Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усалсенчен (тĕпĕ: усал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пӳлӗхҫӗм, ҫырлах, ан пӑрах… усалсенчен, лӑп-лапран сыхла, упра..»

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Вӑл тӑна кӗме тытӑнчӗ! — илтех кайрӗ Пинер усалсенчен пӗрин сассине.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чи малтанах ҫакна пӗл: ҫак вӑрмана сана, кӑмпа хайлипе, паян ҫӗр ҫинче ҫынсене мана хирӗҫле ӗҫсем тума хӗтӗхлесе пурӑнакан усалсенчен пӗри, вупкӑн, Аслӑ Шуйттанӑн — Сатана Дьяволӑн — пулӑшаканӗ астарса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑна усалсенчен упрама тӑрӑшмалла…

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахал-и ыйӑха курмасӑр, Эп сӑпкунтан самант хӑпмасӑр, Куҫа хупмасӑр, сиктерсе Ҫӗр каҫиччен-ҫке лӑплантарнӑ, Усалсенчен те хӳтерсе, Телейлӗ тӗлӗкпе кантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вара вӑл усалсенчен тем курса ларӑн.

А то еще наживешь хлопот с этой братией.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

35. Ҫынсем вара мӗн пулса иртнине курма тухнӑ; Иисус патне пырсан вӗсем усалсенчен тасалнӑ ҫын Ун ури патӗнче тумтирпе, ырӑ ӑн-пуҫпа ларнине курнӑ та сехӗрленсе ӳкнӗ.

35. И вышли видеть происшедшее; и, придя к Иисусу, нашли человека, из которого вышли бесы, сидящего у ног Иисуса, одетого и в здравом уме; и ужаснулись.

Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех