Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урлах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Шупашкар урлах иртрӗмӗр, анчах чарӑнса тӑма май килмерӗ, Пристань пуҫлӑхӗ улталарӗ», — ҫырса хӑварнӑ вӑл пристаньрен.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Вут ҫутинче пахча урлах каҫнӑ атӑ йӗрне асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иртенпе урӑлса ҫитмен Уканӗ те ӑна-кӑна шухӑшласа тӑмасть — тӗпелтен ухват ярса илсе Кулюккана лашанни пек сарлака ҫурӑмӗ урлах пырса ҫапать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсен пуҫӗсем урлах пульӑсем шӑхӑрса иртрӗҫ, анчах та икӗ таркӑна сиен кӳреймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав йӗр ҫамки урлах иртет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Урапа кустӑрмисем ҫӑра тикӗт сӗрнипе ҫемҫен лӑканса кусни, хир шӑрчӑкӗсем пуҫ урлах сике-сике каҫса пӗр чарӑнмасӑр чӑрӑлтатни, лашасем хыҫран юлма пӗлмен пӑвансене хӳрисемпе ҫапкаласа, урисемпе тапкалашса хӑвалама тӑрӑшни, хир тӑршшӗпе ӑрша выляни унталла-кунталла сулланса ларакан ачасене йӑлӑхтарать, ывӑнтарать, куҫа хуптарать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн йывӑҫ тымарӗсем сукмак урлах каҫа-каҫа каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чӑн та, пӗтӗм срокнех лармарӑм эпӗ, икӗ ҫул ҫурӑран тухрӑм, анчах эп тухиччен манӑн хаклӑран та хаклӑ арӑм манпа суд урлах уйрӑлнӑ та урӑххине илсе пынӑ, ман хваттере те, пурлӑха та ярса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Хӑйӗн хӗрне кабинӑра ярӑнтарса ҫӳреме Карсаков юлташ райком урлах хушнӑ-тӑр сана.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫапла юрӑсем юрла-юрла Виҫӗ каччӑ утаҫҫӗ; Куҫӗ-пуҫӗсем ҫынсем урлах Сар хӗрсене сӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫиччӗн, саккӑрӑн йӗлтӗр ҫине ларатпӑр та и-их! анаталла, пӗчӗк кӗпер урлах! каҫса каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шурӑ чӑх пӗр самант сывламасӑр итлесе тӑрать те Марине ури урлах каҫса каять, кӗтесри йӑвана кӗрсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Вӑл вара ӑна, мантан кӑшт аялтарах пынӑскере, кутӗнчен шатӑрт! ҫыртса лартнӑ та хӑй урлах ҫӗрелле ҫавӑрса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Тан тапса тухнӑ шыв кӗпер урлах юхса выртать.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Акчуров ун урлах утса каҫрӗ те пӗр пачка пирус, ҫур литр эрех илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпир ҫӑрӑлакан ана урлах фермӑсем еннелле утрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Лаптӑка урлах пӑхса тухсан, хуралҫӑ ӗҫлекенсенчен: — Халӗ кӑштах каннӑ хушӑра наян апатне те ҫырткаласа ярар мар-и? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл питӗ вӑрӑм, квартал урлах каҫать.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫавӑнпа ӑна пуҫӗ урлах витнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лука Митрофанович карта урлах сикет.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех