Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урок сăмах пирĕн базăра пур.
урок (тĕпĕ: урок) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Эколята - ҫамрӑк ҫутҫанталӑк хӳтӗлевҫисем» урок шайӗнче «Дюймовочка» ача сачӗн тӗрлӗ ҫулхи «Непоседы» тата «Пчелка» (Йӑлпӑлакри филиал) ушкӑнсен воспитанникӗсемпе «Ҫын тусӗсем» темӑпа урок ирттернӗ.

В рамках Всероссийского урока «Эколята- молодые защитники природы» с воспитанниками разновозрастных групп «Непоседы» и «Пчёлка» (с.Елбулак- Матвеевка) был проведён урок по теме «Друзья человека».

Эколята - ҫамрӑк ҫутҫанталӑк хӳтӗлевҫисем // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2023 ... em-3468890

Вӑл уроксене вӑрахчен хатӗрленет: презентацисем тӑвать, урок темипе ӑнлануллӑ материал шырать, тата ҫав вӑхӑтрах манпа воспитани калаҫӑвӗ ирттерет.

Она долго готовится к урокам: составляет презентации, ищет познавательный материал по теме урока, а еще параллельно проводит воспитательную беседу и со мной.

Ман анне — учитель // Семен СЕРГЕЕВ. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... el-3463259

Вӗренӳ дисциплинине граждан оборонипе, кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ темӑсене кӗртнине, обществознани, истори тата литература урокӗсенче коррупцие хирӗҫле ыйтусене те пӑхса тухнине, шкулсенче кашни кӗҫнерникун профориентаци енӗпе занятисем иртнине, урок тулашӗнчи занятисенче тӗрлӗ предприятие экскурсие ҫитсе курнине ырламалла ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Кун пек авӑксенче уроксенче вӑл, виҫесӗр ҫемҫелсе, вӗренекенсене «4» тата «5» паллӑсен (тивӗҫлипе-и, тивӗҫсӗр-и) купи айне турӗ, хӑй вара час-часах пӑтрашӑнкаларӗ, урок «ҫиппине» ҫухаткалани те пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Уроксенче, урок тулашӗнчи мероприятисенче ачасене «тӑван ҫӗршыв», «тӑнӑҫлӑх», «ӗҫченлӗх», «сапӑрлӑх», «пӗлӳ» ӑнлавсене ӑша хывма пулӑшма тӑрӑшатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн предметне юратакан вӗрентекен ӗҫре ӑнӑҫуллӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9193-kh-j-n- ... n-re-n-ull

— Малашне те урок вӗренмесен сире, сармантейсене, сакайне хупса лартатӑп — шӑшисемпе пӗрле! — тесе урока вӗҫлерӗ тияккӑн, Кӗсле ялӗнчен тухнӑ чӑваш.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ класа анчах кӗрсе ларсаттӑм, немка Эльза Францисковна Торопыгинран урок ыйтса пӗтерсен, эпӗ урок вӑхӑтӗнче кӗнӗшӗн кӑмӑлсӑр пулса, ҫапла каларӗ:

Едва только я вошел, как немка Эльза Францисковна окончила спрашивать Торопыгина и, недовольная моим появлением среди урока, сказала:

VII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑрттӑн пулса иртекен истори урокӗсене вӗренекенсем ҫав тери юратса итленӗ, кашни урок хыҫҫӑнах учительница вӗсене тӑван ҫӗр-шыв шӑпи ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ.

И такие нелегальные уроки истории усваивались детьми лучше всех других предметов, после каждого урока учительница рассказывала о судьбе родины.

Пире пулӑшакансем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ӗлӗк Чижик учительница пулма ҫӑмӑл тесе шутланӑ: класа пыратӑн та урок каласа паратӑн, задача тутаратӑн е диктовка ҫыртаратӑн тата киле уроксем парса яратӑн та, — ӗҫӗ те пӗтрӗ.

Раньше Чижик думала, что учительницей быть так просто: придешь в класс, расскажешь урок, дашь задачку или диктовку да на дом уроки — и всё тут.

Леночкӑн хуйхипе чӑрмавӗсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Пӗрремӗш урок географи урокӗ пулчӗ.

Первый урок был география.

14 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ачасем Никифор Савельевича уроксене такӑнмасӑр каласа панӑ тата ҫырура йӑнӑшсем те сахал тунӑ кунсенче вӑл звонок пуличчен лӑпах вунпилӗк минут малтан хӑрах куҫне вӑрттӑн хӗссе илнӗ те журналне хупнӑ, — ку вара урок пӗтнине тата Никифор Савельевич, халех папкинчен пичӗ ҫине ылтӑн саспаллисемпе ҫырнӑ ҫӑран кӗнекине туртса кӑларса, ҫапла калассине пӗлтернӗ:

В те удачные дни, когда ребята отвечали Никифору Савельевичу уроки без запинки, а в письменной работе делали мало ошибок, Никифор Савельевич ровно за пятнадцать минут до звонка таинственно подмигивал одним глазом и закрывал журнал — это означало, что урок окончен и что сейчас Никифор Савельевич вытащит из папки книжку в кожаном переплете с золотыми буквами на обложке и скажет:

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Урок пӗтсен вара, темле, ыттисем те текех истори урокне ҫӳрес мар тесе йышӑнтӑмӑр.

А когда урок кончился, как-то так получилось, что все решили больше не ходить на историю.

1961-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Василий пупран вак-тӗвек хурлӑхсем тата та нумай тӳснӗ Павка: пуп ӑна хӑвала-хӑвала алӑкран кӑларнӑ, пуршӑн-ҫукшӑнах эрни-эрнипе кӗтессе тӑратнӑ, пӗр урок та ыйтман унран, ҫавӑн пирки вара унӑн мӑнкун умӗн начар вӗренекенсемпе пӗрле пуп патне киле урок пама каймалла пулнӑ.

Много еще мелких обид перенес мальчик от отца Василия: гонял его поп за дверь, целыми неделями в угол ставил за пустяки и не спрашивал у него ни разу уроков, а перед пасхой из-за этого пришлось ему с неуспевающими к попу на дом идти сдавать.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Урок пуҫланас умӗн-и, уроксем хушшинче-и, е киле таврӑнас чухне ачасем пулас сад ҫинчен кӑна сӑмахланӑ, шкул умӗнчи пуш анана темӗнччен сӑнаса, ун ҫине куҫ хывмасӑр иртсе кайман.

Куҫарса пулӑш

IV. Ҫӑмӑлах та мар ӑна тӑвасси // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Урок пӗтсен, вӗренекенсем хӑйсен учителӗ тавра пухӑнчӗҫ, — хӑшӗ пирус турттарнӑ, хӑшӗ ыйту панӑ, леш урокра текех мӑйӑхне пӗтӗрсе ларакан арҫын, хӑй тетрадьне уҫрӗ те: — Пӑхӑр-ха, Виктор Игнатьевич, — терӗ хулӑн сасӑпа, — тӗрӗс-и эп ҫырнисем?

А когда урок был окончен, курсанты обступили своего преподавателя, — кто угощал табаком, кто задавал вопросы, а тот молчаливый мужчина, что весь вечер крутил ус, развернул тетрадку с записями и чертежами: — А взгляни, Виктор Игнатьевич, — сказал он басом, — правильно я вершу дело?

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мӗнле ӗҫ пултӑр, — урок е Вера Павловнӑн студент вырӑнне йышӑнасси: Ҫапла ӑна медицина урокӗсем парать, анчах ун пулӑшӑвӗ Вера Павловнӑна пуринчен ытларах гимназири экзамен пама тивекен хӑшпӗр предметсене вӗреннӗ чух кирлӗ; вӗсене пӗччен вӗренме ӑна питӗ кичем; чи путсӗр япала вӑл — математика; латин чӗлхи тата унтан та кичемрех пулмалла; анчах унсӑр юрамасть, пӑртак тарӑхасах пулать, ҫитменнине тата нумай та юлмарӗ ӗнтӗ: гимназирен парса кӑларакан аттестат вырӑнне пулакан экзамен валли Медицина академийӗнче ытлашши нумаях та кирлӗ мар; сӑмахран, эпӗ: Вера Павловна латин чӗлхине Корнелий Непота ҫырнинчен ик йӗрке те пулин куҫарма пултармалӑх вӗренсе ҫитӗ тесе каламастӑп, анчах вӑл медицина ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесенче тӗл пулакан латинла фразӑсене ӑнланма пултарать ӗнтӗ; ҫапах та ку пӗлӳ ытлашши пысӑках мар.

А как же, урок или репетиция по студенчеству Веры Павловны: Саша ее репетитор по занятиям медициною, но еще больше нужна его помощь по приготовлению из тех предметов гимназического курса для экзамена, заниматься которыми ей одной было бы уж слишком скучно; особенно ужасная вещь — это математика; едва ли не еще скучнее латинский язык, но нельзя, надобно поскучать над ними, впрочем, не очень же много: для экзамена, заменяющего гимназический аттестат, в Медицинской академии требуется очень, очень немного; например, я не поручусь, что Вера Павловна когда-нибудь достигнет такого совершенства в латинском языке, чтобы перевести хотя две строки из Корнелия Непота, но она уж умеет разбирать латинские фразы, попадающиеся в медицинских книгах, потому что это знание — надобное ей, да и очень немудреное.

XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Урок ыйтма пуҫласан, арҫын ачасенчен нихӑшӗ те урокне кирлӗ пек вӗренменни палӑрнӑ, кашни ачанах пирвайхи йӗркерен пуҫласа юлашки йӗркине ҫитичченех вӑрттӑн каласа пымалла пулнӑ.

Выходя отвечать урок, ни один из них не знал стихов как следует, всем надо было подсказать.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хӑйсене обществӑра, сцена ҫинче тытма вӗренеҫҫӗ, вӗренме те хавхалантарать, — каласа парать 2016 ҫулхи уҫӑ урок конкурсӗнче ӑсталӑх урокне ҫӳллӗ шайра ирттернӗшӗн Диплома тивӗҫнӗ Вера Петровна.

Куҫарса пулӑш

Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

Юлашки урок умӗн учительсен пӳлӗмне вуннӑмӗш класра вӗренекен Миша — вӑлах вӗренекенсен комсомол организацийӗн секретарӗ, — кӗчӗ те директора пӗр хут татки тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ачасем урок вӗренсе килеймесен, туллашса каяттӑм, вӗсене, лӑпкӑн ӑнлантарса парас вырӑнне доска умне кӑларса тӑрататтӑм, каҫченех класра тытаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех