫҫӑн чуптарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ тискер чунлӑ ҫын ҫеҫ ним пулман пекех, учӗсене пит васкатмасӑр, калаҫса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Петр Петрович урхамахӗ, тутарсен мухтава тухнӑ чи лайӑх учӗсене ҫӗр-ҫӗр аллӑ метр кая хӑварса, ҫитес ҫӗре чи малтан ыткӑнса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗрткелешеҫҫӗ, тӗрлӗ-тӗрлӗ чӗлхепе кӑшкӑрашаҫҫӗ, тем сӳтсе яваҫҫӗ, унтан йӗнерленӗ учӗсене утланса куҫран ҫухалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗкӗрҫӗсем учӗсене каллех сиккипе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем малтанах ҫапла калаҫса татӑлнӑччӗ: Мамич-Бердее леҫме Мускава Алттыш ҫӗрпӳ каять, ыттисем ӑна хӑйсен юлан учӗсене ҫеҫ уйӑрса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлан учӗсене шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапла чӗмсӗррӗн учӗсене утланчӗҫ, чӗмсӗррӗн тапранса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех