Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усраннӑ (тĕпĕ: усран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрле, пӗр ушкӑнрах вӗренетпӗр, — асрах усраннӑ юратнӑ каччин кӑмӑлне ҫавӑрма васкарӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ашшӗ телӗшпе ӑна яланах пулӑшма тимлени, — ку, паллах, иккӗленӳсӗр, — халӗ ҫирӗп те тӗреклӗ, пӗр ҫӗрелле ӑнтӑлнӑ; ку — туйӑмсен тӗттӗмлӗхӗнче пытанса усраннӑ усӑллӑ шухӑш-тӗллев, ҫакӑн кашни хусканӑвӗ чан ҫапнилле янӑрать.

Мысль об отце, ранее заботливая и ясная, была теперь жестка и упорна, устремлена в одну точку, полезную замыслу, таившемуся в тьме чувств, каждое движение которых гудело, как колокол.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Вӗсенчен пуҫне сӗтел хушшинче тата ҫак ҫынсем лараҫҫӗ: нефть турттарас ӗҫри специалист-инженер Алексеев, — ватӑлса кӑвакара пуҫланӑ этем, анчах та лайӑх пӑхса усраннӑ сӑн-пичӗ унӑн тимлӗн те ҫамрӑккӑн курӑнать, — ыйтусене вӑл ҫирӗппӗн татса йышӑнакан ҫын пек туйӑнать, Мускавран вӑл ҫак кунсенче ҫеҫ килсе ҫитнӗ; кунтах тата унӑн ывӑлӗсем — ҫирӗм ҫулхи штабс-капитанпа ҫирӗм икӗ ҫулхи подполковник.

За столом, кроме них, сидели: спец по нефтяному транспорту, на-днях командированный сюда из Москвы, инженер Алексеев — холеный седоватый человек, с моложавым решительным лицом, и два его сына — двадцатилетний штабс-капитан и двадцатидвухлетний подполковник.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Вӑл хут пирӗн вӑхӑта ҫитиех те усраннӑ пулӗччӗ-и тен, анчах Сергей Платонович аслашшӗ вӑхӑтӗнчех пысӑк пушар пулнӑ та, турӑш кӗтессинче пуҫтарса хунӑ грамота йывӑҫ арчипе пӗрлех ҫунса кайнӑ.

Может, сохранилась бы она и до наших времен, да в большом пожаре, еще при деде Сергея Платоновича, сгорела вместе с деревянной шкатулкой, хранившейся на божнице.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Акӑ газик чарӑнать, нумай пулмасть доклад сыхланса усраннӑ папкӑна хул айне хӗстерсе, секретарь комбайн е ҫум ҫумлакан хӗрарӑмсем патне хӑюллӑн утса каять, — пӗр сӑмахпа каласан, вӑл пур ҫӗрте те режиссер ирӗкне тӗплӗн пӑхӑнать…

И вот «газик» останавливается, секретарь, держа под мышкой папку, в которой не так давно хранился доклад, направляется решительным шагом к комбайну или к полольщицам, — словом, во всем строго исполняя волю режиссера…

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Тимофей Дамасков, тем сӑлтавпа Половцев ушкӑнӗнчен пӑрӑнса кайса, тӑр-пӗччен вӑрӑ-хурах пулса кайнине ҫакӑ та ҫирӗплетсе парать: Дамасковсен сарайӗнче граждан вӑрҫиренпех сыхланса усраннӑ, кайран Давыдов тупнӑ станковӑй пулемета вӑл Половцевпа пӗр майлисене паман.

— О том, что Тимофей Дамасков по каким-то причинам откололся от группы Половцева и стал попросту бандюгой-одиночкой, свидетельствует и тот факт, что он не передал единомышленникам Половцева станковый пулемет, хранившийся со времен гражданской войны в сарае у Дамасковых и впоследствии найденный Давыдовым.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Илюша вара, ют ҫӗртен илсе килнӗ чечек теплицӑра усраннӑ пек, ачашланса усранаканскер, килте тунсӑхласа ларать, кӗленче айӗнчи ҫав чечек пекех хуллен те черченкке ҫитӗнет.

И Илюша с печалью оставался дома, лелеемый, как экзотический цветок в теплице, и так же, как последний под стеклом, он рос медленно и вяло.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Троекуровӑн пысӑк библиотека пулнӑ, унта пуринчен ытла XVIII емӗрти француз писателӗсем ҫырнӑ кӗнекесем усраннӑ.

У Троекурова была огромная библиотека, составленная большею частию из сочинений французских писателей XVIII века.

VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех