Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утнине (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен шучӗпе миҫе ҫулхи ҫын ватӑ шутланать-ши?» — шухӑшларӑм эпӗ карчӑкпа старик ҫав тери ҫӑмӑллӑн утнине сӑнаса пынӑ майӑн…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ сирӗнтен кашниех мӗнле утнине те пӗлетӗп, ҫавӑнпа сире инҫетренех палласа илме те пултаратӑп.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫавӑнпа та: «Тӑвалла пулсан та малаллах», — тесе тӗллевлӗ утнине нимех те ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Тепре утнине курсан, ҫийӗнчех ятлӑр, хӑваласа ярӑр, — терӗ Гаврил Романович.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗтӗм ӗҫ — эсӗ ху ӑс-тӑнпа шухӑшласа малалла пынине туйнинче, ху парус, мотор е турбина вырӑнче пулнине, ху ӑҫталла тата мӗнле тӗллевпе утнине е вӗҫнине пӗлсе, туйса тӑнинче.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах халӗ вӑл хӑйне хӑй унпа темле хаяррӑн шӳт туса илнӗ пек, хӑйне ача вӑййинчи пек куҫӗсене тутӑрпа ҫыхса малалла уттарнӑ пек, унтан курса тӑракансем ахӑлтатса кулнӑ май куҫӗсене салтнӑ хыҫҫӑн хӑй тӳрккессӗн тата каймалли ҫӗрелле мар, пачах урӑх еннелле утнине ӑнланнӑ пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Качча илсе парас мар-и сана ҫавна? Питӗ юсу вӗт», — тетчӗ вӑл хӑш чухне, Сухви пӗве пуҫӗпе ҫӑл патнелле утнине курсан.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫав хушӑра фуфайкӑпа ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, чашӑк йӑтнӑ Мартин ват ҫын пек вӑраххӑн таплаттарса нӳхрепе утнине ҫеҫ куркаларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Чуппи хӑйӗн ҫамрӑк ҫын васкаса утнине те тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ҫаврӑнчӗ те улӑм купи урлӑ ачасем еннелле салтак утнине курах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Инкек сиксе тухнӑ ҫӗре чупнӑ май эпӗ темшӗн хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӑм та Григориу арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑм хӑй килнӗ ҫулпа каялла чавтарса утнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

XXX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

…Таранов хӑш-пӗр ҫынсем кӑлпасси ҫӗклесе утнине асӑрхасан гастронома васкарӗ: уйӑх кӗҫ-вӗҫ вӗҫленет, талона сая ямалла мар, ҫӑкӑрпа сӗт-турӑх туянмалла тата.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мосальский, чӑннипе, хыҫра камсем утнине пӗлменччӗ, анчах темшӗн ҫаврӑнса пӑхрӗ те вӗсене палларӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

…Кӗтмен ҫӗртен Зиминцевпа Люся юнашар утнине курсан, эпӗ хам сисмесӗрех чарӑнса тӑтӑм — манӑн урасем хытса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кунта вара эпӗ мана хӗрарӑмсем каласа панӑ йышши тум тӑхӑннӑ ҫӳллӗ арҫын, вокзал умӗнчи садран тухса, хуланалла каймалли автобус еннелле хӑвӑрт утнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Утса пыраттӑм ҫапла лӑпкӑн ҫеҫ, сасартӑк пӗр хӗрарӑм фермӑран тухса, ял еннелле утнине куртӑм.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫамрӑк мӗнле хыпаланса, пилӗк таран пулнӑ ыраш пуссипе выртакан сукмак тӑрӑх малалла чӗререн ӑнтӑлса утнине курсан, ку каччӑ тӑван вырӑнсене тунсӑхланине, ачаран чӗрене ҫывӑх та хаклӑ тавралӑха хӑвӑртрах курасшӑн ҫуннине чухлама пулать.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вара, хӗр хӑйӗн фуфайки патнелле утнине асӑрхаса, хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те вазӑран пан улми, печени, канфет илсе хут пакета тултарчӗ, пакетне вӑйпах Таньӑна тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ҫав самантра ансӑр сукмакпа ӳпле еннелле Мишша кукаҫ утнине асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Каҫ енне кайсан, ҫав йӗрсемпе вӗсем килелле утнине кӗтме пуҫлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех