Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уроксене (тĕпĕ: урок) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн предметне лайӑх пӗлнӗрен, ачасене уроксене тӗплӗ ӑнлантарнӑран шкул ачисен юратнӑ учителӗ пулса тӑрать, вӗсемпе пӗр чӗлхе тупать.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Вӑл уроксене вӑрахчен хатӗрленет: презентацисем тӑвать, урок темипе ӑнлануллӑ материал шырать, тата ҫав вӑхӑтрах манпа воспитани калаҫӑвӗ ирттерет.

Она долго готовится к урокам: составляет презентации, ищет познавательный материал по теме урока, а еще параллельно проводит воспитательную беседу и со мной.

Ман анне — учитель // Семен СЕРГЕЕВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... el-3463259

Ачасене предмета ӑса хывма хавхалантарас тӗллевпе уроксене епле хӑйне евӗрлӗ кӑсӑклӑ, пурнӑҫри тӗслӗхсемпе усӑ курса ирттернине хам учитель пулса тӑрсан, пушшех, лайӑх ӑнланса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Малтанхи уйӑхра шкула ҫӳрекеленӗ пулсан та — уроксене тӗллӗ, ӗретлӗ хатӗрленсе кайма питех те сайра тӳр килчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тоня аппа хӑнасене: «Сире мами шырать пуль. Каҫхи апат вӑхӑчӗ те ҫывхарса пырать. Уроксене вӗренсе хутӑр-и?» – терӗ.

Тут бабушка Тоня обратилась к гостям: «Вас, наверное, мама ищет. Скоро ужинать. Уроки-то выучили?»

Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578

Тепӗр чух уроксене хатӗрлессине те ҫӗрлене хӑварма тивет.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Уроксене вӗренмелли виҫҫӗмӗш тӗвӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗвӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 16–17 с.

Ытти хӗрачасенчен сӑн-пуҫ хитрелӗхӗпе е тумтир тирпейлӗхӗпе ҫеҫ мар, ӑстӑн вичкӗнӗшӗпе те уйрӑлса тӑрать: уроксене пӗр такӑнмасӑр шакӑртаттарать: учительницан кирек хӑш ыйтӑвӗ ҫине те пуҫа ытлашши ҫавӑрттармасӑрах, тӗп-тӗрӗсех хуравлать, пӗр йӑнӑшмасӑр, шӑрҫаласа ҫырать; калаҫӑвӗ — саркайӑк чӗппин ҫурхи ҫепӗҫ чӗвӗлтетӗвӗ; ҫинҫе, чанкӑрти юррисем — дискант — ҫамрӑк саркайӑкӑн малтанхи шӑнкӑрти юррисем.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юлашки ҫулсенче уроксене сиктеркелет.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Вӗсемпе ирӗклӗн калаҫать, уроксене программӑра палӑртнинчен тӗплӗнрех ирттерет.

Он говорил с ними свободно, не ограничиваясь рамками программы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Халӗ ӗнтӗ Хородничану господин та тек уроксене килми пулать, — хушса хучӗ вӑл хуйхӑллӑн.

Вот теперь и господин Хородничану не приходит больше на уроки, — добавил он с горечью.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

«Турӑ саккунне» вӗренмелли уроксене Семенов та, Иванов пекех, питӗ юратмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫуркунне каҫ час пулмасть, шкултан таврӑнсан ыранхи уроксене вӗренсе хатӗрлетпӗр те тӳрех утара тухса чупатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Кайран шкула та пӗрлех ҫӳретчӗҫ, уроксене те пӗрлех хатӗрленетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Уроксене хатӗрлесе пӗтерсен, Анастасия Александровна пире час-часах писательсем, вӗреннӗ ҫынсем, паллӑ ҫарпуҫӗсем ҫинчен вуласа е каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ачасем сӑмахлама пӑрахрӗҫ, уроксене хатӗрлеме ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир, шӗл-кӑварлӑ кӑмакана хӑварса, уроксене хатӗрлеме тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Уроксене вӗренсе пӗтерсен, учительница пире мӗн ҫинчен те пулин каласа е вуласа паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Виҫҫӗмӗш класа ҫитсен, эпир каҫсерен уроксене хатӗрленме шкула ҫӳреттӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑрҫӑ ветеранӗ, Кайӑкял ҫынни Василий Егорович фронтовик ҫамрӑк учительсене уроксене епле ирттермеллине вӗрентетчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрӗх пӗр ҫул ӗҫлерӗм те пенсие тухрӑм» // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/23/%d1%85e%d1 ... 80a%d0%bc/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех