Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

учӗсен (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗвӗпе малалла ӳпӗнсе, куҫ харшисене ыратнӑ чухнехи пек чалӑштарса пӑхать Пантелей Прокофьевич нимӗҫ учӗсен чӗрнисем казаксен ҫӗрне ҫӗнтерӳллӗн ташла-ташла таптанине, унтан вӑрахчен, кӗлеткине пӗкӗртсе, салхуллӑ шухӑшсемпе сӗмленет, сарлака ҫурӑмӗпе чӳречене хирӗҫ ларса, йывӑррӑн мӑшлатса сывлать.

Клонясь вперед, страдальчески избочив бровь, глядел Пантелей Прокофьевич, как копыта немецких коней победно, с переплясом попирают казачью землю, и долго после понуро горбатился, сопел, повернувшись к окну широкой спиной.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Яланах ҫӗтӗлекен хаяр ҫын пулас ку», — тесе шухӑшларӗ Григорий, пиччӗшӗ еннелле йӑл кулса тата есаулӑн вырнаҫуллӑ ҫирӗп кӗлеткипе ун айӗнчи курпун сӑмсаллӑ учӗ ҫине куҫ хӗррипе пӑхса илсе; вӑл утланнӑ ут калмык учӗсен ӑрӑвӗнчен пулас.

«Хрипатый, должно, и злой», — подумал Григорий, улыбаясь брату и оглядывая мельком крепко подогнанную фигуру есаула, горбоносого коня под ним, калмыцкой, видно, породы.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нимӗҫ учӗсен урисем кӑптӑртатса пыни — пӑр ҫунӑ евӗр чӗрене пыра-пыра тӑрӑнать.

Градом по сердцу — топот немецких коней.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Галиципе хӗвелтухӑҫ Прусси, Карпатпа Румыни хирӗсем, — вӑрҫӑ вучӗ варкӑшнӑ вырӑнсемпе казак учӗсен ура чӗрнийӗ йӗрӗсем юлнӑ ҫӗрсем йӗркеренех этем виллисемпе витӗнчӗҫ.

Трупами истлевали на полях Галиции и Восточной Пруссии, в Карпатах и Румынии — всюду, где полыхали зарева войны и ложился копытный след казачьих коней.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

11. Вӑл хӑйӗн учӗсен чӗрнипе санӑн пӗтӗм урамна таптаса тухӗ, санӑн халӑхна хӗҫпе пӗтерӗ, санӑн хӑватлӑхун палӑкӗсене ҫӗре тӳнтерӗ.

11. Копытами коней своих он истопчет все улицы твои, народ твой побьет мечом и памятники могущества твоего повергнет на землю.

Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Ҫӗмренӗсене шӗвӗртнӗ, уххисене туртса карӑнтарнӑ; учӗсен чӗрнийӗ — вутчуль пек, ҫар урапийӗсем — ҫавраҫил пек.

28. стрелы его заострены, и все луки его натянуты; копыта коней его подобны кремню, и колеса его - как вихрь;

Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Иисус хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗнле каланӑ, ҫавӑн пек тунӑ: учӗсен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, ҫар ураписене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ.

9. И поступил Иисус с ними так, как сказал ему Господь: коням их перерезал жилы и колесницы их сожег огнем.

Нав 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех