Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утӑмрах (тĕпĕ: утӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗнчере хӑй евӗрлӗ илемлӗ ҫынсем нумай, вӗсене кашни утӑмрах тӗл пулатӑн, вӗсемпе калаҫатӑн, паллах, пӗр вӑхӑтлӑха вӗсен сӑнне те астуса юлатӑн.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кашни утӑмрах хам йӗре хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗҫӗ ӑнман чухне шӑпи те, темшӗн, кашни утӑмрах чӑрмавсем кӑларса тӑратать ҫав.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Хура чунлисем кашни утӑмрах пулнине шута илмен…

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Пирӗнтен виҫ-тӑватӑ утӑмрах, куҫ умӗнчех, Ленин броневик ҫинче сӑмах каларӗ.

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кашни утӑмрах ҫӗре шӑвармалли каналсем (арыксем) урлӑ каҫатпӑр.

На каждом шагу приходилось переезжать оросительные каналы (арыки).

Тухӑҫлӑ ҫӗр айлӑмӗнче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

«Манӑнни пек чечек тӗнчере урӑх никамӑн та ҫук пулӗ тесе шутланӑччӗ эпӗ, йӑнӑшрӑм иккен — унашкал роза кашни утӑмрах тӗл пулать».

«Я-то воображал, что владею единственным в мире цветком, какого больше ни у кого и нигде нет, а это была самая обыкновенная роза.

XX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эпӗ кашни утӑмрах ҫынсене ӑса вӗрентекенсене кӑмӑлласах каймастӑп.

Я терпеть не могу читать людям нравоучения.

V // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Куҫа шӑлкаласа, тимлесе пӑхрӑм та курах кайрӑм: хамран темиҫе утӑмрах ӗлккен тум-юмлӑ та хӳхӗм сӑн-питлӗ пӗчӗкскер тӑрать-мӗн.

Протер глаза. Стал осматриваться. И увидел забавного маленького человечка, который серьезно меня разглядывал.

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫакӑн ҫинчен кашни кунах, кашни утӑмрах астуса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун пек хӗр кашни утӑмрах тӗл пулмасть, ачам.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ура айӗнче нӳрлӗ юр нӑтӑртатать, виҫ-тӑват утӑмрах, сылтӑмра, шӑнса ӗнтӗркенӗ Атӑл сӗлкӗшле хумӗсене лӳпперрӗн йӑвантарса юхать.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Каламасӑрах паллӑ: паллашмалли-ӑнкармалли кашни утӑмрах халь уншӑн.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ҫапли-ҫапла-ха, аппамҫӑм, хула мунчи те виҫӗ утӑмрах, тӗрӗс анчах хамӑр япала хамрӑнах-ҫке вӑл.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӑшман тытса илнӗ районсенче тӑшманшӑн тата ӑна пулӑшакансемшӗн пуриншӗн те тӳсме ҫук условисем туса хурас пулать, вӗсене кашни утӑмрах йӗрлес тата пӗтерсе тӑкас пулать, вӗсен мӗнпур мероприятийӗсене аркатса ярас пулать.

В захваченных районах создавать невыносимые условия для врага и всех его пособников, преследовать и уничтожать их на каждом шагу, срывать все их мероприятия.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Ҫавӑн пек шӑрантарнӑ та чылайӑшӗ, кашни утӑмрах вӗсем куҫ тулли телее мухтанӑ, ҫӗр ҫинче телейпе юнашарах хурлӑх ҫӳренине асӑрхаманҫи пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку таранччен Таранов кашни утӑмрах ҫав сӑмаха асра тытнӑ темелле: хӑйне усал тӑвакана хирӗҫ ҫӑвар та уҫман.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ан тив, ӗмӗрӗмӗр ҫӳретӗр ҫӗр ҫинче ҫав чипер хӗрарӑм, пӳрт алӑкне кӑна-и — ҫын чун-чӗрине те шак та шак шаккатӑр, ирӗн-каҫӑн кашни утӑмрах шаккатӑр:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫав самантра ҫывӑхра-ҫывӑхрах, икӗ-виҫӗ утӑмрах тенӗ пек, куҫа шартса ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, ҫӗре кисрентереслех аслати кӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Асӑрханулӑх пурнӑҫра кашни утӑмрах кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех