Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усрарӗҫ (тĕпĕ: усра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эрнене яхӑн кивӗ чиркӳре усрарӗҫ тыткӑнрисене.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрман ҫунма пӑрахсан та вӗсене вӑхӑтлӑха Хурашыврах тытса усрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Усрасса та аякран килнӗ элче Мускав шывӗ хӗрринчи чаплӑ ҫуртра усрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр вӑхӑт мана аманат пекех усрарӗҫ, эпӗ хама хупса лартаҫҫӗ пулӗ тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хупса лартрӗҫ витене, Пилӗк талӑк усрарӗҫ, Ҫав пилӗк кун хушшинче Апатпа шыв памарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Темиҫе салтак, пирӗн патран тарса ҫапӑҫакан ҫар пайӗсене хутшӑнасшӑн пулна-мӗн те, вӗсене юланутпа хӑваласа ҫитсе каялла тавӑрчӗҫ, сивӗ путвала хупса виҫӗ кун хӑр выҫӑ усрарӗҫ.

Когда же несколько солдат попытались сбежать из колонны в сражающуюся часть армии, их по приказу фельдфебеля догнали верховые и упекли в холодный подвал, продержав там без еды трое суток.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тумлантарчӗҫ, тӑрантса усрарӗҫ.

Одели-обули, дали работу.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тукайпа Саррие пӗр эрне хупса усрарӗҫ те тепре хӑратнӑ, тепре хытӑ ятланӑ хыҫҫӑн ирӗке кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

…Елиспа Виттюк иккӗшӗ ӗмӗрне ӗне усрарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Апат-ҫимӗҫе вӗсем король шучӗпе ҫитерсе усрарӗҫ, хӑйсем манпа ялан кӑмӑллӑ калаҫрӗҫ.

Содержание мне отпускалось за счет короля, и обходились со мной довольно хорошо.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пӗлместӗп ӗнтӗ, сире хӑҫанччен тытӗҫ, мана вара сакӑр уйӑх тытса усрарӗҫ.

Не знаю, сколько вас будут держать, а меня восемь месяцев держали.

XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Пирӗн инженерсем пӑрланса ларнӑ пӗчӗк пӳлӗмсенче пурӑнчӗҫ, столовӑйра ҫӗр-улмипе ҫеҫ ҫитерсе усрарӗҫ.

Инженеры мерзли у нас в обледенелых каморках, в столовой кормили одной картошкой.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вилнӗ ҫынсен ӗҫӗсене тӗпчесе пӗличчен икӗ эрне хушши мана арестлесе усрарӗҫ.

Под арестом был две недели, пока разбирались с мертвяками.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Унта пире вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем тӑрантарса усрарӗҫ.

И там нас кормили дикие звери и птицы.

Рим хули пуҫланни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Красноармеецсем Чекалинӑпа унӑн ывӑлне хӑйсем патӗнче пӑхса усрарӗҫ.

Красноармейцы приютили Чекалину с сыном.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ӑна вара тепӗр ирхинех арестлерӗҫ, темиҫе кун хушши, комендатура подвалӗнче хупса усрарӗҫ.

Наутро его арестовали и несколько дней продержали в подвале комендатуры.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Паллакан ҫынсем, Смольнӑй Буянри рабочисем, мана хӑйсен баракӗнче пытарса усрарӗҫ.

Знакомые ребята, рабочие на Смольном Буяне, спрятали меня в своем бараке.

3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫитменнине тата пире тӗттӗмлӗхре тытса усрарӗҫ.

Да и в темноте нас держали.

5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Икӗ эрне тытса усрарӗҫ — ҫитет.

Держали нас две недели — хватит.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ӑна палатӑри юлташсем тата пӳсӗрпе асапланса пурӑнакан ӑшӑ чӗреллӗ повар тӑрантарса усрарӗҫ.

Кормили его товарищи по палате и сердобольный, страдавший от грыжи повар.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех