Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каларӑм эпӗ: хуйхӑ ҫитрӗ мана! хуйхӑ ҫитрӗ мана! ах, мӗнле хурлӑхлӑ мана! усалсем усал ӗҫ тӑваҫҫӗ, усалсем усалланса кайсах усал ӗҫ тӑваҫҫӗ.И сказал я: беда мне, беда мне! увы мне! злодеи злодействуют, и злодействуют злодеи злодейски.
Ис 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ытла черчен кӑмӑллӑ ан пул-ха, кин, тетӗп вара, — ҫын тени ҫанталӑк мӗнлине кура тумланать, ҫавӑн пекех кӑмӑла та кампа пурӑннине, кампа калаҫнине кура улӑштармалла ӑна, ырӑпа ырӑ, усалпа усал пулмалла, унсӑрӑн таптать вӑл усал тени, чараймастӑн ӑна, тетӗп.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Ун мӑйӗнче ҫакӑнса тӑракан амулетсем усал куҫсенчен, усал шывран, кобр сӑхасран, тискер кайӑксенчен, вӑрӑран, тӗрлӗ чир-чӗртен, усал сывлӑшсенчен сыхлаҫҫӗ, имӗш.
Пакистан ялӗнче // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
— Тен, ку халлӗхе курӑнмасть те пулӗ, анчах та вӑл, паллах, ҫак кунсенче нумай шухӑшланӑ, хӑй кунта усал шухӑшпа килнине, ҫапах та ӑна усал туманнине, усал тӑвас вырӑнне — пулӑшнине тивӗҫлӗ хак панах ӗнтӗ.
49 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫак курайманлӑх вӑл — усал ӗҫе пӗрле тӑвакан икӗ ҫыннӑн курайманлӑхӗ пулнӑ, — усал ӗҫ тума хӗтӗртнишӗн те, усал ӗҫне тунишӗн те.
XIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ун чухне усаллисем вӗсен усал пулма юраманнине курӗҫ; вара усал ҫынсем ырӑ ҫынсем пулса тӑрӗҫ: вӗсем ырӑ пулни вӗсене сиенлӗ пулнӑ пулӗччӗ, вӗсем ҫавӑнпа кӑна усал пулнӑ та ӗнтӗ, анчах вӗсем ырри усаллинчен лайӑхраххине пӗлеҫҫӗ, ыррине юратнӑшӑн сиен пулман вӑхӑт ҫитсессӗн, вӗсем ырра юратса пӑрахӗҫ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манӑн усал ҫынсем — усал, анчах вӗсен усал алли айӗнче ырри ӳссе ҫитӗнет.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
28. Вӗсем ӗнтӗ Турра пӗлесшӗн пулмарӗҫ, Турӑ вара вӗсене хӑйсен пӑсӑк ӑсӗпе кирлӗ мар ӗҫсем тума ирӗк пачӗ, 29. ҫавӑнпа вӗсенӗн тӗрлӗ тӗрӗсмарлӑх туллиех: вӗсем аскӑн, чее, мула юратаҫҫӗ, ҫынна кураймаҫҫӗ, ӑмсанаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, вӗсем ултавҫӑ, усал кӑмӑллӑ, 30. усал чӗлхеллӗ, элекҫӗ, Турра кураймаҫҫӗ, ҫынна хур тӑваҫҫӗ, мухтанаҫҫӗ, вӗсем мӑнкӑмӑллӑ, усал шухӑшласа кӑларма ӑста, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмаҫҫӗ, 31. вӗсем ӑссӑр, шанчӑксӑр, юратма пӗлмеҫҫӗ, килӗштермеҫҫӗ, хӗрхенмеҫҫӗ.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Халӑх хушшинчен сасартӑк пӗр ҫын кӑшкӑрса каланӑ: эй Вӗрентекен! йӑлӑнатӑп Сана, манӑн ывӑлӑма пырса пӑхсам, манӑн ҫак ывӑл анчах: 39. ӑна усал тытса пӑрахать те, вӑл сасартӑк кӑшкӑрса ярать; ӑна шӑнӑр туртса лартать, ҫӑварӗнчен кӑпӑк тухать; усал ӑна йӑлт асаплантарса пӗтерсен ҫеҫ сирӗлет; 40. усал сывлӑша хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсене йӑлӑнтӑм та, вӗсем пултараймарӗҫ, тенӗ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Мӗншӗн тесессӗн Иисус усал сывлӑша ҫав ҫын ӑшӗнчен тухма хушнӑ: усал ӑна нумайранпа асаплантарнӑ; ӑна сыхласа сӑнчӑрпа та сӑнчӑрланӑ, тӑлӑпа та тӑлланӑ, вӑл ҫавах ҫыххисене тата-тата пӑрахнӑ, вара усал сывлӑш ӑна пушхире хӑваласа кайнӑ.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑнпа та эпир, вӗсем кирек хӑш самантра та пире хирӗҫ усал шухӑш тытнине пӗлсе ҫитсе, ҫапла хӑҫан та пулин хамӑра хирӗҫ сасартӑк пӑлхав ҫӗкленсессӗн, ҫак усал ҫынсем пире сутакансем, хаяр тӑшманӑмӑрсем пуласса малтанах курса тӑрса, 18. ҫапла хушатпӑр: ҫак ҫырӑва илнӗ-илменех эпир асӑннӑ ҫынсене пур ҫӗртен те арӑмӗсемпе, ачисемпе пӗрле вӑйпах, асаплантара-асаплантарах, тимӗрлесе пирӗн патӑмӑра вӗлерме ӑсатмалла: вӗсем пек усал шухӑшлӑ ҫынсем пӗр шелсӗр те мӑшкӑл вилӗме тивӗҫлӗ.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ара, эсир аҫӑрсен усал ӗҫӗсене, Иудея патшисемпе вӗсен арӑмӗсен усал ӗҫӗсене, хӑвӑрӑн тата хӑвӑр арӑмӑрсен усал ӗҫӗсене, Иудейӑра, Иерусалим урамӗсенче мӗн пулса иртнине манса кайрӑр-им?
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сире ҫапла каланӑ: «хӑвӑрӑн усал ҫулӑрсенчен, усал ӗҫӗрсенчен хӑпӑр та Ҫӳлхуҫа сире тата сирӗн аҫӑрсене ӗмӗр-ӗмӗре панӑ ҫӗр ҫинче пурӑнӑр; 6. урӑх турӑсем хыҫҫӑн ан ҫӳрӗр, вӗсене пӑхӑнса, пуҫҫапса ан пурӑнӑр, хӑвӑрӑн аллӑр ӗҫӗсемпе Мана ан ҫиллентерӗр, вара сире усал тумӑп» тенӗ.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Санӑн умра темӗн чухлӗ усал ӗҫ турӑмӑр, пирӗн ҫылӑхсем пире хирӗҫле кӳнтелеҫҫӗ: усал ӗҫӗмӗрсем хамӑрпа пӗрлех ҫав, эпир хамӑрӑн усал ӗҫсене пӗлсех тӑратпӑр.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эй усал ҫын, тӳрӗ ҫын килне усал тума ан шухӑшла, ун канлӗхӗн вырӑнне ан аркат: 16. тӳрӗ ҫын ҫичӗ хутчен ӳкет те — тӑрать; усал ҫынсем вара пӗтмеллипех пӗтеҫҫӗ.
Ытар 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Чӗрӳне ӑслӑлӑх кӗрсессӗн, чунушӑн пӗлӳлӗх кӑмӑллӑ пулсассӑн, 11. сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ; 12. ҫакӑ сана усал ӗҫсен ҫулӗнчен, суя суйса калаҫакан ҫынран ҫӑлса хӑварӗ, 13. сӗмлӗх ҫулӗсемпе ҫӳремешкӗн тӳрӗ ҫула пӑрахакансенчен, 14. усал ӗҫ туса савӑнакансенчен, усал асӑхпа киленекен ҫынсенчен — 15. кукӑр ҫулпа ҫӳрекенсенчен, хӑйсен сукмакӗ ҫинче аташса ҫӳрекенсенчен — ҫӑлса хӑварӗ; 16-17. сана ӑслӑлӑх урӑх ҫын арӑмӗнчен — хӑй ҫамрӑклӑхӗн тусне пӑрахнӑ, хӑй Туррийӗн саккунне маннӑ, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран — хӑтарӗ.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эхер те суя кӳнтелен кама та пулин усал ӗҫ тунӑ тесе тапӑнать пулсассӑн, 17. ҫав тавӑҫакан икӗ ҫын вара Ҫӳлхуҫа умне, ҫав вӑхӑтри священниксемпе тӳресем умне тӑтӑр; 18. тӳрисен лайӑх тӗпчесе пӗлмелле, эхер те кӳнтеленӗ суя кӳнтелен пулсассӑн, хӑй тӑванӗ ҫинчен суя сӑмах ҫитернӗ пулсассӑн, 19. вӑл хӑйӗн тӑванне мӗн тума шухӑшланӑ, ӑна хӑйне ҫавӑн пек тӑвӑр; усал ӗҫе хӑвӑр хушшӑртан ҫапла пӗтерсе пыр; 20. ыттисем илтӗҫ те хӑраса кайӗҫ, ӳлӗмрен сирӗн хушшӑрта ҫапла усал ӗҫ тумӗҫ; 21. [ӑна] куҫу хӗрхенсе ан тӑтӑр: чуншӑн — чун, куҫшӑн — куҫ, шӑлшӑн — шӑл, алӑшӑн — алӑ, урашӑн — ура.
Аст 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Паллах, эпӗ ку сӑмахсене пурне те ӗненместӗп, анчах вӗсем ҫапах та усал ҫынсем хӑйсем вилсен те тӗнчене усал юмахсем хӑварнине пӗлтереҫҫӗ…
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Тӗн кӗнекисенче ҫырса хунисем тӑрӑх, хӗрарӑм усал сывлӑшпа тата ҫӗленпе танах пулса, упӑшкине улталаса, ырӑпа усала пӗлтерекен улмана ҫитернипе ҫылӑха кӗнӗрен этем ӑрӑвне ӗмӗр-ӗмӗрех асапланса пурӑнмалла тунӑ имӗш.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Кӑмака хутса ячӗҫ, юмӑҫ пӗчӗкскере вут умӗнче тытса кӗлӗ каларӗ, пепкене вырӑн ҫине хучӗ, усал вӑйсене ҫырлахтарас тесе вут ҫине тӑвар сапрӗ, усалсене ачана чир-чӗртен, инкек-синкекрен хӑтарма тархасласа ыйтрӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.