Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ан тив, шӑлтӑртатса та ҫухӑрса пыракан урапана ырхантарах лаша ҫеҫ турттӑр, анчах ҫӳллӗ тиенӗ утӑ лавӗ тӑрринче ларса таврӑнасси, унтан пысӑккисемпе пӗрле сарай хыҫне типӗтме сарса пӑрахнӑ утӑ ҫинче чикеленсе вылясси, ывӑнса ҫитсен ҫӑмха пек пуҫтарӑнса утӑ ҫинчех ҫывӑрса каясси Зойӑшӑн темрен те паха пулнӑ.
Шӑллӗпе аппӑшӗ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Татьяна утӑ ҫулнӑ ҫӗре ҫитсен каҫ пулчӗ; халиччен ялан пекех утӑ ҫулнӑ ҫӗрте колхоз агрономӗ сайра хутра ҫеҫ пулкаланӑ, ҫавӑнпа утӑ ҫулакансем вӑл килнинчен тӗлӗннӗ те, савӑннӑ та.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Утӑ та утӑ тетӗн, мӗнле утӑ — паллӑ мар.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Утӑ вӑхӑчӗ ҫитсен иртен пуҫласа каҫчен утӑ ҫулаттӑмӑр, тата киле илсе килсе хӗле хатӗрленеттӗмӗр.
Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.
Патакӗпе чышса пӑхрӗ — палланӑ сасӑ, утӑ чӑштӑртатни, утӑпа тусан шӑршине уйӑрса илчӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнчи вӑтам шалу пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнчен 20 процент пысӑкрах пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗнчи вӑтам шалу 47,8 пин тенкӗпе танлашнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36156.html
Ӗнене утӑ кирлӗ ҫав, утӑ.
III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тӗлӗнмелле те: завод кӗрлет-шавлать, троллейбуссемпе машинӑсем вӗҫӗмсӗр иртеҫҫӗ, площадьре халӑх хӗвӗшет, юнашарах — утӑ капанӗсем, утӑ шӑрши…
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Утӑ капанӗсемпе утӑ урисем хушшинче ҫӗрӗпех аташса ҫӳретчӗ пулӗ Ҫтаппан, Правлени ҫуртне вутӑ хутма пынӑ Униҫҫе ӑна тимӗр турчӑкапа уринчен тӗксе вӑратса ячӗ:
Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.
4. Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» 2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 36 №-лӗ саккунӗн (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) 84 статйин иккӗмӗш абзацӗн, 13 статйин 1-мӗш пункчӗн иккӗмӗш абзацӗн, 2-мӗш пункчӗн иккӗмӗш абзацӗн, 5-мӗш пункчӗн виҫҫӗмӗш абзацӗн, 6-мӗш тата 7-мӗш пункчӗсен, 131 статйин, 15 статйин 2–41-мӗш пункчӗсен, 17 статйин, 171 статйин 2-мӗш пункчӗн 11-мӗш ҫум пункчӗн, 21-мӗш пункчӗн, 3-мӗш пункчӗн виҫҫӗмӗш абзацӗн, 5-мӗш пункчӗн пӗрремӗш тата иккӗмӗш абзацӗсен, 61-мӗш пункчӗн, 172 статйин 1-мӗш пункчӗн пӗрремӗш–тӑваттӑмӗш абзацӗсен, 2-мӗш пункчӗн виҫҫӗмӗш абзацӗн, 3-мӗш пункчӗн пиллӗкмӗш, ҫиччӗмӗш, тӑххӑрмӗш, вун пӗрмӗш абзацӗсен, 4-мӗш пункчӗн, 5-мӗш пункчӗн, 173 статйин 1-мӗш пункчӗн пиллӗкмӗш абзацӗн, 11-мӗш пункчӗн, 2-мӗш пункчӗн, 9-мӗш пункчӗн вун тӑваттӑмӗш абзацӗн, 11-мӗш пункчӗн пӗрремӗш абзацӗн, 13-мӗш тата 14-мӗш пункчӗсен положенийӗсемпе тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен» 2001 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 36 №-лӗ саккунӗ (ҫак Саккунпа улшӑнусем кӗртнӗ) ҫумне 3-мӗш хушса ҫырнин положенийӗсемпе Чӑваш Республикин республика бюджетне туса хатӗрленӗ тата пурнӑҫланӑ чухне йӗркеленекен право хутшӑнӑвӗсем тӗлӗшпе 2020 ҫулхи (2020 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2021 тата 2022 ҫулсенчи тапхӑрти) бюджетсенчен пуҫласа усӑ кураҫҫӗ.
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
Тӗпчевҫӗсем тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, усламҫӑ 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен ятарлӑ налук режимӗ – налук хурассин патентлӑ тытӑмӗ – ҫине куҫнӑ.
Япала ҫӗлекен усламҫӑ налук тӳлемен // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32378.html
(Чӑваш Республикин 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнчи 5 №-лӗ, 2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 16 №-лӗ, 2005 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнчи 19 №-лӗ, 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи 47 №-лӗ, 2010 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи 27 №-лӗ, 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 46 №-лӗ, 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 37 №-лӗ, 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи 53 №-лӗ, 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнчи 3 №-лӗ, 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 47 №-лӗ, 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи 34 №-лӗ, 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи 25 №-лӗ, 2018 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 11 №-лӗ саккунӗсемпе улшӑнусем кӗртнӗ)
Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije
Ленин, чарӑнса тӑрса, йӗри-тавралла сӑнаса пӑхрӗ те, хӑрах енӗпе ӳпле тӗксе лартнӑ пысӑк мар утӑ капанне курса, арчине курӑк ҫине лартрӗ, тӗттӗмелле темиҫе утӑм ярса пусрӗ, куҫран ҫухалчӗ, унтан каялла тухрӗ те аллисене утӑ ҫулма хатӗрленнӗ пек сӑтӑркаласа каларӗ:
2 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Хӗл валли утӑ хатӗрлемелле пулнӑ: ҫавасене хӑйраса утӑ ҫулма тивнӗ.Пришлось, отточив косы, взяться за косьбу, чтобы заготовить на зиму сена.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Эпир чи юлашки сведенисене илме каятпӑр: утӑ миҫе капан пулнӑ, кашни капанӗ мӗн пысӑкӑш, кашни капантан утӑ пахалӑхӗ мӗнле, унта хӑях, акмасӑр ӳсекен курӑксем, акнисем — пӗр ҫулхисем, нумай ҫулхисем, — вӗсен шутӗнче люцерна, эспарцет, хутӑш курӑксем миҫе процент, ҫав шутрах — вӑрлӑхлӑх пухса кӗртни миҫе процент.
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Утӑ ҫулакансен бригади утӑ ҫулма пуҫтарӑннӑ.
Ҫулах, ҫавам, эс шӑрӑхчен, ҫулах эс сывлӑм типиччен! // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 14–15 с.
Аркадийпе Базаров пысӑках мар утӑ капанӗ сулхӑнӗнче, хӑйсен айне пӗр-икӗ ытам шатӑртатса тӑракан типӗ те симӗс, тутлӑ шӑршӑллӑ утӑ сарса выртнӑ.
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫӗрле ҫаран ҫинче, утӑ капанӗсенчен утӑ вӑрласа ҫӳренӗ.
Иккӗшӗ шурӑ, виҫҫӗмӗш — юр пек // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 41–44 с.
Акӑ пӗр лав юлчӗ, ун ҫине лумсемпе катмаксем ҫеҫ тиенӗ; тимӗрҫ аллинчен тин кӑна тухнӑ вӗсем, вӗр-ҫӗнӗ; акӑ лутра ҫуна ҫине пӗр купа утӑ хунӑ, утӑ ҫинче пӗр ача йывӑррӑн утакан лашасене хӑратса пырать; ак икӗ лав ҫине аврисене те варалайман вӗр-ҫӗнӗ наҫилккасем тиенӗ; хӗреслетсе хунӑ ҫӑнӑхлӑ михсем шуррӑн курӑнса юлаҫҫӗ; акӑ тата лав ҫинче темле каткасем, пичкесем лараҫҫӗ, тӑварланӑ ҫимӗҫсемпе пулмалла, — ҫиелтен шултӑра сарӑ ҫӗрулми купаланӑ; е урапа ӳречи урлӑ тунсӑх куҫӗсемпе сурӑхсем пӑхса пыраҫҫӗ; е ӳпӗнтернӗ хурансем, кастрюльсем курӑнса каяҫҫӗ, ещӗксенче чашӑк-тирӗк шӑкӑртатать; е лавсем хыҫҫӑн, аран ураран ура ирттерсе, ӗнесем пыраҫҫӗ, — обоз хӑй сӗчӗпе каять; е бричкӑсем ҫине хӑмаран ҫапса тунӑ клеткӑсем икшер рет пӗрин хыҫҫӑн теприне лартса тухнӑ, клеткӑсенче туллиех чӑхсемпе хурсем ларнӑ, ытла тӑвӑртан вӗсен сивӗпе хӗрелсе кайнӑ киккирикӗсем хушӑксенчен тухса пынӑ…
XV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Виҫҫӗмӗш лав ҫине кимӗ лартнӑ, унӑн икӗ айккине смала сӗрнӗ, ӑшне утӑ тултарнӑ, ҫав утӑ ҫинче Иван Атаманов ытла та аван выртса пырать.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.