Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗкленӳллӗн калаҫакан Мамарланов, сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем ҫамки ҫине арпашӑнса усӑннине асӑрхайманскер, Герасим Федотовича вӑйпа тенӗ пекех фельдшерпа акушер пунктне ҫавӑтса кайрӗ.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Фома ун умӗнче пуҫӗ усӑннӑҫемӗн усӑннине, анчах ӑна вӑл нимӗнле те чарма пултарайманнине туйса тӑнӑ…
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унтан вӑл куҫӗсене ҫӗклерӗ те — нимӗҫ салтакӗ ача виллине йӗрӗнсе ҫӗклесе пынине, ачин пуҫӗ ҫӗрелле усӑннине курчӗ.Она взглянула — немецкий солдат неловко нес трупик, головка ребенка свисала вниз.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
— Павел Власов амӑшӗ! — хирӗҫ тавӑрчӗ вӑл, хӑйӗн чӗркуҫҫисем чӗтреннине тата тути хӗрри ирӗксӗрех усӑннине туйса.
XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Эпӗ пур чух вӑл ӗҫне, мана пач курман-пӗлмен пекех, сивӗ те туртӑнкӑҫла витӗмлӗхпе тума тӑрӑшрӗ, анчах эпӗ час-часах ун аллисем сасартӑк ӗҫ варринчех чӗркуҫҫийӗсем ҫумӗпе халсӑррӑн усӑннине, куҫӗсем аялалла, урайнелле, ним хускалмасӑр та тӗлсӗр-мӗнсӗр тӑрӑнса тинкернине асӑрха пуҫларӑм.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
- 1