Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утни (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӑлтӑрта ҫаруран утни илтӗнчӗ те, алӑкра чылаях ватӑ хӗрарӑм курӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр ҫур сехетрен вӗтӗ ҫӑнӑх пек тусанлӑ урам варрипе ҫынсен пысӑках мар ушкӑнӗ кас тӑрӑх васкаса утни курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫак пархатарлӑ шӗвекӗн сиплӗ сӗткенӗ чун тарӗ пек сӑрхӑнса пуҫтарӑннӑ: эпир ҫӑлтӑрсен ҫутинче утни те, тараса шӑлтӑрмин юрри те, ман алӑсен вӑйӑм-сулӑмӗ те — пурте пӗрлеччӗ пулас унта.

Она родилась из долгого пути под звездами, из скрипа ворота, из усилий моих рук.

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ӑна хӑй икӗ уйӑх каялла (тӗрӗссипе, ку тахҫан-тахҫанах пулнӑ пек туйӑнчӗ) ҫакӑн пекех, анчах пачах урӑх тинӗс хӗррипе утни, ӑна хирӗҫ пулӑ хуппи пек йӑлтӑртатакан, кӗлеткине ҫат тытса лартнӑ платйӗ тӑхӑннӑ темле хӗрарӑм васкаса утса пыни аса килчӗ…

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кардиологсен шухӑшӗпе шӑпах утни —чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсене, ытлашши виҫене, сыпӑксен проблемисене асӑрхаттармалли питӗ лайӑх меслет.

По мнению кардиологов именно ходьба – отличное средство для профилактики сердечно-сосудистых заболеваний, лишнего веса, проблем с суставами.

Пишпӳлек районӗнче пурӑнакансем "Пурнӑҫ патне 10 000 утӑм" профилактика акцине хутшӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... nn-3461703

Государствӑна, колхоза усӑ кӳрет-и ҫав ҫулпа утни — ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ шухӑшласа пӑхмалла.

Куҫарса пулӑш

XIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Авангард» ял хуҫалӑх предприятийӗ те аталану ҫулӗпех утни савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

Бианка чӑнкӑ ҫыранпа тапӑҫланса хӑпарни е хумсем айӗнчен сирпӗнтерсе тухни, е тата кӑшт вӑрҫсанах пӑшӑрханнӑ-кӳреннӗ пек пӑрӑнса утни куҫ умне килсе тухать те хама хам ҫине-ҫинех, вӗҫӗмсӗр калатӑп: «Мӗн тери хаклӑ иккен эсӗ, пурнӑҫ, мӗн тери илемлӗ! — тетӗп. — Нимӗнле сӑмахпа каласа кӑтартайми юратать сана чӗрӗ чун, пурнӑҫ! Нимӗнле виҫепе те виҫме ҫук санӑн хакна, пурнӑҫ!» — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Алкумӗнче тап-тап-тап! пусса утни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Килӗшрӗ пуль ҫав, пит килӗшрӗ пуль интелегентсем пек хулран-хула ҫакланса утни.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

кайӑк хур (кайӑк кӑвакал) халсӑрланни, ҫынран хӑрани, тайкаланса утни сисӗнсен, тытнӑ тупӑша полиэтилен миххе хурса патшалӑхӑн ветеринари службин представительне памалла;

Куҫарса пулӑш

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

Вӑл хытӑ уксакласа утни Валерия Ивановнӑна тӗлӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Утни этемшӗн усӑллӑ иккен, ҫапла калать юлашки вӑхӑтра радио та.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Ҫав хушӑра такам пит асӑрханса утни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак йӗкӗтӗн кашни хусканӑвӗ килӗшет ӑна: калаҫни те, кулни те, ҫын ҫине пӑхни те, кӑштах уксахласа утни те…

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫакӑн пек сар хӗвеллӗ сарӑ кун пуҫланнӑ чух сарӑ хӗре кичеммӗн утни пач та килӗшмест.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӑна иккӗлле уйӑракан ҫитса чаршав хыҫӗнчен пӑшӑлтатса калаҫни, асӑрханса утни, атӑ ҫӗленӗ чухне кирлӗ пулакан мӑлатукпа тӑтӑшах шаккани илтӗнет.

Из-за ситцевой занавески, разделявшей комнату, доносился шопот, осторожные шаги, частое постукиванье сапожного молотка.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пирӗн тӗллев аталану сценарийӗн тӗллевлӗ тӗслӗхӗсемпе ҫирӗппӗн утни тата вӗсене пурнӑҫа кӗртсе пыни пулнӑ та, пулать те.

Нашей целью было и остается движение по целевому моделированию сценариев развития и претворению их в жизнь.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Анчах Мыйракипе унӑн икӗ юлташӗ ним хӑрамасӑр малалла утни, шиклӗ чӗреллисене те шанӑҫ кӳрсе, тарма ирӗк памарӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак вӑхӑтра урамра ҫын утни илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех